Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сивлеккӗн сăмах пирĕн базăра пур.
сивлеккӗн (тĕпĕ: сивлеккӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Телейлӗреххисем иккӗшӗ пулеметчик чӗрҫине хӑпарса ларнӑ; лешӗ граммофон йӗкине ҫавӑрман хушӑра кӗҫӗнреххин тирӗ виселеннӗ, сивӗпе тата виҫесӗр телейпе йӗпеннӗ сӑмсине алсишӗпе тӑрӑшса та сивлеккӗн шӑла-шӑла пычӗ.

Двое счастливейших сидели на коленях у пулеметчика, и тот в перерывах, когда не крутил ручки, заботливо и сурово вытирал варежкой младшему парнишке облупленный, мокрый от мороза и великого счастья нос.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Петро ура ҫине тӑчӗ, сӑхсӑхнӑ хушӑра хурапа ӳкернӗ тӗксӗм турӑшсем ҫине сивлеккӗн те хурлӑхлӑн пӑхрӗ.

Петро встал, крестясь на мутные, черного письма, иконы, смотрел сурово и горестно:

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫамрӑк француз лейтенанчӗсен пӑхма килӗшӳллӗ манерӗпе ӑша лӗклентермелле французла ҫепӗҫлӗхӗ айӗнчен казак генералсемпе калаҫнӑ вӑхӑтра хӑйсене вӗсем умӗнче асла хурса мӑн кӑмӑллӑ тытни сивлеккӗн сӑрхӑнса тӑма пуҫлать.

У молодых французских лейтенантов сквозь внешний лоск приличия и приторной французской любезности уже начали пробиваться в разговорах с казачьими генералами холодные нотки снисходительности и высокомерия.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӗсресем ун куҫӗ умӗнчех чупрӗҫ; ҫак мӗн ӗмӗртен килекен пӗтӗленӳ ӗҫӗсем авалхи условисенче, нимӗн хӑраса-вӑтанса тӑмасӑр, питӗ тивлетлӗ те ансат пулса иртрӗҫ те, Кошевой ӑсӗнче вара ирӗксӗрех этемсен пурнӑҫӗнчи арлӑх йӗркисене сивлеккӗн хирӗҫле танлаштару ҫуралчӗ.

На его глазах покрывались матки; и этот извечный акт, совершаемый в первобытных условиях, был так естественно-целомудрен и прост, что невольно рождал в уме Кошевого противопоставления не в пользу людей.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Анчах Евгений хӑйне алла илсе ҫитерчӗ ӗнтӗ, лӑпкӑн та сивлеккӗн килӗшрӗ:

Но к Евгению вернулось мужество, спокойно и холодно согласился:

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Ҫук, пулмаҫҫӗ те! — сивлеккӗн хуравларӗ Петро, ҫула картласа тӑнӑ Спиридонов умӗнчен пӑрӑнса.

— Нету и не будет! — резко ответил Петро, обходя преградившего дорогу Спиридонова.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Подтелков куҫӗсем сивлеккӗн пӑхма пуҫларӗҫ.

 — Подтелков суровел глазами.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Чӑн сӑмах, сӗтӗрӗнсе ҫӳренӗ вӑл большевикра, — сивлеккӗн ҫирӗплетсе каларӗ Герасим Болдырев.

— Верно, был в большевиках, — сурово подтвердил Герасим Болдырев.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Шыв юхӑмӗпе ҫил сарлака шыв куҫӗн хура ҫӑварӗ тӑрӑх пӑр катӑкӗсене юхтараҫҫӗ; ҫавра ҫил пек пӗтӗрӗнсе, хумсем явӑнаҫҫӗ, сивлеккӗн чӑштӑртатса чӳхенеҫҫӗ.

Ветер и стремя гоняли по широкому черному кругу полыньи куски льда, волны трясли зелеными вихрами, шелестели.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл ҫулталӑкӗ-ҫулталӑкӗпе таҫта ҫухалса ҫӳретӗр те — ӑна паллас пулать-и тата! — юриех сивлеккӗн каланҫи турӗ те Ильинична, Григорий кулкаласа ларнине курса, ӑшшӑн кулса илчӗ.

А то он, идей-то лытает по целому году, а его узнавай! — с поддельной суровостью вставила Ильинична и улыбнулась на улыбку Григория.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пантелей Прокофьевич Григорий ҫине сивлеккӗн пӑхкаласа илчӗ (Петро темскерсем пӑшӑлтатса кӑтартнӑ ӑна), куҫӗсенче тарӑхни, теме кӗтсе тӑвӑлни хӗмленсе ҫунчӗ.

Пантелей Прокофьевич (нажужжал ему в уши Петро) хмуро присматривался к Григорию, — в его коротких, бивших наосклизь взглядах густели недовольство, выжидающая тревога.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Пӗлместӗп: те округ управленийӗнче, те почтӑра, — сивлеккӗн хуравларӗ те хӗрарӑм, Христоня сӑмси умӗнчех алӑка шатлаттарса хупса хучӗ.

— Наверное, в окружном управлении или на почте, — ответила хозяйка, равнодушно захлопывая дверь перед носом Христони.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Алӑк чӗриклетнӗ сасса илтсен, казак, кӗске те тӗреклӗ мӑйне пӑрса, Григорий ҫине сивлеккӗн пӑхса илчӗ те куҫ шӑрҫисен сивӗ хӗлхемне хӗсӗк куҫ путӑкӗсен тӑртаннӑ хӑрпӑкӗсен айне пытарчӗ.

На скрип двери он повернул короткую полнокровную шею, холодно оглядел Григория и захоронил под припухлыми веками, в узких глазницах, прохладный свет зрачков.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чубатый тепӗр хут сӑхсӑхса илчӗ; матрос урине чармакласа маузер ҫӗкленине тата куҫне васкамасӑр хӗстернине куҫ хӗррипе курчӗ те, сивлеккӗн кулса илсе, маларах вӗрсе ячӗ.

Чубатый еще раз перекрестился, искоса глянул, как матрос, отставив ногу, поднимает маузер и сосредоточенно жмурит глаз, — и, сурово улыбаясь, выстрелил первый.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Иван Алексеевич Королевпа юнашар кӗрсе выртнӑ та сивлеккӗн мӗлтлетсе куҫакан сапаланчӑк ҫӑлтӑрсем ҫине алӑк хушӑкӗ витӗр пӑхса пырать.

Иван Алексеевич лежал рядом с Королевым, глядел в дверную щель на текучую звездную россыпь.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Каледин, куҫ айӗпе сивлеккӗн тирӗнсе пӑхакан сӑн-питне йӑвашлатса калаҫу пуҫланнӑранпа пӗрремӗш хут кулса илчӗ.

 — В первый раз за все время разговора улыбнулся Каледин, смягчив хмурую усталь исподлобного взгляда.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫӗрӗ хӑйӑрлӑ пирӗн, — сивлеккӗн хушса хучӗ вӑл, шухӑша кайса.

Земля-то у нас песчаная, — подумав, сурово добавил он.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӗвве кӗмӗл шӑнкӑравлӑн чӗтрентерсе юхтарнӑ май вӑл, Долговӑн хирӗнсе тухакан басне чылай хыҫала хӑварчӗ пулин те, хӑй пӗртте такӑнмарӗ; сӑнран ҫеҫ вышкайсӑр сивлеккӗн курӑнчӗ.

За все время ни разу не сбился, несмотря на то, что, варьируя, он далеко оставлял за собой напористый бас Долгова, с виду был необычайно суров.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Каҫсерен чи малтан ҫывӑрма выртрӗ, Наталья хӑйӗн хутне кӗрсе хӗрхенчӗклӗн пӑхнине хирӗҫ сивлеккӗн кулкаласа: «Юрӗ, пурӑнсан — курӑпӑр-ха» тенешкел, хулпуҫҫийӗсемпе куҫ харшийӗсене сиктеркелесе ҫеҫ илчӗ.

По вечерам раньше всех ложилась спать, на сочувственные взгляды Натальи холодно улыбалась, вздергивая плечом и бровью: «ничего, дескать, посмотрим».

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑй пурнӑҫӗпе те, ҫын пурнӑҫӗпе те вӑл темӗнле сивлеккӗн йӗрӗнсе вылярӗ; ҫавна пулах паттӑр ҫын ятне илтрӗ — тӑватӑ георги хӗресӗпе тӑватӑ медаль кӑкӑрӗ ҫине ҫакрӗ.

С холодным презрением играл он чужой и своей жизнью; оттого прослыл храбрым — четыре георгиевских креста и четыре медали выслужил.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней