Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ун ҫинче ҫухи хӗррине шурӑ хӑюсем тытнӑ пустав матроска, кӗске йӗм, вӑрӑм пурҫӑн чӑлха, тӳмеллӗ пушмак тата сарлака хӗрӗллӗ улӑм шӗлепке пулнӑ.
I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Паян та шкул ҫумӗнчи тӗмсен турачӗсенчен ҫыхса хӑварнӑ хӑюсем ҫил ҫинче шерепеленсе вӗлкӗшеҫҫӗ.
Ишек // Наг ТУРАН. Самант, 2013, 11№
Ку вӑл пирӗншӗн кулӑшла пек туйӑнать, мӗншӗн тесен арӑмӗ пӑлан тирӗнчен тунӑ шӑлавар тӑхӑннӑ, ҫивӗт вӗҫне тӗрлӗ пустав хӑюсем ҫакса тултарнипе ҫеҫ ӑна арҫынсенчен уйӑрса илетӗн.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӑй капӑр платьепе, кӑтра тӑнлавлӑ, ҫинҫешке ҫивӗт тунисем ҫинче элес-мелес хӑюсем.Сама в нарядном платье, с завитушками на висках, с большими бантами на тощих косичках.
2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӑл чупса кайрӗ те калпакне тӑхӑнса килчӗ, урӑхланма та ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ вӑл, ҫивӗтне хӑюсем янӑ.Она убежала и через несколько минут пришла в шапочке, уже другая, важная, с ленточками в косах.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
II-А-1 отделра коммунистсен чи хаяр та усал тӑшманӗсем вырӑнӗнче виҫӗ ҫын шутланнӑ, вӗсем «шалти тӑшманпа кӗрешес ӗҫре тунӑ ҫитӗнӳсемшӗн» хура-шурӑ-хӗрлӗ хӑюсем ҫакса ҫӳреҫҫӗ.
Манӑн гестаповец // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Хӳри вара тӗрлӗ тӗслӗ хӑюсем ҫакнӑ евӗр йӑлтӑртататчӗ.
Ӳпне ҫӑпан // Вир Мӗтри. Вир Мӗтри. Хӗрлӗ гварди. — Шупашкар, 1980
Ҫынсем ун ҫине парне туса хӑюсем ҫакма тытӑннӑ.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Пасарта сутса тунӑ укҫапа яланах тӗрлӗ тӗслӗ хӑюсем туянать.Вырученными на базаре деньгами от продаж всегда покупает разноцветные ленточки.
Чӗлхесӗр Олешкӑна качча кайма хӑраман // Роза Власова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№