Поиск
Шырав ĕçĕ:
Артамонов пӗр шеллесе тӑмасӑр хӗрсене — хӑюсем, кучченеҫсем, каччӑсене — укҫа парса парнелерӗ, вӗсен ашшӗсемпе амӑшӗсене вилес патне ҫитиччен ӗҫтерчӗ, пурне те ытала-ытала силлерӗ:
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Петр каллех кравать ҫине сикрӗ, унтан алӑк уҫӑлчӗ, пурҫӑн хӑюсем чӑштӑртатрӗҫ, пушмаксем чӗриклетрӗҫ, такам нӑшӑкласа макӑрчӗ; алӑк ҫекли чӑнклатрӗ, Петр асӑрханса, хуллен кӑна пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ; тӗттӗмре, алӑк патӗнче, шурӑ кӗлетке тӑрать, вӑл аллипе васкамасӑр сулкаласа, урайне ҫитиех пӗшкӗне-пӗшкӗне илет.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Чӗркуҫҫи ҫинче тӑракан Баймакова пикенсех тимӗрленӗ пысӑк арчара чакаланать; ун тавра — урайӗнче, вырӑн ҫинче, ярмаркӑри пек, штоф, канаус, Мускав хӑмачӗсен тӗркисем, кашемир шальсем, хӑюсем, тӗрленӗ алшӑллисем сапаланса выртаҫҫӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ҫураҫнӑ хӗр ҫухинчен пуҫласа арки вӗҫне ҫитиех ылтӑнланӑ тӳмесемлӗ кӗмӗл парчаран ҫӗленӗ йывӑр сарафан тӑхӑннӑ, хулпуҫҫийӗсем ҫине ылтӑн парчаран ҫӗленӗ шушун уртса янӑ, ҫивӗтӗнче — шурӑ та сенкер хӑюсем; вӑл малти кӗтесре пӑр пек хытса ларать, тарланӑ питне тӗрленӗ тутӑрпа шӑлкаласа, янӑравлӑн сӑвӑ калать:
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Акӑ Баймаковӑн тирпейлӗ ҫуртне хӗрӗн тантӑш-юлташӗсем, хулари чи лайӑх ҫемьесенчи хӗрсем пырса тулчӗҫ; вӗсем пурте парчаран ҫӗленӗ авалхи капӑр сарафансем тӑхӑннӑ, сарафан ҫаннисен вӗҫӗсене пурҫӑнпа мӑкшӑлла тӗрленӗ, шӑтӑкласем тыттарнӑ, урисенче — сарӑ ҫемҫе сӑран пушмаксем, вӑрӑм ҫивӗтсене хӑюсем янӑ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Вӑл нумайччен хӑйӗн кӗнекисем, хут пуканесем, хӑюсем хушшинче шырарӗ, вара пуҫламанпа пӗрех ҫаврашка сӑрӑ кӑларса сӗтел ҫине хавасланса хучӗ:
Пурте пӗриншӗн // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Вӑл ҫапла илемлӗ хӑюсем хӗстерсе хуратчӗ.
Питӗ лайӑх кӗнекесем // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Ҫӳлӗксем ҫинче йӗркешерӗн кӗнекесем тӑраҫҫӗ, вӗсен хушшисене кӑвак, хӗрлӗ, шурӑ хӑюсем хӗстернӗ.На полках аккуратными рядами стояли книги, и из них выглядывали синие, красные, белые закладки.
Питӗ лайӑх кӗнекесем // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Тӗрлӗ тӗслӗ хут татӑкӗсем пуҫ ҫине ҫумӑр пек ҫӑваҫҫӗ, илемлӗ те вӑрӑм хӑюсем ташлакансене явӑна-явӑна илеҫҫӗ…Конфетти осыпали волосы, длинные разноцветные ленты серпантина обвивали танцующих…
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Хӗрачасен ҫӳҫӗсем ҫинче ҫӗнӗ хӑюсем эрешленсе тӑраҫҫӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Аппӑшӗн питҫӑмартийӗсем вӗри те йӗпе пулнӑ, кӑкри ҫинче темӗн чухлӗ тенкӗ чӑнкӑртатнӑ, венчете тӑнӑ чух тӑхӑнтаракан пуҫ кӑшӑлӗ ҫинчен тӗрлӗ тӗслӗ чечеклӗ-чечеклӗ хӑюсем усӑнса тӑнӑ…
13 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Лашисене ҫилхисенчен тӗрлӗ тӗслӗ тутӑрсем, хӑюсем ҫака-ҫака янӑ, — варкӑштарса пыраҫҫӗ.В гривы лошадей вплетены разноцветные ленты, платки, тесемки, все это красиво развевается на ветру.
XIX. Каҫхи сасӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Сылтӑм енчи ҫӳлти кӗтесрен хӑюсем пур еннелле те ҫурма ҫавра пулса аннӑ.Из верхнего правого угла они спускались во все стороны полукругом.
10. 3асада // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Пӗр енче ултӑ пин хресчен, вӗсем хӑйсен сӑран курткисем ҫине Иисус чӗрине тӗрленӗ, ҫаврашка шлепкесем ҫине шурӑ хӑюсем ҫакса янӑ, ҫаннисем ҫине христиан тӗнӗ ҫинчен калакан сӑмахсем ҫырнӑ, пиҫиххисем ҫине четкӑсем ҫакнӑ; вӗсем тупӑсене вӗренпе сӗтӗрнӗ, начар тумланнӑ, дисциплинӑна пӑхӑнман, анчах чӑрсӑр та пурне те тума хатӗр тӑнӑ.
II. Доль // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Хӗвелӗн ҫинҫе пайӑркисем сывлӑшра ылтӑн хӑюсем пек ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.
V // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Кӗмсӗртетсе пыракан агрегат хыҫҫӑн чечексемпе хӑюсем тытнӑ темӗн чухлӗ халӑх пырать, тем сӑлтава пула килте ларакан ҫынсем чӳречесенчен пӑхса пӗр-пӗрне: — Настюша кайрӗ… — теҫҫӗ те урама чупса тухаҫҫӗ.
3. Ҫуркунне // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Пашка юнтарнипе сухалне аялалла туртнӑ тата сухал калаҫма та, сывлама та кансӗрлет тесе тупа тунӑ, мӗншӗн тесен сухалне тытӑнтарса тӑракан хӑюсем хытӑ пулнипе питне ыраттарнӑ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Складра вӑл тӗрлӗ тӗслӗ ҫутӑ тӗслӗ татӑксем пӗр ҫӗклем, пӗр ҫыхӑ тӗрлӗ тӗслӗ хӑюсем тата яка хут пӗр тӗрке суйласа илчӗ.На складе она выбрала охапку ярких лоскутьев, связку разноцветных лент и свёрток глянцевой бумаги.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Повстанецсен ҫарне салатса янӑ чух, — ҫакӑншӑн Тури Дон казакӗсем пурпӗр кӑмӑлсӑр юлассинчен асӑрханса-тӑр, — Усть-Медведица станицине илнӗ хыҫҫӑн тӳрех восстани вӑхӑтӗнче палӑрнӑ нумай рядовой казакӑн пакунӗсем ҫине хӑюсем ҫӗлесе ячӗҫ, вахмистрсене пурне те пекех подхорунжисем турӗҫ, восстание хутшӑннӑ офицерсене вара, чинӗсене ӳстерсе, наградӑсем пачӗҫ.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Императорски смотрах ил хуть: утса иртет тепри — кӑкӑр тулли хӗрес-медаль ун, ылтӑн тӗслӗ хӑюсем; курнипех чун савӑнать; генерал мар, турӑш тейӗн!
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.