Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Мишкӑ

Раздел: Суворов ҫинчен –> Пӗрремӗш пайӗ. Пур ҫӗрте те паллӑ

Автор: Василий Чураков

Источник: Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Добавлен: 2020.03.14 22:42

Предложений: 32; Слово: 259

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Военное

Суворова утсем нумай улӑштарма тивнӗ. Пӗрин пуҫне тӑшман йӗтри татса кайнӑ. Иккӗмӗшне мӑйран амантнӑ, ӑна персе пӑрахма тивнӗ. Виҫҫӗмӗш вара ухмах пулнӑ.

Пӗррехинче Дон казакӗсем Суворова Мишкӑ ятлӑ ут парнеленӗ. Пӑхать фельдмаршал: хӑлхисем чанк тӑраҫҫӗ, чӗрнисемпе ҫӗр чавать. Ут мар, вут.

Суворов ун патне сулахайран пырса пӑхать, сылтӑмран пырса пӑхать. Мишкӑ та, хӑйӗн пулас хуҫи тивӗҫлӗ хуҫа-ши тенӗ пек, е пӗр енне, е тепӗр енне пуҫӗпе сулкалать. Мишкӑ Суворовӑн кӑмӑлне кайнӑ. Мишкӑна та Суворов килӗшнӗ пулас. Вӗсем туслашнӑ та пӗр-пӗрне сӑмахсӑрах ӑнланнӑ.

Суворовӑн кӑмӑлӗ лайӑх чухне, Мишкӑ та ҫаплах пулнӑ, вылянӑ, сиккипе пынӑ. Суворов кӳренчӗк, салху пулсан, Мишкӑ та пуҫне уснӑ, хуҫине кирлӗ мар ҫӗртенех кансӗрлес мар тесе, майӗпен те асӑрхануллӑ пусса пынӑ.

Вӑрҫӑра вара Мишкӑ калама ҫук чӑрсӑр. Йӗтресенчен те, пульӑсенчен те, турккӑсен кукӑр хӗҫӗсенчен те — нимрен те хӑрамасть. Рымник патӗнче Суворов Мишкӑ ҫине утланса Юсуф-пашана аркатнӑ. Унпах Измаил патне те ҫитнӗ.

Анчах утӑн та салтак пурнӑҫех ӗнтӗ. Пӗр ҫапӑҫура Мишкӑна ураран амантнӑ. Ут чире кайнӑ, стройран тухнӑ.

Суворов ятлаҫнӑ, Мишкӑна чӗртме хушса тухтӑрсемпе коновалсене вӑрҫнӑ. Ут урине чуста евӗрлӗ вӗри эмельпе ҫыхнӑ. Пульӑна кӑларса илнӗ, сарлака чӗнрен жгут тунӑ. Ҫакӑ та пулӑшман. Ут уксахлама чарӑнман.

Суворовӑн шанчӑклӑ юлташӗпе уйрӑлмах тивнӗ. Фельдмаршал учӗпе сыв пуллашнӑ, ӑна хӑйӗн именине, Кончански ялне ӑсатнӑ. «Лайӑх службӑшӑн отставкӑна тухнӑ тата пенсие куҫарнӑ», — тесе ҫырса янӑ вӑл старостӑ патне, Мишкӑна лайӑх тӑрантарма, яланах ӑна тасатса тӑма, тӑтӑшах уҫӑлтарса ҫӳретме хушнӑ.

Старостӑн кашни уйӑхрах Суворова, ҫыру ҫырса, Мишкӑ «отставкӑра» мӗнле пурӑнни ҫинчен хыпар тумалла пулнӑ.

Фельдмаршал чӑрсӑр утне час-часах аса илнӗ. Мишкӑ хыҫҫӑн та Суворов лайӑх ут сахал мар курнӑ, анчах та Мишкӑ пекки урӑх пулман.

Сайт:

 

Статистика

...подробней