Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унӑн пур япала ҫине те хытӑ тинкерсе пӑхакан кӑвак куҫӗсем сиввӗн курӑннӑ пулас.У него, наверное, были холодные, голубые глаза, которые на все смотрели сосредоточенно и твердо.
II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Нимех те мар! — сиввӗн тавӑрчӗ Челкаш, малалла утса.
III сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Тинӗс, баржӑсен аяккисене лӑпкаса, тилмӗрекен вӑйсӑр сасӑпа шавлать, вӗсем ӑна хирӗҫ, темӗн пирки парӑнмасӑр тавлашнӑ пек, сиввӗн янӑракан сасӑпа тавӑраҫҫӗ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
— Кам кӑшкӑрать? — тинӗс енчен сиввӗн кӑшкӑрни янӑраса килчӗ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Якорь сӑнчӑрӗсем янӑрани, япала турттаракан вагонсем пӗр-пӗринпе ҫапӑнса кӗмсӗртетни, ҫул ҫине сарнӑ чул ҫинче таҫтан ӳкекен тимӗр листисем йынӑшса чанкӑртатни, йывӑҫ каскисем тӳплетсе ӳкни, извозчиксен ураписем шӑлтӑртатни, пӑрахутсем хыттӑн та ҫинҫен е хулӑн сасӑпа мӗкӗрсе ҫухӑрни, грузчиксем, матроссем, таможня салтакӗсем кӑшкӑрашни, — ҫак сасӑсем пурте, хӑлхана хупласа лартакан ӗҫлӗ кун музыкипе пӗтӗҫсе, гавань ҫинчи пӗлӗт айӗнче, аялта, пӑлхавлӑн чӳхенсе тӑраҫҫӗ; вӗсем патне ҫӗр ҫинчен ҫӗнӗрен ҫӗнӗ сас хумӗсем е хулӑнӑн кӗмсӗртетсе пӗтӗм тавралӑха сиввӗн кисрентереҫҫӗ, е вичкӗнӗн, янӑравлӑн хӑпарса — тусанлӑ вӗри сывлӑша таткаласа ҫураҫҫӗ.
Челкаш // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Лешӗ ҫӗҫҫине пӑрахрӗ те Раддӑна куҫӗнчен сиввӗн пӑхать.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Ытти чухне унӑн ватӑ куҫӗсем асаплӑн, нумай хӗнесе, апат сахал ҫитерсе усракан йытӑсенни пек йӑвашшӑн пӑхнӑ, анчах та халӗ вӑл сиввӗн, святойсем пек е халь-халь вилме хатӗрленнӗ ҫынсем пек, шӑтарасла пӑхнӑ.
Хуйхӑ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 46–55 стр.
Пӗчӗкҫеҫ шыҫмак куҫӗсем ун сиввӗн пӑхаҫҫӗ, вӑл унталла та кунталла та пӑхать, пӗрре пӗве ҫине, тепре икӗ сарай ҫине, унтан ватӑ та кутамас йӑмрасем ҫине пӑхса илет.
Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.
— Калаҫасса калаҫ та — ытлашшине персе ан яр! — Санька хӑй сисмесӗрех палламан ача еннелле урине ярса пусрӗ, кӗтмен ҫӗртенех, чылай сиввӗн, хӑйне ҫапла туйӑнчӗ, пӗр ҫыхӑнусӑр: — эсӗ ӑҫтисем?
6-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Сывах-ха! — сиввӗн тавӑрчӗ Обломов, кантӑк витӗр пӑхса.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ҫук, курмастӑп; эсӗ улталарӑн мана, — сиввӗн каларӗ Ольга, — эсӗ каллех малтанхи пек тирпейсӗрленсе кайма пуҫларӑн…— Нет, не вижу; ты обманул меня, — холодно сказала она, — ты опять опускаешься…
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Тата мӗн пулчӗ? — ыйтрӗ Ольга сиввӗн.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл япӑх ҫывӑркаларӗ, сахал ҫикелерӗ, пур япала ҫине те ним шутламасӑр, сиввӗн пӑхма пуҫларӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эсӗ мӗн? — ыйтрӗ вӑл сиввӗн.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Итлесем, асанне, — хирӗҫлерӗм эпӗ сиввӗн, — вӑхӑт мар халь хисеплешме те питлешме.— Послушай, бабка, — возразил я сурово, — теперь не время считаться и выговаривать.
XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Тарантьев мӗн каласса вӑл ним чӗнмесӗр, сиввӗн кӗтсе тӑчӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов пӗркун Ольга сиввӗн «нихҫан та» тенине аса илчӗ те лӑпланчӗ.
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга, ӗлӗкхи пек тавҫӑруллӑ пулас вырӑнне, нимӗн те чӗнмест, Обломов ҫине сиввӗн пӑхать, тата сиввӗнреххӗн «пӗлместӗп» тесе калать.
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ну?.. — ыйтрӗ Ольга сиввӗн.
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах вӑл ҫакна лайӑх туять: ҫакӑн ҫинчен кӑшт систерсенех, Ольга ун ҫине тӗлӗнсе пӑхӗччӗ, унтан сиввӗн калаҫӗччӗ, тен, вӑл пачах Обломова хисеплеме пӑрахӗччӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956