Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кайран вара ӑна кашни кунах кӗртме пуҫларӗҫ, ҫапах ҫӗр айӗнчи шӑтӑкра мӗн пулни ҫинчен калама хушмарӗҫ, чӗрене хумхатса яма пултаракан темӑсене те тивме хушмарӗҫ.
32-мӗш сыпӑк. «Тухӑр! Тупӑнчӗҫ!» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Чӗрене ҫурмалла.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Аса килет мӑнтарӑн Кӗҫтенттинӗ, Аса килет те чӗрене касать, Вӑл йывӑҫран машин туса хӑтланнӑ, — Пӗччен алҫырӑвне камах пӗлет?
«Шаккать юлташӑн чӑвашла машинӗ...» // Петӗр Хусанкай. https://chuvash.org/lib/haylav/7335.html
Ун чух манпа пӗрле туссем пулсассӑн, Эп вӗсене ҫапла тума хушасшӑн: Куҫ хупӑнсан, шух юнӑм сивӗнсессӗн, Чи канлӗ юпӑнчӑ эп витӗнсессӗн, Кӑкӑрӑмран ман чӗрене кӑларӑр, Ҫуратнӑ халӑха тавӑрса парӑр.
«Эп хамӑр Атӑл хӗрринче вилесшӗн...» // Петӗр Хусанкай. https://chuvash.org/lib/haylav/7334.html
Мӗнле чӑтайӑн ӑна чӗрҫи ҫине лартса ҫунан чӗрене ҫемҫетмесӗр!
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
Эпӗ ӑна пуҫласа куратӑп пулин те чӗрене тӳрех кӗрсе ларчӗ.
«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.
Вӗсен кӑмӑлне шута илсе юратнӑ «Хыпара» «Чӗререн чӗрене — чӳрече» рубрикӑпа интервью ярӑмӗ сӗнетӗп.
«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.
Ку тӗл пулу вара тепӗр хут чӗрене хускатса шухӑша авӑрларӗ.
Воркутана вӑркӑнтӑм... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2009,04,18
Уйсем ем-ешӗл тумпа витӗнни чӗрене савӑнтарчӗ.
Уй кунӗ чунсене савӑнтарчӗ // А.Исаева. «Каҫал Ен», 09.06.17
С.Г.Еникеев профессорӑн сӑмахӗсем аса килчӗҫ вара: «Институт пӗтерни эсир чӑн-чӑн агроном пулнине пӗлтермест-ха. Пысӑк тухӑҫ туса илнишӗн пӗрре кӑна мар хӗпӗртесен е тырпула нушаллӑ пухса кӗртнишӗн чӗрене ыраттарсан тин чӑн-чӑн агроном пулатӑн», - тетчӗ вӑл.
Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№
Ӑшӑ сӑмахсемпе, ҫепӗҫ юрӑсемпе ман чӗрене савӑнтарчӗҫ.
Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче пурӑннӑ ҫулсем // Анна Никонорова. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20
Тутарстанра ҫулран-ҫул ырӑ ӗҫсем тӑвакан ҫак ҫыннӑн ытти сӑмахӗсем те чӗрене кӗрсе юлчӗҫ: — Эпӗ савӑнатӑп, пирӗн ентеш Тутарстанӑн ҫеҫ мар, пӗтӗм Раҫҫей ҫӗршывӗн мӑнаҫлӑхӗ пулнишӗн.
Ырӑ ӗҫ пархатара тивӗҫ // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15
Паллах, хӑшпӗр йӗрки кама та пулсан килӗшмессе те пултарӗ, ытла та уҫҫӑн, тӳррӗн, чӗрене витермелле ҫырать вӑл.
Питӗ ҫывӑх, ӑнланма йывӑр Сарпи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№
— «Вӑрман пулӑшу ыйтать» инсценировка хамӑн чӗрене те пырса тиврӗ.
Иртнӗ ҫулла... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№
Пустуй пулмӗ-ши пӗрре тахҫан асапланса лӑпланнӑ чӗрене тепӗр хут ыраттарни?Не напрасным ли будет еще раз растревожить сердце, которое уже однажды пострадало.
Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01
Те юри ман чӗрене ыраттарасшӑнччӗ, те юри вӗчӗрхентересшӗнччӗ.То ли специально хотел сделать мне больно до глубины сердца, то ли специально злил.
Ылтӑн кин // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18
Ҫак сӑмахсем чӗрене кӗрсе юлчӗҫ.
Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№
Ҫӗршывра чапа тухнӑ Юрий Левитан, республикипе паллӑ Авель Харитонов, Серафима Ефимова, Маргарита Кабетова диктор сассисем чӗрене пӗрре мар хумхантарнӑ, хӑпартлантарнӑ.
Шупашкар калаҫать // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№
9. Тӗрлӗ вӗрентӳ, суя вӗрентни хыҫҫӑн ан кайӑр; чӗрене тивлетпе кӑна тӗреклӗлентерме пулать, ӑна мӗн ҫимеллипе мӗн ҫимелле маррине пӗлсе тӑнипе тӗреклӗлентерме ҫук, ҫавна туса никам та усӑ курман-ха.
Евр 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Уншӑн анчах савӑнмастпӑр, хӗн-хур курнишӗн те савӑнатпӑр, пӗлетпӗр эпир: хӗн-хур курни тӳсӗмлӗ тӑвать, 4. тӳсӗмлӗхрен ҫирӗплӗх ҫуралать, ҫирӗплӗх шанӑҫ кӳрет, 5. шанӑҫ намӑса хӑвармасть, мӗншӗн тесессӗн Турӑ пире панӑ Таса Сывлӑш урлӑ пирӗн чӗрене Хӑйӗн юратӑвне янӑ.
Рим 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.