Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл: «Эпӗ — эсӗ хӗсӗрлекен Иисус. 16. Ӗнтӗ ҫӗкленсе, уру ҫине тӑр: Эпӗ сана Хамшӑн ӗҫлесе тӑраканӗ тӑватӑп, эсӗ хӑв мӗн курнине тата Эпӗ хӑвна мӗн уҫса парассине каласа кӑтартаканӗ пулӑн, курӑнасса та Эпӗ сана ҫавӑншӑн курӑнтӑм, 17. сана иудей халӑхӗ хушшинчен, суя тӗнлӗ ҫынсем хушшинчен суйласа илтӗм, халӗ ӗнтӗ Эпӗ сана вӗсенӗн куҫӗсене уҫма вӗсем патне яратӑп: 18. вӗсем сӗмлӗхрен ҫутталла ҫаврӑнччӑр, шуйттан аллинчен Турӑ енне тухчӑр, Мана ӗненнипе вӗсенӗн ҫылӑхӗсем каҫарӑнччӑр, тасалнисемпеле пӗрле пая кӗччӗр» терӗ.
Ап ӗҫс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӑл пире хӑй пӳртӗнче Ангела курнине каласа кӑтартрӗ; Ангел пырса тӑнӑ та ӑна каланӑ: «Иоппие ҫынсем ярса, Петр теекен Симона чӗнтерсе кил; 14. вӑл сана калас сӑмахсем урлӑ эсӗ хӑв та ҫӑлӑнӑн, санӑн пӗтӗм кил-йышу та ҫӑлӑнӗ» тенӗ.
Ап ӗҫс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Чӑнах та ӗнтӗ ҫак хулара Иродпа Понтий Пилат суя тӗнлӗ ҫынсемпе, Израиль халӑхӗпе пӗрле пухӑнса Санӑн Хӑв ҫу сӗрнӗ Святой Ывӑлна Иисуса хирӗҫ тӑчӗҫ, 28. мӗн пулмаллине, Санӑн аллупа Санӑн ирӗкӳ малтанах палӑртса хунине, турӗҫ.
Ап ӗҫс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вара икӗ ҫынна сӗннӗ: Иуст тесе ят хунӑ Варсава теекен Иосифа тата Матфие; 24-25. ун чухне вӗсем ҫапла каласа кӗлтунӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑр, Эсӗ кашнийӗн чӗрине пӗлсе тӑратӑн, ҫаксенчен иккӗшӗнчен Хӑв кама суйласа илнине, хӑй вырӑнне каймашкӑн апостол тивӗҫӗнчен хӑпнӑ Иуда вырӑнне кам апостол пулмаллине кӑтартсамччӗ, тенӗ.
Ап ӗҫс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. тӑрам та аттем патне каям, ӑна калам: «эй аттемӗм! эпӗ тӳпе умӗнче те, сан умӑнта та ҫылӑха кӗтӗм, 19. ӗнтӗ хама санӑн ывӑлу теме те тивӗҫлӗ мар; мана хӑв патна тарҫа илсемччӗ, тейӗп» тенӗ.
Лк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Эй Иерусалим, Иерусалим! пророксене пӗтерекен, хӑв патна янисене чулпа персе вӗлерекен! чӗп амӑшӗ хӑй чӗпписене ҫуначӗ айне пухнӑ пек, Эпӗ миҫе хутчен санӑн ачусене пуҫтарма тӑрӑшрӑм, анчах эсир пуҫтарӑнасшӑн пулмарӑр!
Лк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иисус ӑна: эсӗ хӑв каларӑн, тенӗ.
Мф 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Эй Иерусалим, Иерусалим! пророксене пӗтерекен, хӑв патна янисене чулпа персе вӗлерекен! чӗп амӑшӗ хӑй чӗпписене ҫуначӗ айне пухнӑ пек, Эпӗ миҫе хутчен санӑн ачусене пуҫтарма тӑрӑшрӑм, анчах эсир пуҫтарӑнасшӑн пулмарӑр!
Мф 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Иоанн Ӑна чарасшӑн пулнӑ: Санӑн мана шыва кӗртмелле, Эсӗ Хӑв ман патӑма килтӗн-и? тенӗ.14. Иоанн же удерживал Его и говорил: мне надобно креститься от Тебя, и Ты ли приходишь ко мне?
Мф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Эпӗ: хуҫамӑм, хӑв каласа париччен мана вилсе кайма ан парсамччӗ, терӗм; 35. эпӗ ӗнтӗ халиччен ӑнланманнине куртӑм, халӗ те ӑнланмастӑп.
3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эхер те Эсӗ Хӑв тимлесе пултарнине Хӑвах ҫапла ҫӑмӑллӑн пӗтеретӗн пулсассӑн, мӗншӗн-ха унӑн ҫут тӗнчене ҫуралмалла пулнӑ?
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эпӗ хама хам каларӑм: чунӑм! ӑслӑлӑха шыра, ӑнланма тӑрӑш, 5. эсӗ хӑв ирӗкӳпе килместӗн тата каяссу килмен чухнех каятӑн, сана кӗске вӑхӑт ҫеҫ пурӑнма ирӗк панӑ.
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
59. Вӑл мана ҫапла хуравласа каларӗ: ху мӗн каланине хӑв ӑшӑнта виҫсе-шутласа пӑх: хӗнпе тупӑннине тупса илнӗ ҫын ытлашшиех тӗл пулаканнине тупса илнӗ ҫынран ытларах савӑнать.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Хӑв ҫӗрмелле пулнӑшӑн мӗншӗн хурланатӑн, вилмелле пулнӑшӑн мӗншӗн пӑлханатӑн?15. Зачем же смущаешься, когда ты тленен, и что мятешься, когда смертен?
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
56. Эпӗ ӗнтӗ ҫапла каларӑм: хуҫамӑм, тархасласах ыйтатӑп: эхер те эпӗ Сан умӑнта ырӑлӑх тупрӑм пулсассӑн, Хӑв пултарнӑ тӗнчене кам урлӑ сут тунине кӑтартсамччӗ Хӑвӑн чуруна, терӗм.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Вара каларӑм эпӗ: мӗнле-ха апла, Эсӗ Хӑвӑн чуруна каланӑ-ҫке: Хӑв мӗн пултарнине пурне те пӗр вӑхӑтра чӗртсе тӑратма пулнӑ; ҫавӑн чухне вӗсем пурте тӗнчене шӑнӑҫма пултараяҫҫӗ пулсассӑн, апла халь пурӑнакансем те пурте шӑнӑҫмалла-ҫке, терӗм.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Халӗ вара эпӗ санран вут-ҫулӑм, ҫил тата хӑв пурӑнса ирттернӗ кун ҫинчен — пурӑнӑҫунта кирлӗ япаласем ҫинчен ҫеҫ — ыйтрӑм, эсӗ вара мана ҫавна та хуравлаймарӑн, терӗ.
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эхер те мана эсӗ вӗсенчен пӗрне ӑнлантарса парайсан, эпӗ те сана хӑв курас тенӗ ҫула кӑтартӑп тата усал чӗре ӑҫтан тухнине пӗлме вӗрентӗп, терӗ.
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Вара Ангел мана каларӗ: кай та ман халӑхӑма хӑв Ҫӳлхуҫа Туррӑн мӗнле тӗлӗнмелле ӗҫӗсене курни ҫинчен каласа пӗлтер, терӗ.48. Тогда Ангел сказал мне: иди и возвести народу моему, какие видел ты дивные дела Господа Бога.
3 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫав хушӑра Елеазар ятлӑ пӗр хисеплӗ ар, ҫӗршыв священникӗсенчен пӗри, ӗнтӗ ватӑлса ҫитнӗскер, хӑйӗн пурӑнӑҫӗнче пайтах ырӑ тунӑскер, хӑй тавра тӑракан ватӑсене сӑваплӑ Турра асӑнма чӗнсе ҫапла кӗлтунӑ: 2. «эй пуринчен те вӑйлӑ, пуринчен те хӑватлӑ Патшамӑр, пурне те тытса тӑракан Туррӑмӑр, Хӑв мӗн пултарнине ырӑ кӑмӑлпа йӗркелесе пыраканӑмӑр! эй Аттемӗр, Авраам вӑрлӑхӗ ҫине, тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ Иаков ачисем ҫине пӑхсамччӗ, Хӑвна валли еткерлӗхе илнӗ сӑваплӑ халӑху ҫине — ют ҫӗр тӑрӑх ҫӳрекен, айӑпсӑрах пӗтекен халӑху ҫине — пӑхсамччӗ.
3 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.