Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ывӑлне (тĕпĕ: ывӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫӳлти таса турӑ амӑшӗ упратӑр сана! — ӑсран тухнӑ пек пӑшӑлтатрӗ Ильинична, ывӑлне чуптуса.

— Храни тебя царица небесная! — исступленно зашептала Ильинична, целуя сына.

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ывӑлне мухтанипе кӑмӑлӗ тулнӑ Пантелей Прокофьевич савӑнсах килӗшрӗ:

И польщенный в отцовских чувствах Пантелей Прокофьевич охотно согласился:

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Анчах ҫемьере кӑмӑлсӑррисем те пулнӑ: ҫерем уҫнӑ ҫӗре кайма кӑмӑл тунӑ вӑтам ывӑлне Лузгин кирлӗ хутсем пама килӗшмен, йӗкӗт ӑна чунтан кӳреннӗ, колхозра вӑли-шали ӗҫленӗ.

Но и здесь, как ни странно, оказывались свои недовольные: среднему сыну, пожелавшему ехать на целину, Лузгин отказался выдать необходимые справки, и теперь парень клял его на чем свет стоит и работал в колхозе спустя рукава.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Таҫта, ял хыҫӗнче, лаша тулхӑрса ячӗ — ӑшӑ витене ҫитсе апат ҫиме те канма васкать пулас, ҫырмара ача-пӑча ҫуйӑхать — вӗсем пӗр чарӑнмасӑр ахӑлтатса кулаҫҫӗ, чӑнкӑ сӑрт ҫинчен вӗҫсе ана-ана умлӑн-хыҫлӑн юр ӑшне пашлатса ӳкеҫҫӗ пулмалла; ҫырма хӗрринче темӗнле хӗрарӑмӑн кӗлетки хуран курӑнать, вӑл сассине хӑпартса тата хытарса ывӑлне киле чӗнет:

Заржала где-то за деревней лошадь — видно, торопилась к скорому отдыху в теплой конюшне и корму; визжали и разноголосо гомонили ребятишки в овраге — по неутихающим взрывам смеха можно было догадаться, что, летая с крутой горки, они то и дело опрокидываются в снег; а на краю оврага темнела фигура какой-то женщины; строжась и повышая голос, она звала домой сына:

22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Асту, кайран, хӑлхуна пӗтӗрсе хурсан, ан йынӑш! — вӑл ывӑлне пӳрнипе юнарӗ те каллех хӗрӗ патнелле ҫаврӑнчӗ.

Смотри потом не жалься, если уши нарвут! — Погрозив сыну, она снова обратилась к дочери: — Ну, так что ж ты читала?

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Мӗн эсӗ, Корней, качча каяс хӗр пек вӑтанатӑн? — ӳкӗтлерӗ Иван мучи ывӑлне.

— И чего ты засовестился, Корней, как девка на выданье? — упрекнул сына дед Иван.

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Анчах хӗрлӗрех тусан ҫинче тӗрмӗшнӗ, мӑлатукпа шакка-шакка кирпӗчсем ҫумӗнчен тӑм катӑкӗсене хӑйпӑтнӑ май вӑл кунта тахҫан кӗрленӗ пурнӑҫа, хӑйӗн мӗн пур ачисене — чӗррисене те, вилнисене те, вӑрҫӑра пуҫне хунӑ чи аслӑ ывӑлне Николая та — пӗрре ҫеҫ аса илмерӗ…

Но пока Корней суетился в красноватой пыли, сбивая молотком с кирпичей куски затвердевшего раствора, он не раз возвращался мыслями к той жизни, что когда-то шумела здесь, вспоминая всех своих детей — и живых, и тех, кто умер, и сложившего на войне голову старшего сына, первенца Николая…

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Тӑхта-ха, Никодим, ан пӑрах! — сасартӑк чарчӗ те Корней ывӑлне, пурте ашшӗ ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗҫ.

— Погоди-ка, Никодим, бросать! — неожиданно остановил сына Корней, и все обернулись и посмотрели на отца.

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Анчах паян Егор савӑнӑҫлӑ мар, вӑл ывӑлне каланча патне ҫитиччен те лартса каймарӗ.

Но Егор сегодня был неприветлив и не посадил сына покататься даже вон до той старой каланчи.

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫулсем иртнӗ май, пысӑкланнӑҫемӗн, Костя амӑшне чунтан сивлеме, ӑна тӑшман вырӑнне хума тытӑннӑ, «анне» тесе шутламан — амӑшӗ унӑн ашшӗ пӗтӗм чун-чӗрипе парӑнса пурӑннӑ ӗҫне сутнӑ ҫеҫ мар, ашшӗне маннӑ ҫеҫ те мар, ҫук, вӑл тӑван ывӑлне вӗсем пурте курайман ҫынпа, хӑйне те, Костьӑна та, пӗтӗм кил-йышне те кӑшт ҫеҫ пӗтерсе хуман ҫынпа улӑштарнӑ-ҫке-ха.

С годами, взрослея, он стал думать о матери с неприязнью и злой отрешенностью — она предала не только дело, которым жил отец, и память о нем, нет, она променяла родного сына на ненавистного всем человека, чуть не погубившего и ее, и Костю, и всю свою семью.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл урай варрине сиксе тухнӑ, ывӑлне ҫапас тесе чышкипе сулса янӑ, анчах лешӗ вӑрт пӑрӑннӑ та ашшӗне, кӗпе ҫухинчен ярса тытса, хӑй патӗнчен тӗртсе янӑ.

Он выскочил на середину избы, замахнулся на сына кулаком, но тот ловко отстранился и, схватив отца за ворот рубахи, оттолкнул от себя.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ял ҫак хыпара сӳтсе явса кӗрленӗ, ашшӗ кунӗн-ҫӗрӗн пухусенче пулнӑ, киле тул ҫутӑлас умӗн тин таврӑннӑ, амӑшне, Костьӑна вӑратнӑ, ывӑлне аллисем ҫине илнӗ, хулпуҫҫисем ҫине лартса, пӳрт тӑрӑх йӑтса ҫӳренӗ.

Деревня бурлила, обсуждая на разные лады эту новость, отец дни и ночи пропадал на собраниях, являлся домой перед светом, будил мать, Костю, хватал его на руки, сажал на плечо и носил по избе.

2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Халӗ вӑл хӑйӗн кил-ҫуртӗнче хӑй хуҫа, мӗн те пулин кӑмӑлне каймасан, кӗҫӗн ывӑлне те, кинне те ятласа илме пултарать, хулара вара никама та хӑтӑрса илеймӗн!

В своей родной избе она пока полновластная хозяйка, и если что не по ней, то пошумит и на Тихона и на невестку, а в городе и построжиться будет не на кого!

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Кӗтнӗ ывӑлне карчӑк!

Ждала сына старая.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Иван Алексеевич куҫӗпе арӑмне е пӗчӗкҫӗ ывӑлне шырарӗ, вӗсене халӑх ҫинче курасран шикленсе, хӑравҫӑллӑн йӗри-тавралла пӑхса илчӗ.

Иван Алексеевич затравленно озирался, разыскивая и боясь найти взглядом жену или своего маленького сынишку.

LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ывӑлне тӑван ывӑл пулсан та, пурпӗрех генерал-ҫке-ха.

Хотя бы и родного сына, а все же генерала?

L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗри хуйхӑпа хупланӗ амӑшӗн чӗри, куҫҫульпе шӑварӑнӗҫ унӑн сӳнӗк куҫсем, унтан кашни кунах, яланах ҫапла, вилсе выртичченех вӑл тахҫан хӑй варӗнче йӑтса ҫӳренӗ, чӗп-чӗр юн пулса тата хӗрарӑм асапӗпе асапланса ҫуратнӑ, кайран таҫти пӗлмен-туман Дон ҫӗрӗнче тӑшман аллинчен пӗтнӗ ывӑлне асӑнса пурӑнӗ…

Горючей тоской оденется материнское сердце, слезами изойдут тусклые глаза, и каждодневно, всегда, до смерти будет вспоминать того, которого некогда носила в утробе, родила в крови и бабьих муках, который пал от вражьей руки где-то в безвестной Доншине…

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унтан, ывӑлне ҫӗре чикнӗ масар тӗмески ҫинче тӑм типсе хытӑрканӑ хыҫҫӑн, вӑл, ватӑлса кайнӑскер, амӑшӗн лӑпланма пӗлми хуйхи-суйхине пула кӗлеткипе кукӑрӑлса пӗкӗрӗлнӗскер, чиркӗве ҫӳреме, хӑйӗн «пуҫне ҫинӗ» Ванюкне е Ҫумккине асӑнса кӗлтутарма пуҫлӗ.

А потом, когда похоронят и засохнет глина на могилке, станет состарившаяся, пригнутая к земле материнским неусыпным горем, ходить в церковь, поминать своего «убиенного» Ванюшку либо Семушку.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Йӑлӑхтарса ҫитерет те казака заставӑсемпе секретсене, сӑрт тӗмескисемпе тӑвайккиллӗ ҫулсем тӑрӑх разъездсене сӗтӗрӗнсе ҫӳреме — казак сотня командрӗнчен ыйтса киле каять, унтан хӑй вырӑнне, служивӑй лаши ҫине утлантарса ватти ҫитнӗ аслашшӗне е каччӑ пӳне кӗмен ывӑлне ярать.

Надоедало ходить в заставы и секреты, надоедало в разъездах мотаться по буграм и перевалам, казак отпрашивался у сотенного, ехал домой, а взамен себя присылал на служивском коне своего ветхого деда или сына-подростка.

XLIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сӗтел хушшинче, шӑллӗн ывӑлне чӗрҫи ҫинче ачашласа ларнӑ май, Петрона чун кӗнӗ пек пулчӗ; хӑйне лӑпкӑрах тытма тӑрӑшса, вӑл 28-мӗш полк фронта пӑрахса кайни, командирсем тарса пӗтни ҫинчен, Фомин тата Вешенскинчи юлашки митинг ҫинчен каласа пачӗ.

За столом, нянча на коленях племянника, Петро оживился: сдерживая волнение, рассказал об уходе с фронта 28-го полка, о бегстве командного состава, о Фомине и о последнем митинге в Вешенской.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней