Поиск
Шырав ĕçĕ:
Машинистӑн кӑвак пуҫӗ малалла тайӑлчӗ, кӑвак куҫхарши айӗнчен куҫӗсем зал ҫине, унран темле йышӑну кӗтнӗ пек, тӗллесе пӑхрӗҫ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ун ҫинче — кӑвак рейтуз, «тем те курса пӑхнӑ» кӑвак френч, кӑкӑрӗ тӗлӗнчи сулахай кӗсьи ҫинче Хӗрлӗ ялав орденӗ.Синие рейтузы, серый «видавший виды» френч, на левом грудном кармане орден Красного Знамени.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Горизонтри ҫӑра тӗтре кӑвак ҫутӑпа йӑрӑмланса тӑчӗ, ҫӗр ҫине тӑрӑ сывлӑм ӳкрӗ, кӑвак ҫутӑпа хускалнӑ ҫил сывласа ярсан, ҫӳллӗ курӑк шӑлтӑртатни илтӗнчӗ.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ун ҫине пур енчен те куҫсем пӑхаҫҫӗ — Алькӑн пек, пысӑк хура куҫсем, леш халлап калама ыйтнӑ кӑвак куҫлӑ хӗрӗнни пек, уҫӑ кӑвак куҫсем, Эминен пек, хура хӗсӗк куҫсем, тата темӗн чухлӗ ытти тӗслӗ куҫсем те ун ҫине шӑтарас пек пӑхса лараҫҫӗ.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Ҫӑвӑнса тасалнӑскерсем, симӗс, кӑвак труҫиксемпе кӑвак кӗпесем тӑхӑнса, вӗсем хӗрлӗ галстукӗсене ҫыхичченех пӗринчен пӗри ӑмӑртса ҫӳҫ касакан патне черет йышӑнма вӗҫтереҫҫӗ.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Хӗсӗк Мясницки урамран Земльяной вал еннелле ҫаврӑнсан, шофёр машинӑна хӑвӑртрах ячӗ те, машина асфальт сарнӑ, хытӑ карса хунӑ пустав утиял евӗрлӗ сарлака та тӗксӗм кӑвак урам тӑрӑх ҫӑмӑллӑн та ҫемҫен сӑрласа кӑна пыма тытӑнсан, Натка хӑйӗн питне ҫил хытӑрах пырса ҫаптӑр та хура ҫӳҫӗсене мӗнле кирлӗ апла варкӑштартӑр тесе, хӑйӗн кӑвак тутӑрне пуҫӗнчен туртса салтса илчӗ.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Пӗлӗт кӑвак, ҫӗр, йывӑҫсем, курӑк — тӗттӗм кӑвак.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Шурлӑхра тата кӑвак ҫырла тӗмӗн-тӗмӗн ӳсет — кӑвак ҫырла вӑл шултрарах, асӑрхамасӑр иртейместӗн.Еще растет в болоте голубика кустиком — ягода голубая, более крупная, не пройдешь не заметив.
IX // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Вӑл кӑвак костюмпа, крахмалпа хытарнӑ ҫухине кӑвак галстук ҫыхнӑ, пӳрнисене шаклаттарса кабинечӗ тӑрӑх уткаласа ҫӳрет.
Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Кӑвак ҫӳҫ пӗрчисем ҫеҫ нумай, мӑйӑхӗ те тата пӗтӗмпе пекех кӑвак.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пантелей Прокофьевичӑн ырханланса кайнӑ шуранка пичӗ ҫине кӑвак шӑрт тапса тухнӑ, путса кӗнӗ тути ҫинчи мӑйӑхӗ усӑнарах тӑрать, куҫӗсем ҫурри хупӑ, кӑвакрах куҫ шуррисенче чӗрӗ чухнехи йӑлтӑркка ҫутӑ хӗлхем сӳнсе ларнӑ.
XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫулла Алешка катинчи нӳрӗ ҫӗре йӗплӗ хулӑллӑ кӑвак ҫырла тӗмӗсем иртсе ҫӳремелле мар сырса илеҫҫӗ, ватӑ караичсен тӑрринче элес-мелес капӑр ҫунатлӑ кӑвак кайӑксемпе чакаксем йӑва ҫавӑраҫҫӗ; кӗркунне, йӗкелсемпе ҫӗре тӑкӑннӑ юман ҫулҫисен чуна уҫӑлтаракан йӳҫӗрех шӑрши сарӑлнӑ вӑхӑтра, катара кӑнтӑр енне вӗҫсе каякан кӑрӑпчаксем кӑштах канса илеҫҫӗ, хӗлле вара вӗҫӗ-хӗррисӗр кӗҫҫеленсе выртакан юр ҫинче тилӗсен ҫаврака пичет евӗрлӗ йӗрӗсем кӑна ахах-мерчен ҫипсем пек кукӑр-макӑррӑн тӑсӑлаҫҫӗ.
LXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Хура тӑхлан пек тӗксӗм кӑвак пит-куҫ, тути ҫинче юн хытса ларнӑскер, кӑвак ватка йӗм пӗҫҫи ӑшӗнчен — хура ҫара ура курӑнса кайрӗ.
XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Нарвӑран Псков тата Луга хулисен еннелле ҫеҫ, аслӑ тӳпен вӗҫӗ-хӗррисӗр тӑсӑлакан кӑвак ҫеремӗ тӑрӑх, каҫ умӗнхи тӑхлан тӗсӗпе хытса ларнӑ ҫӗтӗк-ҫатӑк пӗлӗтсем ҫулсӑр-мӗнсӗр ыткӑнса шӑваҫҫӗ; куҫа курӑнман чике урлӑ каҫсанах вара ҫав тӗссӗр кӑвак ӗнтӗрӗке ҫӗрлехи тӗттӗм чаршав хупласа хурать.
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Тӗтреллӗ нӳрӗ сывлӑшпа сывлакан улӑх-ҫаран Хӗвеланӑҫӗнче, тӗпсӗр кӑвак тӳпе аркинче, ҫӑралса капланнӑ ҫумӑр пӗлӗчӗсен хӑмӑр кӑвак ярӑмӗ.Туманная луговая сырость, на западе у подножья неба — всхожая густолиловая опара туч.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫӳллӗ тусен тӗссӗр кӑвак сӗвекӗнче вилнӗ казаксен пӗчӗкҫӗ кӑвак тӗмескисем вырта-вырта юлаҫҫӗ; суранланнӑ казаксем, ҫӗклесе тухма ӗлкӗрейменнисем, хӑйсем тӗллӗнех шукаласа анаҫҫӗ.На серых скатах остались серые комочки убитых; раненые, которых не успели захватить, сползали сами.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Усть-Невински патне ҫитерехпе анчах Ҫемен куҫне уҫрӗ, хӑй ӑҫтине те, хӑйне мӗн пулнине те ӑнланмасӑр, вӑл кӑвак пӗлӗте курчӗ, ҫав пӗлӗт ҫинче, кӑвак хут ҫине ӳкернӗ ӳкерчӗк пек, макӑракан Анфиса сӑнне палласа илчӗ…
XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫав самантра ачаш кӑвак куҫсем килнӗ ҫын кӑкӑрӗ ҫинче ҫӑлтӑр йӑлтӑртатнине асӑрхарӗҫ; унччен ниепле те ҫавӑрма май ҫук пек пӑхса тӑракан хӗрӗн сивӗ пичӗ сасартӑк ӑшӑ кулӑпа ялкӑшса илчӗ, куҫӗсем тата ачашрах та кӑвакрах пулса кайрӗҫ, чуна савакан ҫепӗҫ чӗлхепе калаҫма пуҫларӗ.
XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Чиркӳ леш енче — шкулӑн хысна ҫурчӗнни пек курӑнакан шурӑ стенисем тата икӗ капӑр ҫурт: умӗнчи картине те кӑвак сӑрпа сӑрланӑ кӑвак ҫурчӗ — Панкратий пупӑн; хӗрлӗ-хӑмӑр тӗсли (кӳршин ҫурчӗ евӗр ан пултӑр тесе ҫапла сӑрланӑ), сарлака балконлӑ та чӗнтӗрлесе тытнӑ хӳмелли — Виссарион пупӑн.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Тепӗр чухне вутсыпписенчен, пуртӑпа ҫурнӑ чӗрӗ йывӑҫран, сасартӑк ҫутӑ-симӗс, кӑвак, хӗрлӗрех кӑвак тата тӗксӗм хӗрлӗ тӗслӗ ҫулҫӑсем ӳсме тытӑнаҫҫӗ; вӗсем мӑръерен кӗрекен сывлӑшпа хускалкалаҫҫӗ, вӗсем чӗрӗ, чӗрӗ йывӑҫ ҫинчи пекех тӗсӗсене улӑштараҫҫӗ.
XXII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.