Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

урине сăмах пирĕн базăра пур.
урине (тĕпĕ: ура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юланутҫӑ, урине йӗнер урлӑ ывӑтса, ҫӗре анса тӑчӗ.

Всадник перенес ногу через седло, спешился.

XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Йӗнере шанчӑклӑ хытарса, Григорий урине йӑранана чикрӗ: вӑйланнӑҫемӗн вӑйланса пыракан перкелешӗве аванмарланса итлекен сотня командирӗ ҫине пӑхмасӑр, хиврен каларӗ:

Надежно укрепив седло, Григорий сунул ногу в стремя; не глядя на смущенного сотенного, прислушивавшегося к разраставшейся стрельбе, бросил:

XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫывӑрса каяс умӗн вӑл хӑй витӗннӗ сурӑх тир кӗрӗкӗн кӑшт йӳҫӗрех ӑшшине канлӗн туйса выртрӗ, алӑк шалтлатса хупӑннине тата сивӗ сывлӑшпа шурӑ пӑс юхӑмӗ урине сӗртӗнсе хыпашланине ыйхӑ тӗлӗшпе кӑна сисрӗ.

Засыпая, он приятно ощущал кисловатое тепло овчинной шубы, укрывавшей его, сквозь сон слышал, как хлопнула дверь, и холодок и пар окутали его ноги.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кошевой чӳрече янаххи ҫине урине чармакласа ларчӗ.

Кошевой сел, разбросав ноги.

XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Аманса пӗтнӗ айӑра витене хупрӗҫ, унӑн тапса ыраттарнӑ урине фельдшер сыватса аппаланчӗ.

Раненого жеребца поставили на конюшню, фельдшер залечил ему ушибленную ногу.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Шӑварнӑ чухне вӑл, хӑйен кӗсрине хӳтӗлесе, тепринпе — вӑйлӑрах та ватӑ айӑрпа ҫапӑҫса кайрӗ, лешӗ вара, ӑйӑрсем кӗтӳре чух такансӑр ҫӳреҫҫӗ пулин те, унӑн сулахай енчи малти урине хытах тапса ыраттарчӗ.

На водопое он, защищая свою матку, бился с другим, более сильными старым жеребцом, и тот сильно зашиб ему левую переднюю ногу, несмотря на то, что жеребцы на попасе всегда раскованы.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Прохор урине ҫӗкленӗ.

Подымет Прохор ногу.

Ҫӗнӗ пушмаксем // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Ут урине чуста евӗрлӗ вӗри эмельпе ҫыхнӑ.

Коню делали припарки.

Мишкӑ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

— Хывар-и урине?

— Разуем?

XXXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чӳрече умӗнче, ҫурӑмне алӑк еннелле туса, Анна тӑрать; Абрамсон хуҫлатнӑ урине чӗркуҫҫийӗ тӗлӗнчен пӳрнисемпе хӗреслесе тытнӑ, — чӳрече янаххи ҫинче ларать; унпа юнашарах, пуҫне хӑяккӑн чалӑштарса, латышсем пек кӗрнеклӗ те ҫӳллӗ хӗрлӗ гвардеец тӑрать.

У окна спиной к двери стояла Анна, на подоконнике, скрещенными пальцами поддерживая колено своей согнутой ноги, сидел Абрамсон, рядом с ним, склонив голову набок, стоял высокий, латышской складки красногвардеец.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл утне Корнилов йышӑннӑ ҫурт умӗнчи площадьре чарса тӑратать, аллипе йӗнер пӗкӗчинчен тытса, урине йывӑррӑн йӗнер урлӑ ывӑтать.

На плацу, возле дома, занятого Корниловым, он осадил коня; придерживаясь за луку, тяжело перенес через седло ногу.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Шыв куҫӗ хӑйне лӑнкӑртаттарса ҫӑтнӑ чух кӗсре кайри урине шӑнӑр туртса хутлатнӑ пек силлентерсе илчӗ те туртана хыттӑн тапса ячӗ.

Полынья глотнула кобылицу, и она судорожно дернула задней ногой, стукнула по оглобле.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫиелтен тӑпра витсе купаланӑ мӑкӑрӑлчӑк нӳхреп ҫинче кӑвак кӗл сапаланса выртать; унта, йӑхлӑх хӑварнӑ вун-вун икӗ чӑпар чӑх хушшинче, хӑрах урине шӑнса кӳтнӗ пек хутлатса, ҫӑхан пек йӑм-хура автан каҫӑрӑлса тӑрать.

Насыпной горб погреба сизел золой; на ней, зябко поджав ногу, стоял черный, как ворон, петух в окружении десятка оставленных на племя пестроцветных кур.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫӑмран ҫыхса тунӑ хӗрхӗлтӗм чӑлхи типшӗм те илемлӗ урине ҫӑтӑ-ҫӑтӑ тытать, хӑйне шӑп вӑхӑтлӑ аттисем урисенче ҫыпӑҫтарса хунӑ пек тӑпӑл-тӑпӑл тӑраҫҫӗ; пермечеллӗ кӗрен юбкине хытӑ туртса ҫыхнӑ, тӗрлесе капӑрлатнӑ саппунӗ чӑлт шурӑ тӗсӗпе куҫа йӑмӑхтарать.

Сухую, красивую ногу ее туго охватывал фиолетовый шерстяной чулок, аккуратный чирик сидел на ноге, как вточенный; малиновая сборчатая юбка была туго затянута, безукоризненной белизной блистала расшитая завеска.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл, ирӗклӗн чармакласа хунӑ сулахай урине вылянтарнӑ май, хӗрелсе тӑракан аялти тутине ҫӳлти шӑлсен ҫаврака шурӑ кӑшӑлӗпе ҫыртса лартрӗ.

Вольно отставив левую ногу, покачивая ею, давил белой подковкой верхних зубов прихваченную изнутри розовую губу.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Профессипе ҫул тӗлӗшӗнчен те, наци енӗпе те вӗсем тӗрлӗ ҫынсем пулчӗҫ: грузчиксем иккӗн — Полтава тӑрӑхӗнчи украинец Хвалычкӑпа вырӑсланнӑ грек Михалиди; пӗр наборщик — Степанов; сакӑр металлист; Парамонов рудникӗнчен янӑ забойщик Зеленков; имшеркке пекарь Геворкянц — армянин; квалификаци илнӗ слесарь Иоганн Ребиндер вырӑс нимӗҫӗсенчен тухнӑ; депора ӗҫлекен икӗ рабочи; вун ҫиччӗмӗш путевкине салтаксен ватка пиншакӗпе урине кура мар пысӑк атӑ тӑхӑнса янӑ ҫамрӑк хӗрарӑм килсе пачӗ.

Люди самых разнообразных профессий, возрастов и даже национальностей: двое грузчиков, полтавский украинец Хвылычко и обрусевший грек Михалиди, наборщик Степанов, восемь металлистов, забойщик с Парамоновского рудника Зеленков, тщедушный пекарь армянин Геворкянц, квалифицированный слесарь из русских немцев Иоганн Ребиндер, двое рабочих депо, и семнадцатую путевку принесла женщина в ватной солдатской теплушке, в больших, не по ноге, сапогах.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чубатый тепӗр хут сӑхсӑхса илчӗ; матрос урине чармакласа маузер ҫӗкленине тата куҫне васкамасӑр хӗстернине куҫ хӗррипе курчӗ те, сивлеккӗн кулса илсе, маларах вӗрсе ячӗ.

Чубатый еще раз перекрестился, искоса глянул, как матрос, отставив ногу, поднимает маузер и сосредоточенно жмурит глаз, — и, сурово улыбаясь, выстрелил первый.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лешӗ путмар сакки ҫинчен вӑрт ҫеҫ сиксе тӑчӗ, ахаль те усӑк сӑмсине яшка тӗлӗнче пушшех курпунлантарса шӑршларӗ, унтан каялла кайса ларчӗ те, урине ӳркевлӗн ҫӗклесе, сак хӗрринчи котелока ҫӗре тӗртсе ӳкерчӗ.

Тот рывком поднялся с нар, сгорбатил и без того вислый нос над щами, откинулся назад и ленивым движением ноги сбил передний котелок на землю.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчах ҫак самантра Степан урине пуля шӑтарса кӗрет, вара вӑл, йӗнер йӑранинчен вӗҫерӗнсе, ҫӗре чикеленсе ӳкет.

Но тут пуля хлестнула Степана по ноге, и он, оторвавшись от стремени, упал навзничь.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Шамиль аялти кӗпинчен ҫурса илнӗ ҫанӑпа суранлӑ урине майлаштарса ҫыхрӗ те, Лиховидов ҫине пӑхмасӑр, ӑна хӑрах хулӗнчен ҫавӑтрӗ, Иван Алексеевич теприне тытрӗ — кайрӗҫ.

Шамиль перевязал раненую ногу рукавом, оторванным от исподней рубахи; не глядя на Лиховидова, взял его под руку с одной стороны, Иван Алексеевич — с другой, пошли.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней