Поиск
Шырав ĕçĕ:
3. Тӗтӗм сирӗлнӗ пек, сирсе-сапаласа яр вӗсене; вут-ҫулӑм умӗнче ӑвӑс епле шӑранать, ҫылӑхлӑ ҫынсем Турӑ умӗнчен ҫапла ҫухалччӑр.
Пс 67 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эй пирӗн хута кӗрекен Ҫӳлхуҫа, ан вӗлер вӗсене — халӑхӑм манса ан кайтӑр; Хӑвӑн хӑватупа салатса яр вӗсене, ӳкер вӗсене.
Пс 58 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эпӗ мӗн чухлӗ тарса ҫӳренине Эсӗ шута илнӗ; манӑн куҫҫулӗме Хӑвӑн савӑтна яр — вӑл Санӑн кӗнекӳнте мар-ши?9. У Тебя исчислены мои скитания; положи слезы мои в сосуд у Тебя, - не в книге ли они Твоей?
Пс 55 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эй Ҫӳлхуҫа, пӑтраштарса яр вӗсене, чӗлхисене аташтар: хулара пусмӑр та харкашу куратӑп; 11. ӗнтӗ ҫавсем кунӗн-ҫӗрӗн хула тавра хӳми тӑрӑх ҫаврӑнаҫҫӗ; хула хушшинче — усал ӗҫ, хӗн-хурлӑх; 12. хула хушшинче — синкерлӗх; урамӗсенчен ултавпа каварлӑх кая пӗлмест.
Пс 54 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эй Вӑйлӑскер, Хӑвӑн хӗҫне — Хӑвӑн мухтавна, Хӑвӑн илемне — пилӗкӳнтен ҫакса яр, 5. ҫапла капӑрланнӑскер, васка Эсӗ, чӑнлӑх, йӑвашлӑх, тӳрӗлӗх хутне кӗмешкӗн вӑрҫӑ урапи ҫине лар — вара сылтӑм аллу Сана тӗлӗнмелле ӗҫсем кӑтартӗ.
Пс 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Хӑвӑн чӑнлӑху енне яр мана, вӗрентсе ҫитер мана: Эсӗ — мана ҫӑлакан Турӑ; кирек хӑҫан та Сана шанса тӑратӑп.5. Направь меня на истину Твою и научи меня, ибо Ты Бог спасения моего; на Тебя надеюсь всякий день.
Пс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эй Ҫӳлхуҫа, Хӑвӑн туюна ҫук турӑсене ан пар, эпир пӗтессе хавасланса ан кӗтчӗр, хӑйсен каварне хӑйсем ҫинех яр, пирӗн ҫинчен элеклекене мӑшкӑл кӑтарт.
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫавӑнпа та, аслӑ хуҫамӑр, унӑн сӑмахне ахаль ирттерсе ан яр, ӑна чӗрӳне хыв, мӗншӗн тесессӗн тӗрӗс сӑмах вӑл: пирӗн йӑх хӑйӗн Турри умӗнче ҫылӑха кӗмесен, ӑна айӑплама ҫук, пире хӗҫ витмест.
Иудифь 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Нихӑш тӗлӗшпе те хуҫу сӑмахӗнчен ан ирт, эп сана мӗн тума хушнӑ, шӑп ҫавӑн пек ту, ӗҫе вӑраха ан яр, тенӗ патша.
Иудифь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Товия каланӑ: ҫук, аттем патне хамах яр, тенӗ.
Тов 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара Иорам ҫапла каланӑ: вӗсене хирӗҫ юланутҫӑ яр, ыйттӑр вӑл: ырӑпах-и? тетӗр.И сказал Иорам: возьми всадника, и пошли навстречу им, и пусть скажет: с миром ли?
4 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Патша Ванеяна каланӑ: хӑй каланӑ пек ту, вӗлер те пытар ӑна, ҫапла Иоав тӑкнӑ айӑпсӑр юна ман ҫинчен те, аттем килӗ ҫинчен те ҫуса яр; 32. вӑл хӑйӗнчен лайӑх, айӑпсӑр икӗ ара вӗлернӗ: Авенира — Нир ывӑлне, Израиль ҫарпуҫне, тата Амессая — Иефер ывӑлне, Иудея ҫарпуҫне; вӗсене Давид аттеме пӗлтермесӗр хӗҫпе касса пӑрахнӑ, ҫавӑншӑн унӑн юнне Ҫӳлхуҫа унӑн пуҫӗ ҫинех ҫавӑртӑр; 33. вӗсен юнӗ ӗмӗрлӗхе Иоав пуҫӗ ҫине, ун йӑхӗн пуҫӗ ҫине пултӑр, Давидпа унӑн йӑхне вара, унӑн килӗпе аслӑ пуканне Ҫӳлхуҫаран ӗмӗрлӗхе канӑҫлӑх пултӑр! тенӗ.
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӑл ӗнтӗ хӑйӗн тарҫине чӗнсе илнӗ те каланӑ: ҫакна ман патӑмран хӑваласа кӑларса яр та алӑка ун хыҫӗнчен питӗрсе ил, тенӗ.
2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Филисти ҫулпуҫӗсем ӑна ҫилленсе кайнӑ та ҫапла каланӑ: ку ҫынна эсӗ каялла яр, вӑл эсӗ уйӑрса панӑ вырӑнтах лартӑр, вӑл пирӗнпе пӗрле вӑрҫа ан пытӑр, вӑрҫӑра пирӗн тӑшман пулса ан тӑтӑр.
1 Пат 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. ҫак тӗнчере Иессей ывӑлӗ пурӑннӑ чухне эсӗ те, санӑн патшалӑху та тытӑнса тӑраяс ҫук; халех ун патне ҫын яр та ӑна ман патӑма илсе кил: вӑл — вилмелли ҫын, тенӗ.
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мелхола Саула ҫапла каланӑ: вӑл: мана кӑларса яр, унсӑрӑн эпӗ сана вӗлеретӗп, терӗ, тенӗ.И сказала Мелхола Саулу: он сказал мне: отпусти меня, иначе я убью тебя.
1 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Каланӑ вара Ҫӳлхуҫа: тӑр та ӑна ҫу сӗрсе яр, мӗншӗн тесессӗн ку шӑпах ҫавӑ пулать, тенӗ.
1 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Саул килсе ҫитиччен пӗр кун маларах Ҫӳлхуҫа Самуила ҫапла пӗлтерсе каланӑ: 16. ыран ҫак вӑхӑтра Эпӗ сан патна Вениамин ҫӗрӗ ҫинчен пӗр ҫынна илсе килӗп, эсӗ ӑна Манӑн халӑхӑма, Израиле, тытса тӑраканӗ пулма ҫу сӗрсе яр, вӑл Манӑн халӑхӑма филистимсен аллинчен хӑтарӗ: Хамӑн халӑхӑм йӗрсе йӑлӑнни Ман патӑма ҫитрӗ, ҫавӑнпа Эпӗ ун ҫине хӗрхенсе пӑхрӑм, тенӗ.
1 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Ашшӗне вӑл татах каланӑ: маншӑн эсӗ ҫакна анчах ту: икӗ уйӑхлӑха яр мана; эпӗ хӗр-тусӑмсемпе пӗрле ту ҫине кайӑп та унта хамӑн хӗрлӗхшӗн хурланса йӗрӗп, тенӗ.
Тӳре 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Иисуса каланӑ: ан хӑра вӗсенчен — Эпӗ ыран ҫак вӑхӑт тӗлнелле [вӗсене] пурне те Израиль [ывӑлӗсен] аллине ӳкерӗп; эсӗ вӗсен учӗсенӗн шӑнӑрӗсене каса-каса тат, ҫар ураписене вут-ҫулӑмпа ҫунтарса яр, тенӗ.
Нав 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.