Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чӗрене (тĕпĕ: чӗре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӳррипе калас-ха тата, ҫав самантра ман чӗрене хам тахҫан пӗлнӗ кӑмӑлсӑр туйӑм ҫӳҫентерсе иртрӗ, вӑл туйӑм — хапсӑнассиччӗ ӗнтӗ; «хапсӑнасси» тесе хӑйсах каларӑм эпӗ, мӗншӗн тесен хамран нимӗн те пытармастӑп.

Признаюсь еще, чувство неприятное, но знакомое пробежало слегка в это мгновение по моему сердцу; это чувство — было зависть; я говорю смело «зависть», потому что привык себе во всем признаваться.

Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эх, кунта вара тем пуласран асӑрханса тӑрас шухӑш ман чӗрене ҫурсах ячӗ; пуҫа юн тапса тулчӗ.

О, тут ужасное подозрение закралось мне в душу, кровь хлынула мне в голову!.

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Мӗн чухлӗ ырӑ, туслӑ сӑнсем пӑхса, кулса тӑчӗҫ тӗттӗмлӗхрен, вӗсем темӗн чухлӗ асаилӳ ҫуратрӗҫ, ахаль те тулса ҫитнӗ чӗрене ӑшӑпа тултарчӗҫ!

Сколько славных дружеских лиц смотрело, улыбалось из тьмы, будя воспоминания, наполняя теплом и без того переполненное сердце!

8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Чӑнах та, хӗр питӗ чиперччӗ: ҫуллӗ кӑна, хӳхӗмскер, хир качаканни пек хура куҫӗ чӗрене кӗрсе ӑшӑтатчӗ.

И точно, она была хороша: высокая, тоненькая, глаза черные, как у горной серны, так и заглядывали нам в душу.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

1942 ҫулхи кӗркунне вӑл сӑмаха пӑлханса, чӗрене ыраттарса каланӑ, ӑна хула ҫинчен асӑннӑ пек мар, ҫав тери пысӑк хӑрушлӑха лекнӗ ҫывӑх ҫын ҫинчен асӑннӑ пек каланӑ.

Его произносили осенью 1942 года с тревогой, с болью, о нем говорили даже не как о городе, а как о близком человеке, находящемся в смертельной опасности.

5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Куҫҫулӗсем ӗнтӗ пӗр енчен пунш ӗҫнипе те пулчӗҫ пулмалла, ӑна вӑл хӑй каланӑ хушӑра пилӗк стакан та типӗтрӗ, анчах епле пулсассӑн та, вӑл калав ман чӗрене вӑйлӑнах хускатрӗ.

Слезы сии отчасти возбуждаемы были пуншем, коего вытянул он пять стаканов в продолжении своего повествования; но как бы то ни было, они сильно тронули мое сердце.

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Юлашкинчен каҫ енне кайсан тин ямшӑк хӗрӗнкӗ пуҫпа пӗчченех чӗрене ҫуракан хыпарпа ҫитсе станца пуҫлӑхне: «Дуня ҫывӑхри станцӑран та гусарпа пӗрлех малалла ларса кайрӗ», — тесе пӗлтернӗ.

Наконец к вечеру приехал он один и хмелен, с убийственным известием: «Дуня с той станции отправилась далее с гусаром».

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Вӑл вӗсемпе чи чӗрене пырса перӗнекен сӑмахсемпе сывпуллашнӑ, ашшӗ-амӑшӗ ирӗкӗнчен тухнине ытла хытӑ юратнӑ пирки пулчӗ тенӗ; юлашкинчен вӑл: малашнехи пурӑнӑҫра чи телейлӗ самант — вӑл манӑн хаклӑ атте-аннем мана хӑйсене ӳксе пуҫҫапма ирӗк панӑ кун пулӗ тесе шутлӑп, тесе пӗлтернӗ.

Она прощалась с ними в самых трогательных выражениях, извиняла свой проступок неодолимою силою страсти и оканчивала тем, что блаженнейшею минутою жизни почтет она ту, когда позволено будет ей броситься к ногам дражайших ее родителей.

Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Эпӗ вӗсемпе пӗрле пулманни ҫав тери чӗрене ыраттарать!

Да не будет эта осень омрачена тем, что я не с ними!

Манӑн халал // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Ҫак кунтан пуҫласа, мана кашни кун тенӗ пекех «Тӑватҫӗрмӗшне» илсе кайрӗҫ, вара эпӗ кашнинчех ҫӗнӗрен ҫӗнӗ япаласем — тата йывӑртарах, чӗрене тата хытӑрах ыраттаракан хыпарсем пӗлтӗм.

Начиная с этого дня меня почти ежедневно водили в «Четырехсотку», и всякий раз я узнавал новые подробности – печальные и устрашающие.

IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Мӑнукӑмсен хаваслӑ сассипе чуна килентерес чух чӗрене шӑплӑх типӗтет, — тенӗ Патӑрьел тӑрӑхне пӗрремӗш хут килсен.

Помоги переводом

Нимрен нимӗр турӑмӑр... // Элиза ВАЛАНС. Тантӑш, 2015.07.23, 30 (4444)№

«Мӑнуксемпе савӑнас чух… чӗрене шӑплӑх типӗтет»

Помоги переводом

Нимрен нимӗр турӑмӑр... // Элиза ВАЛАНС. Тантӑш, 2015.07.23, 30 (4444)№

Ҫав услапа тивӗҫлӗ алла памасӑр та сан пата пурӑнма куҫмастӑп тесе миҫе ҫул ӗнтӗ чӗрене ҫунтарса пурӑнать.

Говорит, пока не пристроит его в надежные руки, то жить со мной не будет, а у меня сколько лет уже душа болит.

Тӑххӑрмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Ҫакӑ ял ватӑлса пынин палли – чӗрене ыраттармалли пулӑм.

Помоги переводом

Куҫ пурне те курать // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2019/06/19/%d0%ba%d1%8 ... %82%d1%8c/

Кайран вара ӑна кашни кунах кӗртме пуҫларӗҫ, ҫапах ҫӗр айӗнчи шӑтӑкра мӗн пулни ҫинчен калама хушмарӗҫ, чӗрене хумхатса яма пултаракан темӑсене те тивме хушмарӗҫ.

После этого его стали пускать к Геку каждый день, но предупредили, чтобы он не рассказывал о своих приключениях и ничем не волновал Гека.

32-мӗш сыпӑк. «Тухӑр! Тупӑнчӗҫ!» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Чӗрене ҫурмалла.

Помоги переводом

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Аса килет мӑнтарӑн Кӗҫтенттинӗ, Аса килет те чӗрене касать, Вӑл йывӑҫран машин туса хӑтланнӑ, — Пӗччен алҫырӑвне камах пӗлет?

Приходит на память горемычный Константин, Приходит на память и режет сердце, Он из дерева сделал машину, - Кто же знает одинокую рукопись?

«Шаккать юлташӑн чӑвашла машинӗ...» // Петӗр Хусанкай. https://chuvash.org/lib/haylav/7335.html

Ун чух манпа пӗрле туссем пулсассӑн, Эп вӗсене ҫапла тума хушасшӑн: Куҫ хупӑнсан, шух юнӑм сивӗнсессӗн, Чи канлӗ юпӑнчӑ эп витӗнсессӗн, Кӑкӑрӑмран ман чӗрене кӑларӑр, Ҫуратнӑ халӑха тавӑрса парӑр.

Если со мной вместе тогда будут друзья, Я им хочу наказать сделать так: Если закроются глаза, если быстрая кровь остынет, Если меня накроют самым удобным плащом, Выньте сердце из моей груди, Верните народу, родившему меня.

«Эп хамӑр Атӑл хӗрринче вилесшӗн...» // Петӗр Хусанкай. https://chuvash.org/lib/haylav/7334.html

Мӗнле чӑтайӑн ӑна чӗрҫи ҫине лартса ҫунан чӗрене ҫемҫетмесӗр!

Помоги переводом

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Эпӗ ӑна пуҫласа куратӑп пулин те чӗрене тӳрех кӗрсе ларчӗ.

Помоги переводом

«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней