Поиск
Шырав ĕçĕ:
Темиҫе самант хушши вӑл хӑй пӑлханнине палӑртман сасӑпа калаҫасшӑн пулчӗ, анчах нимӗн те тухмарӗ.Несколько мгновений она пыталась овладеть голосом, но безуспешно.
Пӗрремӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Ҫинукпа Кирюк университет библиотекинче ӑсчахсем ҫак чир пирки ҫырнӑ вун-вун ӗҫе тӗплӗн тишкерчӗҫ, анчах юнри шариксен шучӗ мӗнле сӑлтавпа ӳсме тытӑннине пӗр ӗҫре те татӑклӑн палӑртман: хӑшӗ шӑнса пӑсӑлнӑ хыҫҫӑн веҫех сывалса ҫитменнипе тет, тепри ялан пӑлханнипе нерӑвӑсен системи хавшакланнипе, виҫҫӗмӗшӗ япӑх апатран, вӑхӑтра ҫименнипе тет.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Ялпа аграри отраслӗ валли уйрӑм наци проекчӗ палӑртман, анчах та ҫӗршыв Президенчӗ «ҫӗр ӗҫченӗсемпе ял ҫыннисен интересӗсене кашни наци проектӗнчех шута илмеллине, мӗн пур ведомствӑн планӗсемпе ӗҫӗсене те уҫӑмлӑн тата тӗплӗн йӗркелесе ҫитермеллине» палӑртса хӑварчӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv
Аран тӑна, ҫапах та палӑртман.
«Шӑршлӑскер» // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
— Епле палӑртман? — ыйтрӗ Параська кинемей.
XXXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Сирӗн кил умӗнче пралук карма палӑртман.
XXXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Тавлашмастӑп: пирӗн фронт чӑнах та анлӑ, анчах ҫак фронтра кирлӗ пек йӗркеллӗх, пӗтӗм вӑйран тӑрӑшни халлӗхе ҫук-ха: пӗрисем малалла талпӑнаҫҫӗ, халиччен тупса палӑртман ҫулсене хӑюллӑн шыраҫҫӗ, теприсем хыҫалта ҫапкаланса пыраҫҫӗ, ҫӑмӑл та лайӑхрах ҫулсем шыраҫҫӗ — кая юлса пыракансем шутланаҫҫӗ, анчах ҫак намӑс ята хӑнӑхнӑ вӗсем.
XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Пимфовӑн ниме палӑртман тӳрккес сӑн-пичӗ тата ытларах тӳрккесленет; кӗҫ-вӗҫех шӑрӑхпа ирӗлсе жилетка тӑрӑх юхса анассӑн туйӑнать.Безжизненное лицо Пимфова раскисает еще больше; вот-вот растает от жары и потечет вниз на жилетку.
Философ // Хӗветӗр Уяр. Антон Чехов. Философ // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 135-137 с.
— Пирӗн халӑхӗ те сахал, ҫавӑнпа пирӗн пурнӑҫа станицӑри пек лайӑх тума палӑртман, анчах эпир кунта пухӑннисенчен хӑшпӗрисем пек макӑрмастпӑр.
V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Толя Ковалев, ахаль чух пит лӑпкӑ та хумханнине палӑртман ача, сасартӑк ҫилленсе кайса, хӑйне хӑй те чараймарӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Кирсанов ҫӗрӗпех ларнӑ, Соловцов ҫинчен ним те шарламан, Катерина Васильевнӑпа сывпуллашнӑ чух та ун каччи ӑна мӗнле килӗшнине палӑртман.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Макара та ҫӑмӑлах пулман-и тен, вӑл ҫакна палӑртман ҫеҫ пулӗ?А может быть, и Макару нелегко было, но только он виду не подавал?
IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Анчах пӗррехинче ҫывхарнӑ та, ҫынсем тытас тесе хӑйне тапӑнсан, вырӑнтан та хӑпман, хӑйне сыхласшӑн пулнине ним чухлӗ те палӑртман.
I сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Пӗрисем Ольгӑна айван, кӗске ӑслӑ тесе шутланӑ, мӗншӗн тесен вӑл пурнӑҫ ҫинчен, юрату ҫинчен ӑслӑ сӑмахсем пӑшӑлтатман, ҫынсем калаҫнӑ чухне никам кӗтмен хӑюллӑ сӑмахсем хӑвӑрттӑн каласа хуман, музыкӑпа литература пирки тишкернӗ чухне кӗнекесем ҫинчен вуласа е ҫынсенчен: илтсе пӗлнине калаҫура палӑртман: вӑл сахал калаҫнӑ, хӑйӗн ытлашши ӑслах мар шухӑшӗсене пӗлтернӗ — унран аслӑ та ҫивӗч «кавалерсем» пӑрӑннӑ; ҫивӗч маррисем, пачах урӑхла, ӑна ҫав тери ӑслӑ тесе шутланӑ, кӑштах унран хӑракаланӑ та.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пуринчен ытларах вӑл шурӑ питлӗ хурлӑхлӑ хӗрсенчен, уйрӑммӑнах хура куҫӗсенче «асаплӑ кунсемпе ҫылӑхлӑ каҫсем» палӑрса тӑракан хӗрсенчен, хуйхи-суйхипе савӑнӑҫне никама палӑртман хӗрсенчен хӑранӑ; ун пек хӗрсен яланах мӗн те пулин ҫынна шанмалли, каламалли пур; каласа парас пулсан та вӗсем шартах сикеҫҫӗ, кӗтмен ҫӗртен куҫҫуль юхтараҫҫӗ, кайран сасартӑк тусне мӑйран ыталаса илеҫҫӗ, чылайччен куҫран тинкереҫҫӗ, унтан пӗлӗт ҫинелле пӑхаҫҫӗ, хӑйсене ылханлӑ пурнӑҫ пӳрни ҫинчен калаҫҫӗ, тепӗр чухне тата труках тӑнран кайса ӳкеҫҫӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тата аппӑшӗ хӑй те ӗлӗкхи пекех кӑмӑллӑн кулкаласа пӑхнӑ, яланах йӗркеллӗ калаҫнӑ, ҫав каҫхине каланӑ сӑмахсене урӑх нимӗнпе те палӑртман.
XXXII. Тӗтре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӗсене темшӗн, манӑн карттӑ ҫинче палӑртман.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
«Повеҫсене» чӑн малтан пичетлесе кӑларнӑ чухне Пушкин хӑй ятне палӑртман: Иван Петрович Белкин ҫырнӑ пек туса кӑларнӑ.
А. С. Пушкин тата вӑл ҫырнӑ «Белкин повеҫӗсем» // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Тӗреклӗ кӗлетке, ниме палӑртман сӑн-пит, тӗлсӗр пӑхакан куҫсем, — ун ҫине пӑхсан Гросс художник нацистсен маттурӗсем пирки тунӑ карикатура чӗрӗлсе тӑнӑ пекех туйӑнать.
Сметонс // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Анчах вӑл ҫакна халӗ пачах та палӑртман, ҫавӑнпа та хӑйне Стручковпа танлаштарса хӑй ӑшӗнче савӑннӑ.Но он даже и виду не показывал и теперь, сравнивая себя со Стручковым, внутренне торжествовал.
12 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950