Поиск
Шырав ĕçĕ:
37. Эй Ҫӳлхуҫа, хамӑр ҫылӑхӑмӑрсемшӗн эпир пур халӑхсенчен те кӗҫӗне юлтӑмӑр, пире пӗтӗм ҫӗр ҫинче хур турӗҫ, 38. халӗ ӗнтӗ пирӗн аслӑ пуҫлӑх та, пророк та, ҫулпуҫ та ҫук, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне парасси те, ытти парнесем кӳресси те, фимиампа тӗтӗресси те ҫук, Санран ырӑлӑх курасшӑн Сана парне кӳмешкӗн парне вырӑнӗ те ҫук.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӑл мана каларӗ: этем ывӑлӗ! акӑ Манӑн аслӑ пукан вырӑнӗ, Манӑн ура саккийӗн вырӑнӗ, Эпӗ кунта ӗмӗр-ӗмӗрех Израиль ывӑлӗсем хушшинче пурӑнӑп; Израиль килӗ, — вӗсем те, вӗсенӗн патшисем те, — суя туррисемпе аташса, патшисен виллисене сӑрчӗсем ҫине пытарса Манӑн ятӑма урӑх ирсӗрлемӗҫ, терӗ.
Иез 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫав ҫӳллӗ вырӑн хапхан икӗ айккипе тӑсӑлать, вӑл хапха тӑршшӗпе пӗр виҫеллӗ; ку ҫӳллӗ вырӑнӗ лутрарах.18. И помост этот был по бокам ворот, соответственно длине ворот; этот помост был ниже.
Иез 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вара Вавилон ывӑлӗсем унӑн савӑш вырӑнӗ ҫине улӑхрӗҫ, ӑна хӑйӗн аскӑнлӑхӗпе ирсӗрлетрӗҫ, вӑл та хӑйне вӗсемпе ирсӗрлетрӗ; унӑн чунӗ вара вӗсенчен сивӗнчӗ.
Иез 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫитрӗҫ те ҫавсем пӑхӑртан тунӑ парне вырӑнӗ патне тӑчӗҫ.
Иез 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вара мана Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн шалти картишне илсе кӗчӗ, акӑ Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн алӑкӗ патӗнче, пӑлтӑрпа парне вырӑнӗ хушшинче, ҫирӗм пиллӗке яхӑн арҫын тӑрать, вӗсем пурте Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тӳртӗн тӑраҫҫӗ, тухӑҫ еннелле пӑхаҫҫӗ, тухӑҫ еннелле пӑхса хӗвеле пуҫҫапаҫҫӗ.
Иез 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫынсем ҫавӑн чухне каланӑ: акӑ эпир сире кӗмӗл ярса паратпӑр, ҫак кӗмӗлпе эсир пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесем, ҫылӑхшӑн кӳмелли парне тата латӑн туянӑр та парне хатӗрлӗр, ӑна Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрӑн парне вырӑнӗ ҫинче кӳрӗр, 11. Вавилон патши Навуходоносор пурӑнӑҫӗшӗн, унӑн Валтасар ывӑлӗ пурӑнӑҫӗшӗн кӗлтӑвӑр: ҫӗр ҫинче вӗсен ӗмӗрӗ тӳпе ӗмӗрӗ пекех вӑрӑм пултӑр, тенӗ.
Вар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Вилепе кӗл айлӑмӗ, Кедрон юхӑмне ҫитиччен сарӑлса выртакан хирсем, тухӑҫ енчи Лаша хапхи таранах, — пӗтӗмпе Ҫӳлхуҫанӑн сӑваплӑ вырӑнӗ пулса тӑрӗ; вӑл ӗмӗрне те арканмӗ те, саланмӗ те.
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Иерусалим ҫурчӗсем те, Иудея патшисен ҫурчӗсем те Тофет вырӑнӗ пекех ирсӗрленӗҫ, мӗншӗн тесессӗн мӗнпур ҫурт тӑрринче ҫӳлти ҫара тӗтӗреҫҫӗ, ют турӑсене эрех кӳреҫҫӗ.
Иер 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Акӑ хыпар ҫитрӗ, авӑ килет вӑл, Иудея хулисене пушхирпе шакалсен вырӑнӗ туса хӑвармашкӑн ҫурҫӗр енчи ҫӗршывран шӑв-шав ҫывӑхарса килет.
Иер 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: тӳпе — Манӑн аслӑ пуканӑм, ҫӗр — Манӑн ура саккийӗ; Ман валли эсир ӑҫта ҫурт лартӑр-ши, Манӑн канлӗхӗмӗн вырӑнӗ ӑҫта-ши?
Ис 66 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Кидарӑн мӗнпур сурӑхне пухӗҫ сан патна; Неваиоф такисем саншӑн усӑллӑ пулӗҫ: вӗсене — Маншӑн кӑмӑллӑ парнене — парне вырӑнӗ ҫине ҫӗклесе хурӑн, вара Эпӗ мухтавлӑхӑн Ҫуртне мухтава кӑларӑп.
Ис 60 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл канӑҫлӑха каять; тӳрӗ ҫулпа ҫӳрекенсем выртан вырӑнӗ ҫинче канӑҫлӑх курӗҫ.2. Он отходит к миру; ходящие прямым путем будут покоиться на ложах своих.
Ис 57 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Урӑх йӑхсен ывӑлӗсене — Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлесе тӑма, Ҫӳлхуҫа ятне юратма, Унӑн чурисем пулма Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑннӑ ывӑлӗсене — шӑматкуна ирсӗрлетесрен сыхланакансене, Манӑн халала ҫирӗп тытакансене пурне те 7. Эпӗ Хамӑн сӑваплӑ тӑвӑм ҫине илсе килӗп, вӗсене Хамӑн кӗлӗ Ҫуртӗнче савӑнтарӑп; вӗсен парнисем — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнисем те, ытти парнийӗ те — парне вырӑнӗ ҫинче Маншӑн кӑмӑллӑ пулӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Манӑн Ҫуртӑма мӗнпур халӑхсенӗн кӗлӗ Ҫурчӗ тейӗҫ.
Ис 56 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Парне вырӑнӗ ҫинче вутӑ хума Ливан та ҫитмӗ, унти выльӑх-чӗрлӗх те пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелӗх пулаймӗ.16. И Ливана недостаточно для жертвенного огня, и животных на нем - для всесожжения.
Ис 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫавӑн чухне пӗр серафимӗ ман патӑма вӗҫсе пычӗ; унӑн аллинче — ҫунакан кӑвар, ӑна вӑл парне вырӑнӗ ҫинчен хӗскӗчпе хӗстерсе илнӗччӗ.
Ис 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Парне вырӑнӗ умӗнче кӗлӗ вӗҫленнӗ чухне Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлти Турра парне кӳрес йӗркене чаплӑн вӗҫлемешкӗн 17. вӑл аллине парне савӑчӗ енне тӑснӑ та унта иҫӗм ҫырли юнӗ янӑ, унӑн ырӑ шӑрши пӗтӗм тӗнчен Ҫӳлти Патшине кӑмӑллӑ пултӑр тесе, ӑна парне вырӑнӗн никӗсӗ умне юхтарнӑ.
Сир 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӑл чаплӑ тумтирне тӑхӑнса, пӗтӗм хӳхӗм эрешӗпе капӑрланса таса парне вырӑнӗ патне пынӑ чухне сӑваплӑ Ҫурт ӑшчиккине ҫап-ҫутӑ ҫутатса тӑнӑ.
Сир 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вилнӗ ҫынна эсӗ вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, Ҫӳлти Турӑ сӑмахӗпе ӑна тамӑкран кӑларнӑ; 6. эсӗ патшасене вилӗм кӳнӗ, чаплӑ ҫынсене выртакан вырӑнӗ ҫинчех пӗтернӗ; 7. Синай тӑвӗ ҫинче эсӗ вӗсене питленине, Хорив тӑвӗ ҫинче тавӑру сучӗ ҫитессине илтнӗ; 8. вӗсене тавӑрмашкӑн эсӗ ҫу сӗрсе патшасем лартнӑ, хӑвӑн вырӑнна юлма пророксем суйланӑ; 9. вут-ҫулӑмлӑ ҫавраҫил сана вутлӑ утсем кӳлнӗ урапапа тӳпене ҫӗклесе илсе кайнӑ; 10. сан ҫинчен Турӑ ҫырӑвӗнче ҫырнӑ: хӑй вӑхӑтӗнче эсӗ Турӑ ҫилли тулса ҫитиччен ӑна пусарма хатӗр пулӑн, ашшӗ кӑмӑлне ывӑлӗ енне ҫавӑрӑн, Иаков йӑхне ҫӗнӗрен ура ҫине тӑратӑн, тенӗ.
Сир 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Парне вырӑнӗ умне вӑл псалом юрлакансене тӑратнӑ, вӗсем хӑйсен сассипе юрра илем кӳрсе тӑнӑ.11. И поставил пред жертвенником песнопевцев, чтобы голосом их услаждать песнопение.
Сир 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.