Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ирсӗр сăмах пирĕн базăра пур.
Ирсӗр (тĕпĕ: ирсӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кун пек ирсӗр сасӑсене унччен эпӗ нихҫан та илтмен.

Таких отвратительных звуков я до той поры никогда не слыхал.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Хуҫасем ирсӗр ӗҫ тума хатӗрленеҫҫӗ.

Хозяева лихо задумали…

VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Ирсӗр этем!

— Мерзавец!

V // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

— Ӑна ирсӗр ҫынсем сутнӑ…

— Он пал жертвой гнусного предательства…

XIII. Малалли истори // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ӑнӑҫман революци хыҫҫӑн кирек хӑҫан та ҫавӑн пек юлать ҫав ӗнтӗ, унӑн ирсӗр хӳри вӑл…

Да, это неизбежные последствия всякой неудачной революции, ее исчадия…

XIII. Малалли истори // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Рада хӑй Бяла Черкваран тухса кайнӑ кунхине хӑйӗн чысне ҫӗртекен ирсӗр хыпар илтсеччӗ…

Надо сказать, что Рада в самый день своего отъезда на Бяла-Черквы узнала про мерзкие слухи, позорящие ее честь…

XXXVI. Рада // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кандов ҫак ирсӗр элеклӗ хыпара чӗркелесе тӑкрӗ, сурса хучӗ те пӳлӗмрен тухса кайрӗ.

Кандов изорвал в клочки этот мерзкий донос, плюнул и вышел из комнаты.

XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Юлташу шанса тӑнипе хӳтӗленсе ирсӗр ӗҫ туни пулать ку…

Гнусное злоупотребление доверием товарища…

XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Мана, ман пек сӗтӗрӗнчӗке, ҫакса вӗлермелли ҫынна юратма пултартӑн тесе шанса тӑтӑм, ӑслӑ та ырӑ шанчӑклӑ ҫынсемех пур-ҫке сана савакансем, анчах вӗсем ирсӗр хӑравҫӑсем…

Вообразил, что ты можешь любить меня, любить какого-то бродягу, которого ждет кол или виселица, в то время как на свете есть такие рыцари громкой фразы, такие высокомудрые и благонадежные трусы…

XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Эсӗ, ирсӗр, ҫак хӗрарӑма вӗлертӗн!

— Это ты, подлец, погубил эту женщину!

XX. Кандов тата ытларах тӗлӗнет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Эп ирсӗр ҫын-и, эс-и, — ӑна халӑх калатӑр.

— Я ли низкий человек или ты — об этом пусть люди судят.

XVII. Хӑлха чикки // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ун пирки пулсан, эпӗ сана тӳррипех калатӑп: эс элекҫӗ, ирсӗр ҫын! — терӗ студент, сывлӑшне аран ҫавӑрса.

— Если ты ее имеешь в виду, так я тебе прямо скажу: ты клеветник и низкий человек! — воскликнул студент, задыхаясь.

XVII. Хӑлха чикки // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Чуп тӑвассу килмест пулсан, шуйттан ҫӑтса ятӑрах сирӗн султанӑрпа унӑн ирсӗр ушкӑнне те пӗтӗм гаремри йытисене!..

А не хочешь, так пусть черти заберут вашего султана, и присных его, и всю его гаремную сволочь!..

XV. Маркон ҫӗнӗ кӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӗр сӑмахпа каласан, тӗнче ытла ирсӗр

Подлый мир, одним словом…

XV. Маркон ҫӗнӗ кӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Рада, чунӑм, ирсӗр тӑшмана пулах эс нуша куратӑн!..

Бедная моя Рада, ты стала жертвой предрассудков и людской подлости!..

XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Шуйттанпах ҫӳретӗр ҫав йытӑ, — тесе хучӗ ҫилленнӗ Мичо, — вӑл мана тӑван тивет те, ҫавӑн пек ирсӗр вилепе ҫыхланас та килмест.

— Черт бы побрал этого сукина сына, — проговорил Мичо сердито, — хоть он мне и родственник, но я им гнушаюсь, как падалью.

X. 1876-Мӗш ҫулхи шпион // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ӗҫрен кӑларнӑ учительсем те тата темиҫе ирсӗр ҫын.

— Уволенные учителя и еще несколько негодяев.

V. Сутни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Мӗнле ирсӗр хыпарсем пӗлтерет тата вӑл?

О каких же мерзостях он пишет?

IV. Хӑтипе кӗрӳшӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак чулланса ларнӑ чӗрере юрату хӑвачӗ те ҫавӑн пек кӑна ирсӗр тӗлкӗшме пултарать.

Так безобразно, и только так, проявлялась любовь в его окаменевшем сердце.

IV. Хӑтипе кӗрӳшӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Влаҫа хирӗҫ ҫапла ирсӗр агитацилени ҫинчен манӑн маларах пӗлтерсе, ҫавна пӗтерсе хумаллаччӗ иккен…

Надо мне было раньше положить конец этой мерзкой агитации против властей…

IV. Хӑтипе кӗрӳшӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней