Поиск
Шырав ĕçĕ:
Выляса ансӑр йывӑҫ кӗпер ҫине хӑпарса кайнӑ та сасартӑк сисмен те… шыва ӳкнӗ.Залезли на узкий деревянный мостик и не заметили, как... оказались в воде.
Темиҫе ҫемьен кун-ҫулӗ татӑлнӑ тейӗн // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07
Участок терапевчӗсемпе врачсен — ансӑр специалистсен пулӑшӑвӗшӗн тӳлесси унччен шӑпах ҫак кӑтартуран килнӗ.
Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Ансӑр специалистсен пулӑшӑвне тивӗҫмелли тапхӑр та пӗчӗкленнӗ.
«Чир те сирӗлнӗн туйӑнать…» // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№
Лайӑх специалистсем, анчах та вӗсен специализацийӗ ансӑр.
Станислав Садальский: «Взятка илекен тухтӑрсене питлеместӗп» // Ольга САБУРОВА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№
13. Тӑвӑр хапхаран кӗрӗр, мӗншӗн тесессӗн пысӑк хапхапа аслӑ ҫул пӗтме илсе каяҫҫӗ; нумайӑшӗ ҫав ҫулпа ҫӳрет; 14. тӑвӑр хапхапа ансӑр ҫул чӗрӗлӗхе илсе каяҫҫӗ, вӗсене тупакан сахал.
Мф 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл мана каларӗ: калӑпӑр, тинӗс тарӑн та вӗҫӗ-хӗррисӗр пулмашкӑн анлӑ вырӑнта вырӑнаҫнӑ; 4. анчах унта кӗмелли вырӑн юханшыв евӗрлех ансӑр.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Тӑсӑлса выртмашкӑн сарса хунӑ вырӑну кӗске пулӗ; витӗнсе выртмашкӑн вителӗкӳ ансӑр пулӗ: 21. Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн ӗҫне, хӑватлӑ ӗҫне тумашкӑн, Хӑйӗн мехелне, Хӑйӗн тӗлӗнмелле мехелне ҫитермешкӗн Перацим тӑвӗ ҫинче ҫӗкленнӗ пек ҫӗкленӗ, Гаваон айлӑмӗнчи пекех ҫилленӗ.
Ис 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вара ырӑ шӑршӑ вырӑнне усал шӑршӑ пулӗ, пиҫиххи вырӑнне — кантра, кӑтралатнӑ ҫӳҫ вырӑнне — кукша, сарлака юпӑнчӑ вырӑнне — ансӑр шӑлапир тум, илем вырӑнне кӗлеме пулӗ.
Ис 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Аскӑн хӗрарӑм — тӗпсӗр авӑр, ют арӑм вара — ансӑр пусӑ; 28. вӑл, вӑрӑ-хурах пек, пытанса ларать те — халӑх хушшинче саккуна хирӗҫле ӗҫ тӑвакансен йышне ӳстерет.
Ытар 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хам тӑвакан ӗҫ мана питӗ те ансӑр, пӗр енлӗ ҫеҫ пулнӑн туйӑнать, унӑн ҫав пӗртен-пӗр енӗ вара халӑха усӑ кӳрес тесе тӑрӑшакан ҫынсемшӗн ытла кирлех те мар.
XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хӗвеланӑҫӗнчи ансӑр заливпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫӗнче выртакан тинӗс хушшинче ансӑр перешеек пур.Между западным узким заливом и морем, которое очень далеко на северо-западе, узкий перешеек.
9 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Инҫетри ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫӗнче икӗ юханшыв пур, пӗр-пӗринпе вӗсем Вера Павловна пӑхса тӑракан вырӑнта пӗрлешеҫҫӗ, кӑнтӑр енче, кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫӗнче, вӑрӑм та анлӑ залив; кӑнтӑрта таҫта ҫитиех ҫӗр тӑсӑлса выртать, вӑл ҫав заливпа хӑйӗн хӗвеланӑҫ енчи чикки пулса тӑракан тепӗр вӑрӑм та ансӑр залив хушшипе кӑнтӑралла тӑсӑлса каять, кайнӑҫемӗн анлӑланса пырать.
9 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Шалти ҫурчӗн архитектури мӗнле ҫӑмӑл, чӳрече эрешшисем мӗнле ансӑр, — чӳречисем вара ҫав тери пысӑк, анлӑ, ҫӳллӗ — аялти хутӗнчен пуҫласа ҫӳлти хучӗсене ҫитиех.
8 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пирӗн интерессем ҫын ӗҫӗсемпе ҫыхӑнса тӑмаҫҫӗ пулсассӑн, унӑн ӗҫӗсем, тӗрӗссипе каласан, эпир йӗркеллӗ ҫынсем пулсан, пире питӗ сахал интереслентереҫҫӗ; кунта икӗ самант вӑл шута кӗмест, анчах ҫав икӗ самант «интерес» сӑмаха кулленхи пек ытла та ансӑр шухӑшлӑн ӑнланакан ҫынсене кӑна шута кӗмелле мар пек туйӑнаҫҫӗ.
XXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Унӑн сасартӑках тутисем типсе кайрӗҫ, ансӑр шурӑ ҫамки ҫине сывлӑм тумламӗсем пек тар пӗрчисем тапса тухрӗҫ, утасса та вӑл сасартӑк асӑрханса, темрен сыхланса тенӗ пекрех утма пуҫларӗ.
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.