Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сысна сăмах пирĕн базăра пур.
сысна (тĕпĕ: сысна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнпа эсӗ, тусӑм, ан шарла, сысна ҫӑвне, пыла, ҫӑнӑха виҫмесӗрех пар.

Так что ты, милый, помалкивай, давай сала, меду, муки, на весах не вешая.

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Давыдов сӗтел патне пырса ларчӗ, ҫырмалли кӗнекерен ҫурса илнӗ хут листи ҫине: «Я. Л. Островнов завхоза. Манӑн ӗҫ кунӗсен шучӗпе Л. С. Егорова учительницӑна вӗтӗ авӑртнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ 32 кг., вир кӗрпи 8 кг., сысна ҫӑвӗ 5 кг. пар», — тесе ҫырчӗ.

Давыдов присел к столу, написал на листке из записной книжки: «Завхозу Островнову Я.Л. Отпустите за счет моих трудодней учительнице Л.С.Егоровой муки пшеничной, размольной 32 кг, пшена 8 кг, сала свиного 5 кг».

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Яланах итлесе тӑрасшӑн, сысна ҫури!

Все бы ты прислушивался, поросячий сын!

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Икӗ ҫӑмарта тата чип-чиперех пӗр ҫур кӗрепенке пек сысна ҫӑвӗ парса ятӑм.

Парочку яичков и, натурально, кусочек сальца, с полфунта.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вырттарса йӑвалантарӑр ӑна, сысна аҫине!..

Валяй его, борова!..

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тарнӑ чухне тӑсӑлса ӳкнӗ те, йытти вара хӑвӑн хӑлхусене, сысна хӑлхине турткаланӑ пекех турткалама тытӑннӑ терӗҫ, — хушса хучӗ итлесе тӑраканнисенчен пӗри.

Побег да упал, а он тебе и зачал, как свинье, ухи рвать, — вставил кто-то из слушателей.

18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ҫапах та сысна пурнӑҫне ҫӑлса хӑвартӑм-хӑвартӑмах, — шӳтлесе ирттерсе ячӗ Разметнов.

— Зато кабану жизнь спас, — отшучивался Размётнов.

16-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӑваласа кӑларса яр сысна аҫине!

Выгони борова!

16-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сысна аҫине хуллен кӑна чиксе пӑрахма шутланӑччӗ…

— Борова надумали потихоньку заколоть…

16-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Куратӑр-и, епле инкек… — сысна ҫинелле кӑтартса, именчӗклӗн, сӑмахне ҫыхӑнтараймасӑр, калаҫма тытӑнчӗ Лукашка.

— Видите, какая беда… — указывая на кабана, смущенно, бессвязно говорил Лукашка.

16-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ун хыҫӗнче, чӑн кӗтесре, тин кӑна сарса пӑрахнӑ таса улӑм ҫинче, мӑнтӑркка сысна аҫи урисене ылмаштаркаласа тӑрать.

За нею в самом углу, на чистой соломе, как видно только постланной, топтался сытый боров.

16-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кизяк купи ишӗлсе аннипе тулса ларнӑ сысна витинче, хыҫсӑр пукан ҫинче, хунар ҫунса ларать, унпа юнашар Лукашкӑн арӑмӗ — тулли сӑн-питлӗ те ҫинҫе куҫхаршиллӗ хитре хӗрарӑм — кукленсе ларнӑ.

В катухе, внутри заваленном обрушившимся прикладом кизяка, стоял на табурете зажженный фонарь, возле него на корточках сидела жена Лукашки — красивая полноликая и тонкобровая баба.

16-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сысна витине.

— В катух.

Кӑшт тӗттӗм пулнӑ-пулманах ӑҫта та пулин сурӑх пӑвӑнса та кӗскен мекеклетсе макӑрса яни, вилес умӗн сысна нӑриклетсе ҫухӑрса янӑ сасӑ шӑплӑха пӑраласа ҫурса илни е пӑру муклатни илтӗнсе каять.

Чуть стемнеет, и уже слышно, как где-нибудь приглушенно и коротко заблеет овца, предсмертным визгом просверлит тишину свинья или мыкнёт телка.

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сысна вилсе выртрӗ.

Издохла свинья.

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӑна, сысна какайӗ ярса пӗҫернӗ купӑста яшки ҫинӗ хушӑра, хӗрарӑмсем пуртан, ҫанталӑк ҫинчен, хӑйсемпе пӗрле службӑра пулнӑ ҫынсем ҫинчен калаҫкаларӗ.

Гость, хлебая щи со свининой, в присутствии женщин вел разговор о погоде, о сослуживцах.

1-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сысна эсӗ, апла-тӑк…

Свинья ты, коли так…

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Ним чухлӗ те ӳлкелешсе ҫырмастӑп, ху кӳрентертӗн пулсан та, мӗншӗн тесен эсӗ сысна — тухса кайнӑ, манпа сывпуллашман.

Упреков я тебе никаких не пишу, хоша я тобой и разогорчена, потому что ты свинья — уехал, со мной не простился.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Вӑл мӑнтӑр сысна пек пӑхкалатчӗ.

Он смотрел, как сытая свинья.

II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

Эпӗ ӑна эрех тата пӗҫернӗ сысна какайӗ патӑм…

Я дала ему вина и вареной свинины…

II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

Страницы:

Сайт:

Статистика

...подробней