Поиск
Шырав ĕçĕ:
Карап чул ҫине ҫитсе тӑрӑнсан, ӑна вӑйлӑ ҫил-тӑвӑлпа ҫӗкленнӗ хумсем питӗ хытӑ чӳхентернӗ пулас, ҫавӑнпа та икӗ ҫын, борт тулашне хумпа пӗрле юхса тухасран хӑраса, пӗр-пӗринчен ярса тытнӑ та ҫӑварӗсене шыв кӗнипе чыхӑнса вилнӗ пулас.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Анчах ӗҫ кун пек ӑнсӑртран килсе тухасран хӑрама кирлӗ мар: паянтан пуҫласа пуринчен ытла хам ҫак утрав ҫинче пурӑннине лайӑхрах пытарма тӑрӑшмалла.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Степка вут хӗррине тӗтӗм тухасран ҫӗре вырнаҫса ларчӗ, аллине картлӑ-картлӑ кашӑк тытса, хуран ҫине шухӑшлӑн пӑхса шыв кӑпӑкланасса кӗтрӗ.
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Садран кам та пулин тухасран та ун чунӗ юлмарӗ, пӗччен тӑнине асӑрханах пулӗччӗҫ.К тому же она боялась, как бы кто-нибудь не вышел из сада и не застал ее одну в таком волнении.
X. Юрату вӑл — паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Соколов чирлисене сиплес ӗҫрен те йӑлт сивӗнчӗ темелле; чирлӗ ҫынсем патне текех ҫӳреми пулчӗ, ун патне те пыракансем пулмарӗҫ, мӗн тесен те шанчӑкран тухасран хӑрарӗҫ пулмалла.
II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Тавӑрас вӑхӑт ҫитессе Стефчов чӑтаймасӑр кӗтрӗ, Бойчопа ҫапӑҫӑва ирӗккӗн тухасран шикленсе тӑчӗ вӑл, вара вӑрттӑн кӗрешсе пӑхма шут тытрӗ.
XIX. Ламри сӑмах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Пире эс часах кирлӗ пулатӑн! — кӑшкарчӗ Эмексиз, хӑй ҫавӑнтах, хӗрача чупса тухасран хӑраса, ӑна туртса илчӗ те арман ӑшне шаларах тӗксе ячӗ, унтан Топал-Хасана пулӑшма васкарӗ.
II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ку шӳт тӑвать, тесе ан шутлӑр эсир — шӳт тумастӑп; «шухӑшланах пулӗ-ха», ку йӑнӑшнӑ-ха, тесе те ан калӑр, — ҫук «шухӑшланах пулӗ-ха» тесе эпӗ сӑмахӑм ытла кӑнттам тухасран ҫеҫ каларӑм, хам вара эпӗ Невскипе уҫӑлса ҫӳренипе ҫӳременни пирки ҫынсем мӗн каланине питӗ аван пӗлетӗп, сире пӗтӗм чун-чӗререн калас-тӑк, ку япала мана акӑ ӗнтӗ виҫӗ ҫул хушши кашни кунах шухӑшлаттарса асаплантарать.
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Давыдов ҫав каярах акса хӑварнӑ кубанка начар шӑтса тухасран шикленсе тӑчӗ; Любишкин таунпа пӗрлех шикленкелерӗ, Яков Лукич тата, хӑй сӑмахне ӗненсе, тӳрех ҫапла каларӗ:
37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ман шухӑшпа, пур майсемпе те колхозниксене колхозран тухасран тытса чарма тӑрӑшас пулать тата колхоз правленийӗсемпе ячейка секретарӗсене ҫапла тума хушмалла: вӗсем колхозниксем хушшинче ӑнлантару ӗҫне куллен кунах туса пыччӑр, пуринчен ытла колхозсене патшалӑх мӗнле-мӗнле льготӑсем пани ҫинчен анлӑн пӗлтерсе тӑччӑр… мӗншӗн тесен чылай вырӑнсенче ҫакна нимӗн чухлӗ те ӑнлантарса паман-ха.
32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Парнеленӗ ҫаплах хӑйӗн варлине патша Ливи тӑвӗсен аркинчи вӑрмансенче чи малтан ҫурӑлакан ҫурӑм ути чечекӗсем евӗр аметистсене, — ҫиле чарса лартакан, ҫилле ҫемҫетекен, ӳсӗрӗлесрен сыхлакан, тискер кайӑксене тытнӑ чух пулӑшакан тӗлӗнмелле вӑй-хӑватлӑ аметистсене; юратура телей паракан, мӑшӑрсен харкашӑвне пусӑрӑнтаракан, патша тарӑхӑвне сирсе яракан, лашана алла вӗрентнӗ вӑхӑтра тата сутнӑ чух ӑнӑҫу кӳрекен Персеноль бирюзине; кушак куҫне те — хӑй хуҫин пурлӑхне, ӑстӑнӗпе сывлӑхне сыхлаканскере; шупка, ҫыран таврашӗнчи тинӗс шывӗ евӗр кӑвакрах симӗс вериллие те — куҫа шур илесрен тата юхан-суранран хӳтӗлекен хатӗре, ҫулҫӳренсен ырӑ юлташне; нумай сӑрлӑ ахах та — ӑна хӑй ҫумӗнче тытакан тӑшмансен каварӗнчен хӑрамасть тата ҫӗр кисреннӗ чухнехи хӑрушлӑхран сыхлӑхлӑ; нефрита та — аҫа ҫапассине сирекен кӑчкӑ чулне; симӗсрех панулми тӗслӗ, тӗксӗмрех ҫутӑ онихие те — хуҫине вутран тата ухмаха тухасран хураллаканскере; тискер кайӑксене чӗтреве ертекен ясписа та; калаҫу хитрелӗхне ӳстерекен хура чӗкеҫ чулне те; йывӑрлӑ хӗрарӑмсем хисеплекен ӑмӑрткайӑк чулне те, чӗпписем тухас вӑхӑт ҫитсен, хайсен йӑвисене хураҫҫӗ ӑна ӑмӑрткайӑксем; пӗчӗк хӗвелсем евӗр ҫиҫекен, Офиртан илсе килнӗ заберзата та; ылттӑн пек сарӑ хрисолта та — сутуҫӑсемпе вӑрӑсен тусне; патшасемпе вӗсен арӑмӗсем юратакан сардоникса та; хӑмла ҫырли тӗслӗ лигирие те: пуриншӗн те паллӑ, стена витӗрех курма пултаракан ҫивӗч куҫлӑ ҫӳлевӗҫсен хырӑмӗнче тупаҫҫӗ ӑна, — ҫавӑнпа та лигирипе ҫӳрекенсем яланах ҫивӗч куҫлӑ пулаҫҫӗ, — кунсӑр пуҫне вӑл сӑмсаран юн кайнине чарать тата тӗрлӗ сурансене, вӗсене чулпа та тимӗрпе амантса туман пулсан, тӳрлетет.
VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
— Эпӗ ун пирки мар-ха, мӗн те пулин сиксе тухасран хӑратӑп…
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Сана ман систермелле кӑна: пӗлме ҫук, пире кам та пулин илтрӗ те пуль, ҫавӑнпа эпир калаҫнине тепӗр май ӑнланасран тата кайран мӗн те пулин сиксе тухасран хамӑрӑн хальхи калаҫун содержанине… господин директора каласа памалла пулать… кӗскен ӗнтӗ.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Вӗсем мӗн те пулин сиксе тухасран асӑрхансах анкарти хӗрринчи хӑмла ҫырли чӑтлӑхне кӗрсе пытанчӗҫ, итлесе ларчӗҫ.На всякий случай мальчишки забрались в густой малинник около изгороди и прислушались.
25-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Женя малтанлӑха хӑйӗн вӑрттӑнлӑхӗ ҫиеле тухасран асӑрханарах пычӗ, кайран никам та ним те сисменнине кура лӑпланчӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Хӑй те хӗрача пулни ҫиеле тухасран хӑраса ӳкрӗ вӑл халӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Анчах пӗтӗмпех урӑхла пулса тухасран чунӑм ҫукчӗ манӑн, вара мӗн-пулнӑ пулаттӑм-ха!Но что мог я сделать с моим сердцем, которое томилось горьким чувством, что всё могло быть иначе!
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Уҫнӑ, ятне вара Марья Васильевна хисеплесе панӑ, — Ҫурҫӗр Ҫӗрӗ ҫинчен малалла каларӑм эпӗ, ун пирки каллех мӗнле те пулин йӑнӑш ӗҫ сиксе тухасран хӑранӑ пек, ун тӗлне ҫирӗппӗн пусса.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӗсен питӗ вӑраххӑн, умлӑн-хыҫлӑн, пӗр-пӗринчен вунвиҫшер метрта, уйӑх ҫутти ӳкекен вырӑна тухасран сыхланса, кашни пилӗк утӑмранах итлеме чарӑнса тӑра-тӑра пымалла пулнӑ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Кинеми ӑна ӑшӑ сывлӑш тухасран хупланӑ-мӗн.
Уншӑн ӗҫ - сывлӑх // Ирина НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29