Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

генерал сăмах пирĕн базăра пур.
генерал (тĕпĕ: генерал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сергей юланутсенчен пӗрне палласа юлчӗ, вӑл Иван Атаманов пулнӑ, — унӑн паллӑ кубанкинчен мар, унӑн чаплӑ генерал валли тесех ҫӗленӗ буркинчен те мар, вӑл ҫынсенчен уйрӑмах тӳрӗ ларса пынинчен пӗлчӗ, ут ҫинче кун пек майлӑ ларса пыма станицӑра Иван Атаманов анчах пултарнӑ.

Сергей узнал одного из всадников, которым был Иван Атаманов, — не из-за его знатной кубанки, а из его знатного генерала, и не из бурки, а из людей, которые были особенно прямолинейны, и сесть на коня мог только Иван Атаманов в станице.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хӑй тӗттӗм кӑвак шалпар шӑлавар тӑхӑннӑ, шӑлаварӗ тӑрӑх алтупанӗ сарлакӑш хӗрлӗ хӑюсем анаҫҫӗ, инҫетрен пӑхсан — генерал тейӗн ҫав!

Он был одет в темно-синие широкополые шаровары, по штанинам спускались красные ленты шириной в ладонь, если смотреть издали — точь в точь генерал!

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей вӑрҫӑ ҫинчен тӗплӗн каларӗ, анчах хӑй ҫинчен мар, дивизи ҫинчен, генерал ҫинчен, танк экипажӗ ҫинчен каларӗ.

Сергей подробно рассказал про войну, говорил не столько о себе, сколько о своей дивизии, о генерале, о своем танковом экипаже.

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ун паттӑрлӑхне генерал хӑй асӑрхарӗ — йӑнӑшмарӗ…

За храбрость его приметил сам генерал, — и не ошибся…

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Анчах кӗҫех Керенскипе генерал Краснов 3-мӗш утлӑ ҫар корпусне Петроград ҫине ертсе каять, казаксен полкӗсене Дон ҫине туртса пыма ӗлкӗрнӗ Каледин кӑнтӑртан хӗссе килет текен сас-хура тухать те, ҫав урлӑ-пирлӗ хыпарсем казаксен чӗрисене канӑҫсӑррӑн пӑлхантарса тӑраҫҫӗ.

Но тревогу вселяли глухие отголоски слухов о том, что 3-й конный корпус вместе с Керенским и генералом Красновым идет на Петроград, а с юга подпирает Каледин, успевший заблаговременно стянуть на Дон казачьи полки.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Генерал Духонин арестленисен халех Быховран тухса каймалли ҫинчен пӗлтерме хушса ячӗ.

Генерал Духонин приказал вам передать, что всем заключенным необходимо сейчас же покинуть Быхов.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Манӑн арестленӗ генерал Корнилова куҫа-куҫӑн курса калаҫмалла.

Имею личное поручение к арестованному генералу Корнилову.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗр эрне пек вӑхӑт иртет-и те, Каледин, тӗрмери ҫынсен шӑпишӗн такамсем питех те пӑшӑрханса ӳкнине систерсе, хӑй ҫинчен хӑех верховнӑй главнокомандующи тесе пӗлтернӗ генерал Духонин ячӗпе ҫыру ҫырать.

И уже через неделю отголоском чьей-то тревоги за участь заключенных прозвучало письмо Каледина, адресованное генералу Духонину, самочинно объявившему себя главнокомандующим.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Крымов хӑй ҫине алӑ хуриччен пӗр кун малтан аслӑ главнокомандующи ӗҫӗсене туса пыма генерал Алексеев назначени илет.

За день до самоубийства Крымова генерал Алексеев получил назначение на должность главковерха.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Августӑн вӑтӑр пӗрремӗшӗнче Петроградра генерал Крымов, унта Керенский чӗнсе янипе пынӑскер, перӗнсе вилет.

31 августа в Петрограде застрелился вызванный туда Керенским генерал Крымов.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл революцие пӑвса хума хатӗрленекен генерал Корнилова итлемелле мар тесе хӗрӳллӗн чӗнсе каларӗ, халӑха хирӗҫ вӑрҫӑпа кайни темрен те хӑрушӑ ӗҫ пулни ҫинчен ӑнлантарса пачӗ.

Он горячо призывал казаков не подчиняться душителю революции генералу Корнилову, говорил о гибельности войны с народом.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Верховнӑй главнокомандующи генерал Корнилов».

Верховный главнокомандующий генерал Корнилов».

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чукун ҫулпа май килмест пулсан, поход йӗркипе Луга станцине ҫитмелле те, генерал Крымов ҫарӗпе пӗрлешсе, пур енӗпе те Крымова пӑхӑнса тӑма пуҫламалла, — тесе ҫырнӑ пулин те, Багратион поход йӗркипе малалла кайма хӑяймасть, корпус штабне вакунсем ҫине тиенме хушать.

Если по железной дороге не представится возможным, походным порядком до Луги, где поступить в полное подчинение генералу Крымову, — Багратион все же не решился идти походным порядком и отдал распоряжение о погрузке в вагоны штаба корпуса.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сӗтпе хӑналасшӑн ҫак мана; шурӑ кӗҫҫерен йӑваланӑ шӗлепкине хывса хурать те тап-таса нимӗҫ чӗлхипе калать ӗнтӗ: «Ӗҫех, ӗҫ, генерал! Ку сӗт темле чир-чӗртен те сиплӗ», тет.

Он потчует меня молоком и, снимая войлочную белую шляпу, говорит на чистейшем немецком языке: «Кушай, генерал! Это молоко необычайно целебного свойства».

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

658.29.8.17. Генерал Корнилов.

658.29.8.17. Генерал Корнилов.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сире генерал Корнилов кирли мар-и?

Вы нэ хотите генерала Корнилова?

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Генерал Корнилов.

Генерал Корнилов.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчах телей тени — ултавлӑ, генерал

Но счастье вероломно, генерал…

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӗре шӑм-шаклӑ генерал, яп-яка хыртарнӑ тӑватӑ кӗтеслӗ янахне кӑкӑрӗ ҫине хурса, куҫ айӗпе салхуллӑн малалла пӑхрӗ.

Плотный генерал, прижимая к груди четырехугольный выбритый до глянца подбородок, угрюмым, исподлобным взглядом глядел перед собой.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лутака генерал юлташне хирӗҫ чарӑнса тӑчӗ те, пӳрнисемпе унӑн тӗксӗм френчӗ ҫинчи йӗс тӳмене ҫавӑркаласа, хумханчӑклӑн тытӑнса калаҫрӗ:

Маленький генерал, остановившись против собеседника, покрутил металлическую пуговицу на его темно-защитном френче, сказал, слегка заикаясь от волнения:

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней