Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӗрулми сăмах пирĕн базăра пур.
ҫӗрулми (тĕпĕ: ҫӗрулми) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пахча кӗтессинчи пысӑк шӑтӑк, тӗлӗнмелле лайӑх тарӑн шӑтӑк — унта вут хурса ҫӗрулми пӗҫерсе ҫиме ҫав тери лайӑхчӗ — ҫав шӑтӑк та Петяшӑн халь ют япала пек, халиччен курман пек туйӑннӑ.

Даже яма в углу огорода — чудесная глубокая яма, на дне которой так интересно и так таинственно было печь на костре картошку, — и та показалась до странности чужой, незнакомой.

I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Сӑмсине пӳрнипе шӑлкаласа, вӑл тӗлӗнсе пӑхать ман ҫине, эпӗ акӑ крават айӗнчен ҫӗрулми хуппи шӑлса кӑларатӑп, чӳрече ҫинчи вараланчӑк хутсене хӑйпӑтса тӑкатӑп, кӑвакарнӑ ҫӑкӑр купи урайӗнче ӳснӗҫемӗн ӳсет.

Сандаля пальцами нос, он с изумлением смотрел, как я выгребаю из-под кровати картофельную шелуху, как сдираю с окон грязную бумагу, как растёт на полу гора заплесневелого хлеба.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӗҫме-ҫиме тӗлӗшпе пирӗн халь калама ҫук начар — пӗртен-пӗр шӑннӑ ҫӗрулми, вӑл та пулин Ариша аппан кӗскелсех пырать.

А у нас было очень плохо с едой — одна мерзлая картошка, небольшой запас которой еще сохранился у тети Ариши.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Сасартӑк мана ытла та кулӑшла туйӑнса кайрӗ: ирсерен ҫӗрулми кӑларма, каҫсерен — ҫурт ҫине улӑхма крем сӗрсе аппаланасси ҫинчен шухӑшларӑм.

Тут мне вдруг стало очень смешно: я подумала, как я буду втирать крем, перед тем как копать картошку, утром или вечером, когда надо лезть на крышу по тревоге.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫӗрулми пире йӑлӑхтарса ҫитернӗ.

Картошка всем нам до смерти надоела.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ачасем ҫӗрулми ҫумлаҫҫӗ, йӑран хӑпартаҫҫӗ, аппаратлӑ ҫын енне пӑхкаласах тӑраҫҫӗ.

Ребята окучивали картошку, украдкой поглядывая в сторону человека с аппаратом.

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ун вырӑнне эпӗ кунта, Мускав тулашӗнчи пахчасенче ҫӗрулми купалатӑп.

А вместо этого я окучиваю со своими пионерами картошку на подмосковных огородах.

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫӗрулми, паллах, ытлашши калориллӗ ҫимӗҫех мар, анчах ҫапах та пирӗн пурнӑҫра ӑна апатӑн никӗсӗ теме пулать.

— Картошка хотя и не очень калорийный продукт, но тем не менее, мама, это есть, так сказать, основа средней пищи при нашем достатке.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хуранпа ҫӗрулми ҫакрӑмӑр, консервӑсем уҫса чатӑр алӑкӗ умне апата лартӑмӑр.

Мы сварили в котелке картошку, открыли консервы, сели в кружок у входа в палатку.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Патак ҫине тирсе ҫӗрулми пӗҫеретӗр-и халӗ?»

Печёте ли вы ещё картошку на палочках?»

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ кухньӑна ӑшӑнма кайрӑм, повар мана ятла-ятла пӗр турилкке ӑшӑ ҫӗрулми тултарса пачӗ.

Я пошел на кухню погреться и получил от повара нагоняй и тарелку теплой картошки.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сумкинче ҫӗрулми те, йӳҫ кӑшкар та, сухан та — пурте пурччӗ.

картошки, щавеля, луку,

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Йӑмӑка сӗтел хушшинчен хӑваласа кӑларчӗҫ, анчах та эпӗ пурпӗрех ун патне, вӑрттӑн та пулин, ҫӗрулми илсе пырса патӑм.

Ее прогнали из-за стола, но я тайком принес ей картошки.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Каҫсеренех, патак ҫине ҫӗрулми тирнӗ май, эпӗ ун ҫинчен шухӑшлаттӑм.

По вечерам, насаживая на палочки картошку, я часто думал о нем,

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ йӗре-йӗре ҫӗрулми ҫиетӗп.

Я ел картошку и плакал.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӳррипе каласан, хуҫалӑхӗ пирӗн темлех мар-ха: пӗр кӗтесре — ҫӗрулми, тепӗр кӗтесре — чӗкӗнтӗр, купӑста, суханпа тӑвар.

Впрочем, хозяйство было простое: в одном углу чердака лежала картошка, в другом – свекла, капуста, лук и соль.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та эпӗ хамӑн атте патне пӗчӗк чӳлмекпе купӑста шӳрпи, ҫӗрулми илсе кайнӑ чухне ҫав бульвар тӗлӗнче рабочисене валли тунӑ хӳшӗсем ларатчӗҫ, крепость стени ҫумӗнче тырӑ тултарнӑ михӗсем купаланса тӑратчӗҫ, баржа ҫинчен ҫыран хӗррине сарлака хӑмасем хунӑччӗ.

Но в тот день, когда я нес отцу горшок щей в узелке и картошку на месте этого бульвара стояли балаганы, построенные для рабочих; вдоль крепостной стены были сложены пирамидами хлебные кули я мешки; широкие доски перекинуты с барж на берег,

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кунта 207 гектар ҫинче ӗҫлеҫҫӗ, кӗрхи тата ҫурхи тулӑ, урпа, ҫӗрулми ҫитӗнтереҫҫӗ.

Помоги переводом

Палӑртнӑ тӗллевсем пурнӑҫланччӑрах // И.ДАНИЛОВА. Хӗрлӗ ялав, 2019.08.16

Курӑмне хӑйсемех хатӗрлеҫҫӗ кунта, 381 гектар ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче кӗрхи тата ҫурхи тулӑ, урпа, ҫӗрулми, нумай ҫул ӳсекен курӑксем ҫитӗнтереҫҫӗ.

Помоги переводом

Палӑртнӑ тӗллевсем пурнӑҫланччӑрах // И.ДАНИЛОВА. Хӗрлӗ ялав, 2019.08.16

Эпир пынӑ чухне те трактор рулӗ умӗнче ҫӗрулми кӑларатчӗ.

Помоги переводом

Палӑртнӑ тӗллевсем пурнӑҫланччӑрах // И.ДАНИЛОВА. Хӗрлӗ ялав, 2019.08.16

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней