Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унтан эсӗр ҫывӑрма выртрӑр, эпӗ питех хӗрхентӗм, ҫавӑнпа смоковница хуппи татӑкӗ ҫине: «Эпир вилмен, эпир пиратсем пулмашкӑн тухса тартӑмӑр анчах», — тесе ҫыртӑм та хуйӑр татӑкне ҫурта ҫумне хутӑм, эсир вӑл вӑхӑтра ҫывӑраттӑрччӗ, сирӗн питӳ ҫав тери кӑмӑллӑччӗ, эпӗ пырса пӗшкӗнтӗм те сире тутаранах чуптуса илтӗм.
18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
— Кайран эсир маншӑн кӗлтурӑр пулмалла, эпӗ, сире курса, сирӗн кашни сӑмахӑрах илтсе тӑтӑм.— Потом вы стали молиться за меня — я видел, как вы молились, и слышал каждое слово.
18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Сид сирӗн ҫумӑрта йывӑҫ ещӗк патӗнче, унпа юнашарах Мэри ларать пек…
18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ытти сӑмахсем хушшинче Полли мӑнаккӑшӗ ҫапла каларӗ: — Куртӑнни, Том, тен, вӑл питех мыскаралла туйӑнать пулӗ, пӗр эрне хушши тенӗ пек пурне те асап тӳсмелле турӑр, хӑвӑрӑн ҫеҫ, ачасен, савӑнмалла пултӑрччӗ сирӗн шутпа.
18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
— Нумайччан кӗтсе тӑмалла пулӗ апла сирӗн Гек хуйхӑрса ҫула тухса кайрӗ.
16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
— Ия, ия, ия, эпӗ сирӗн кӑмӑлӑрсене питех те аван чухлатӑп, миссис Гарпер, питех те аван чухлатӑп.— Да, да, да, я вас очень хорошо понимаю, миссис Гарпер, очень хорошо понимаю.
15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
— Ҫакӑ сирӗн ҫӗҫӗ-и? — Ҫын вӗлернӗ ҫӗҫҫе шериф Поттер сӑмси патнех илсе пычӗ.
11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Эпӗ уншӑн сире ҫӗр ҫултан та пулин тавӑратӑпах тесе тупа тусан, сирӗн аҫу мана, ҫапкаланчӑк вырӑнне шутласа, тӗрмене хуптарчӗ.
9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
— Сирӗн вуҫех те пӑхас килмест вӗт…
6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
— Ҫук, ҫуках, сирӗн пӑхас та килмест вӗт.
6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Мӑнаккӑшӗ пӑхса ларнӑ хушӑрах вӑл пӗр катӑк сахӑр йӑкӑртма хӑтланчӗ, ҫавӑншӑн ӑна мӑнаккӑшӗ хытӑ лектерчӗ, анчах Том татах ҫилленмерӗ, ҫапла ҫеҫ каларӗ: — Мӑнакка, Сид сирӗн сахӑра илнӗ чухне мӗншӗн эсир ӑна хӗнеместӗр? — терӗ.
3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
— Эй, мӑнакка, мӗн унта, сирӗн ҫурӑмӑр хыҫӗнче!
1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
— Сирӗн вӗҫӗмсӗр кӑмӑлӑр пур чухне ӗҫрен тухасси ҫинчен шухӑшлама кирлӗ мар пулӗ тетӗп.— Когда вы в бесконечно хорошем настроении, кажется не надо думать о вылете с работы.
Пулӑ ҫурӑмӗ // Иван Мучи. Иван Мучи. Кулӑшла калавсем: Калавсем, фельетонсем. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1982. — 177–179 с.
Сирӗн йывӑҫ сахал-и-мӗн?
Ҫил арманӗ // Иван Мучи. Иван Мучи. Кулӑшла калавсем: Калавсем, фельетонсем. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1982. — 176–177 с.
Ӑнсӑртран чирлесе ӳксен васкавлӑ пулӑшу сирӗн пата килетех.Если случайно заболеете, то к вам обязательно придет скорая помощь.
Юлия Райнвайн: «закон маншӑн усӑллӑ пулчӗ» // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.05.30
Ӑнланаҫҫӗ-и вӗсем сирӗн ӗҫе тата мӗнле пулӑшу хатӗрӗсем пур вӗсен сире валли?
Юлия Райнвайн: «закон маншӑн усӑллӑ пулчӗ» // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.05.30
– Юлия, сирӗн шутпа харпӑр хӑйне ӗҫпе тивӗҫтерекенсемпе ҫыхӑннӑ Раҫҫей законне вӑхӑтлӑ йышӑннӑ-и, кирлӗ-и вӑл пирӗн граждансене?
Юлия Райнвайн: «закон маншӑн усӑллӑ пулчӗ» // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.05.30
«Сирӗн операцие эпир «Лаох» тесе ят патӑмӑр.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
«Ҫын ҫук пулӗ сирӗн патӑрта?
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
«Эпир — совет разведчикӗсем, — тӳррипех каларӗ ӑна Харитонов. — Пирӗн кӑштах канас, вӑй-хал пухас пулать. Пӗри чирлӗ пирӗн. Вӑхӑтлӑха сирӗн пат юлма юрамӗ-ши?
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970