Поиск
Шырав ĕçĕ:
Халӗ, тӑванӑм, атӑ ҫӗлес ӗҫ — чи пысӑк квалификаци.
16-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӗлетӗн-и эсӗ, вӗсем, атӑ ҫӗлекенсем, мӗнле пысӑк тупӑш илеҫҫӗ!
16-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах Санька унпа хирӗҫме шутламарӗ, атӑ пуҫӗпе ҫӗре чавкаларӗ те аран-аран ҫапла каларӗ:Но Санька не стал с ней спорить, а только поковырял носком сапога землю и с трудом выдавил:
15-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тен, чӑнахах та хулана каймалла пулӗ, Евдокия каларӗшле? — атӑ ҫӗлеме вӗренме.А может, и в самом деле податься в город, в сапожники, как говорит Евдокия?
14-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ вӑт хамӑн Петӗре хулана илсе кайса атӑ ҫӗлекене кӗртесшӗн-ха.Я вот Петра своего в город думаю отвезти, в сапожники определить.
14-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Салтак ҫӗлӗклӗ, сӑрӑ шинель сукнинчен ҫӗлетнӗ курткӑпа пысӑк керзовӑй атӑ тӑхӑннӑ ача пулман пулсан ку мӗнле пӗтесси паллӑ марччӗ.
6-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Санька пуҫӗнчи пилоткине тӳрлетрӗ, атӑ кунчисене туртса хӑпартрӗ, тем пӑхкаласа шыраса ҫыран тӑрӑх утрӗ.
5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Урайнелле столяр инструменчӗсемпе атӑ юсамалли хатӗрсем, темӗнле хутсем вӑркӑнчӗҫ.На пол полетел столярный и сапожный инструмент, какие-то бумаги.
2-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл атӑ тасатать, вара ҫывӑрать, алӑк умӗнче иртен-ҫӳренсем ҫинелле тӑмсайла пӑхкаласа ларать, е, юлашкинчен, ҫывӑхри вак-тӗвек сутакан лавккана кӗрсе ларать те малтан Обломовкӑра, кайран Гороховӑй урамра мӗн тунине тӑвать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кун пирки унӑн хӑй службӑра ӗҫлеме тытӑннӑранпах пӗр ҫирӗп шут пур: «Хырӑмра мӗн пуррине курмӗҫ; анчах пысӑк вӑчӑра, ҫӗнӗ фрак, ҫап-ҫутӑ атӑ — кусем яланах сӑмахлӑ».
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кофе авӑртмалли ал арманӗ шалтӑртатнине, сӑнчӑрти йытӑ сиксе вӗрнине, Захар атӑ тасатнине, сехет пӗр пек шакканине чылайччен итлет вӑл.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тарҫӑран та япӑхрах, теҫҫӗ: халӗ тарҫӑ та кун пек атӑ тӑхӑнмасть, кӗпине те кашни кун улӑштарать.Хуже лакея, говорят: нынче и лакей этаких сапог не носит и рубашку каждый день меняет.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов питӗ васкаса галстук ҫакрӗ, жилетка, атӑ тӑхӑнчӗ те Захара кӑшкӑрса илчӗ:Обломов с необычайной быстротой надел галстук, жилет, сапоги и кликнул Захара.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эсӗ хушса панинчен ытларах унта ҫӳресе атӑ ҫӗтни хакла ларать.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эсӗ, кукша шуйттан, паҫӑр мана каллех тасатман атӑ патӑн: асту, эпӗ сана тем туса хурӑп…«Ты, лысый черт, мне давеча опять нечищеные сапоги подал: смотри, чтоб я с тобой не разделался…»
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хӗрсем ӑҫтан-ха атӑ хывайччӑр?
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Захар вара ӑна кайма пӗр мӑшӑр атӑ ҫӗлеттерсен те ҫитет, тепӗр мӑшӑрӗн тӗпне ҫаптарнипех юрамалла тесе ӗнентерчӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Кунӗ-кунӗпе атӑ хываймастӑн, — мӑкӑртатрӗ Обломов, халат тӑхӑнса, — урасем кӗҫӗтсе тӑраҫҫӗ!— Целые дни, — ворчал Обломов, надевая халат, — не снимаешь сапог: ноги так и зудят!
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эсӗ атӑ та тӑхӑнман-ҫке! — тӗлӗнсе каларӗ Штольц.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ун умӗнче хӑрах чӗркуҫҫи ҫинче Захар ларать, вӑл, апат турилкки тытнӑ пек, тасатман атӑ тытнӑ та тӑхӑнтарма хатӗрленсе, улпут кӗпе тӳмелесе пӗтерессе кӗтет.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956