Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шӑлпа (тĕпĕ: шӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӑкӑланӑ хозырӗсене шӑлпа туртса кӑларса пӑхнӑ хыҫҫӑн, вӑл хутаҫне хучӗ.

Повыдергав зубом заткнутые козыри и осмотрев их, он положил мешок.

XVII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Шӑлпа тытса ҫурасси патне ҫитрӗм вӗт ҫавна, амине.

Так так бы, кажется, зубом съел ее.

XV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Теттӗмре тинех вилӗмлӗ кӗрмешӳ пуҫланса кайрӗ: алӑпа ҫапкалашса та урапа тапса, шӑлпа ҫыртса та чӗрнепе чӗрмелесе ҫапӑҫма тытӑнчӗҫ.

И вот во мраке началась смертельная схватка: в ход пошли руки, ноги, ногти, зубы.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Виҫӗ кун тӑхтама юрать, анчах кайран вара алпа та, шӑлпа та вырмалла, унсӑрӑн сана, Ҫемен, райком ҫисех ярӗ.

— Тройку дней подождать можно, но потом уже браться за покос надо и руками и зубами, иначе райком съест тебя, Семен.

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫав кӗсре ун тавра ҫӗлен пек явкаланать, апла та капла ҫаврӑнкалать, ӑна шӑлпа ҫыртам пек туса пӑхать, хӑй ӑна юратнине темле-темле те палӑртать, анчах лешӗ пуҫне ун ҫурӑмӗ ҫине хурать те, куҫне хӗссе, хурлӑхлӑн сывлать…

И вот она вокруг него вьюном вьется, и так и сяк поворачивается, и зубами его лёгочко похватывает, и всякую любовь к нему вытворяет, а он ей положит голову на спину, глаза зажмурит и этак жалостно вздыхает…

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эсӗ ӑна шӑлпа, шӑлпа ҫыртса пӑх!

Ты его на зуб пробуй, на зуб!

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эсӗ ӳпне вырт та шӑлпа ҫыртса пӑх.

Ты ляжь на пузо да косогон на зуб попробуй.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Макар, тен, тӗрӗс те калать пулӗ: алӑпа та, шӑлпа та салтма май ҫук пулсан — касса татас пулать!

А ведь, пожалуй, Макар-то прав: там, где ни руками, ни зубами развязать невозможно, — рубить надо!

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах лешсем ҫулӑхма пӑрахман, вара вӑл хӗрес кантрине шӑлпа ҫыртса татсан тата алли-урипе тапкаланма, пуҫӗпе хыттӑн тӗрткелеме тапратсан тин ӑна турткалама чарӑннӑ.

Но они продолжали приставать и только тогда оставили его в покое, когда он перекусил шнурок зубами и активно начал отбиваться ногами и головой.

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— А-а-а-а, ҫӗрлеччен-и?! — йынӑшса ячӗҫ те урса ҫитнӗ хӗрарӑмсем, халран кайнӑ Давыдов ҫумне каллех сӗлӗхсем пек пыра-пыра ҫыпӑҫрӗҫ, чӑрмалаҫҫӗ ӑна, хӗнеҫҫӗ, шӑлпа та ҫырткаласа илеҫҫӗ.

— А-а-а-а, до ночи?\! — стонали разъяренные бабы и снова пиявками присасывались к обессилевшему Давыдову, царапали, били и даже кусали.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Выльӑх-чӗрлӗхе шӑлпа та, аллусемпе те ҫатӑрласах тытса тӑр.

Скот держи зубами и руками.

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пуставне шӑлпа ҫыртса тӗрӗслерӗ, кӗве ҫисе яман-ши тесе, ҫутӑ ҫине тытса пӑхрӗ, вуншар минут хушши хуп-хура пӳрнисем хушшине хурса йӑваларӗ.

Попробует сукно на зуб, поглядит на свет: не побили ли шашел или моль, минут десять мнет в черных пальцах.

18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӗпӳ аркине шӑлпа ҫыртасчӗ те, ларасчӗ чӗнмесӗр, — илтӗнчӗ тахӑшин хӑйӑлтатакан хулӑн сасси.

Взяла бы подол в зубы да помолчала, — чей-то хриповатый басок.

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ, кушак пек, кӑкӑрӗ ҫине сиксе лартӑм та питҫӑмартинчен шӑлпа ҫатӑртаттарса ҫыртса илтӗм…

А я, как кошка, вскочила ему на грудь да и впилась зубами в щеку…

II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

Маша кун каҫиччен темиҫе хут та тулӑ пӗрчине шӑлпа ҫырта-ҫырта пӑхрӗ, Захар мучи патне чупрӗ.

Маша по нескольку раз в день пробовала на зуб зерна и бегала к деду Захару.

37-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Кӳр, хам салтса парам! — терӗ те хытса ларнӑ тӳлемсене шӑлпа ҫыртса салтма тытӑнчӗ.

— Давай я развяжу! — И, вцепившись зубами, принялась развязывать туго затянувшиеся узлы.

6-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӑна темле, таҫта пулнӑ шӑплӑх ҫавӑрса илет, палланӑ маятник сулланать, шӑлпа ҫыртса ҫип татни илтӗнет; палланӑ сӑмахсем, пӑшӑлтатни илтӗнет.

Его осеняет какая-то, бывшая уже где-то тишина, качается знакомый маятник, слышится треск откушенной нитки; повторяются знакомые слова и шепот:

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Агафья Матвеевна хӑех касать, ваткӑ хурса ҫӗлет, вӑл ӗҫӗ ҫине тулли кӑкӑрӗпе выртать, куҫӗсемпе тинкерсе пӑхать, ҫипне шӑлпа ҫыртса татать; вӑл питӗ тимлесе, юратса ӗҫлет: ҫав халатпа утиялсем Илья Ильичӑн чаплӑ ӳтне витсе, ӑшӑтса, ачашласа усрасса пӗлсе савӑнать вӑл.

Агафья Матвеевна собственноручно кроила, подкладывала ватой и простегивала их, припадая к работе своею крепкой грудью, впиваясь в нее глазами, даже ртом, когда надо было откусить нитку, и трудилась с любовью, с неутомимым прилежанием, скромно награждая себя мыслью, что халат и одеяла будут облекать, греть, нежить и покоить великолепного Илью Ильича.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Шӑп; Илья Иванович килте ҫӗлетнӗ аттисемпе кӗмсӗртеттерсе уткалани илтӗнет, стена ҫумӗнчи хупӑлчаллӑ сехет маятникӗ майпен шаккать, Пелагея Игнатьевна е Настасья Ивановна хушӑран аллипе туртса е шӑлпа ҫыртса ҫип татни масар ҫинчи евӗр шӑплӑха сирет.

Тихо; только раздаются шаги тяжелых, домашней работы сапог Ильи Ивановича, еще стенные часы в футляре глухо постукивают маятником, да порванная время от времени рукой или зубами нитка у Пелагеи Игнатьевны или у Настасьи Ивановны нарушает глубокую тишину.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ку туратсене шӑлпа ҫыртса ҫиелти тирне сӳсен, ун айӗнче йӑмӑх-симӗс си тухнине Петя астӑвать.

Петя знал, что если сорвать зубами эту горькую кожицу, то обнаружится изумительно зеленая фисташковая плоть.

XLII. Куликово уйӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней