Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗччен ларакан тимӗрҫ лаҫҫи таврашӗнче никам та курӑнмасть.
X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Тӗттӗм, мушка курӑнмасть, кӗпҫипе тӗллесе петӗм те — лектереймерӗм.
IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Хӑй сисмесӗрех Давыдов тирпейсӗртерех ҫӳре пуҫларӗ, кӑмӑлӗ те улшӑнчӗ унӑн: час-часах шӑртланма пӑхать — халиччен ун пек нихҫан та пулман, сӑнран пӑхма та вӑл Шырланпуҫа килнӗ малтанхи кунсенчи пек маттур та патвар курӑнмасть ӗнтӗ.
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Курӑнсах курӑнмасть пулӗ те, анчах ҫапларах пек туйӑнать.
37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Анчах мӑн ҫул ҫинче лаша чӗрнисем ҫавраҫил пек ҫавӑрттарса ҫӗкленӗ тусан мӑкӑрланмасть, сапаланса кайса ыткӑнса пыракан юланутлӑ ҫынсем вӗҫтерсе килни те курӑнмасть.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Анчах унӑн шупкарах тӗслӗ куҫӗсенче тискер ҫаткӑнлӑх пачах та курӑнмасть, ачашлӑх тата калама ҫук ҫепӗҫ кӑмӑл ҫеҫ палӑрать; Дымокӑн куҫӗсем ҫав самантра хӑйсен тӗсне улӑштараҫҫӗ темелле, вӗсем июль уйӑхӗнчи янкӑр тӳпе пек тӗпсӗр те кӑн-кӑвак тӗслӗ пулса каяҫҫӗ.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Пӑхать — Амур пур, Лекҫей ниҫта курӑнмасть.
Амур // Любовь Мартьянова. Тантӑш, 2015.12.10, 50(4464)№
Нимӗн те курӑнмасть, пӗр «Мов»-ӑн пысӑк кӗлетки ҫеҫ ҫапӑҫса та сиккелесе тӑрать, унӑн йынӑшнӑ сассипе хавхаланса кӑшкӑрашнӑ сассисӗр пуҫне нимӗн те илтӗнмест; ҫапла кӑшкӑрашнипе вӑл хӑй ҫинчен, хӑйӗн вӑйӗ ҫинчен, юлашкинчен, вӑл та хӑйӗн ӗҫне тупни ҫинчен савӑнса пӗлтерет.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Курӑнмасть.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
— Чӳрече кантӑкне ҫуса тасат-ха, ним те курӑнмасть мана!..
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Пичӗ ҫинче унӑн ҫӳҫ кӑтрисем, ҫавӑнпа пичӗ курӑнмасть.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Халь ӗнтӗ пӗкӗ пачах курӑнмасть.
Хуйхӑ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 46–55 стр.
— Мӗншӗн вӑл курӑнмасть?
23-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унта никам та курӑнмасть.
19-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кунти ӗҫ ытла та кичем, ҫитменнине тата вӗҫӗ-хӗрри те курӑнмасть.
12-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кайран, ялтан укҫа килсен, кил хуҫи арӑмӗн пиччӗшӗ, ун патне пырса, ӑна ҫапла пӗлтерчӗ: тупӑшран укҫа хальтерех пама тытӑнсан, Обломова ҫӑмӑлтарах пулӗччӗ; пӗр виҫӗ ҫултан вара парӑма татма пулать; анчах пама срок ҫитсен, документ тӑрӑх шыраса илме тытӑнсан, Обломов ялне сутса яма тивет, мӗншӗн тесен Обломовӑн укҫи ҫук, пуласси те курӑнмасть, терӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов пӗчченех тӑрса юлчӗ, хӑлхине алӑк ҫумне тытса та итлерӗ, ҫӑра шӑтӑкӗ витӗр те пӑхрӗ, анчах нимӗн те илтӗнмест те, курӑнмасть те.Обломов остался один, прикладывал к двери ухо, смотрел в щель замка, но ничего не слышно и не видно.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Темшӗн килмест-ҫке-ха вӑл, курӑнмасть акӑ, — терӗ лешӗ пӗр пӑлханмасӑр, ҫӳлӗ хӳме еннелле пӑхса.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Йывӑҫсемпе тӗмӗсем пӗр тӗксӗм купана пӗрлешрӗҫ: икӗ утӑмран та нимӗн курӑнмасть: ҫӗлен пек авкаланса выртакан хӑйӑрлӑ сукмаксем ҫеҫ шупка шуррӑн курӑнаҫҫӗ.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Унӑн та кӑмӑлӗ сасартӑк ҫӗкленнӗ, вӑл юратнӑ; халь вӑл куҫ умне курӑнмасть: ӑна намӑс, апла пулсан, ку пуҫсӑрланни мар.«И у него был порыв, увлечение; теперь он глаз не кажет: ему стыдно; стало быть, это не дерзость.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956