Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

юратманнине (тĕпĕ: юрат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Кайран ҫав кӗтӳҫе Катюша нихҫан та юратманнине пурте пӗлчӗҫ вара.

— Потом все узнали, что Катюша никогда в жизни не любила этого пастуха…

III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Начальство хӑйне юратманнине пӗлсе тӑрса тата кашни кунах вырӑнтан кӑларса ярассине кӗтсе, вӑл тӑвас ӗҫӗсене тума та пӑрахнӑ.

Зная, что начальство относится к нему плохо, и каждый день ожидая, что его отстранят от работы, он и вовсе перестал что-либо делать.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Анчах эпӗ амӑшӗ пирки каламаншӑн вӑл кӳренчӗ, эсӗ мана ӗненместӗн, эсӗ мана юратманнине эпӗ куратӑп, терӗ.

Но она тотчас же обиделась за то, что я умолчал о матери, как будто не поверив ей, она сказала мне, что видит, что я не люблю ее.

XII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Ҫынсем патне эпӗ питех ҫӳреме юратманнине эсӗ хӑвах пӗлетӗн, халӗ ак татах та ытларах шикленекен пултӑм.

Ты не знаешь, что теперь я еще больше, чем прежде, стал бояться людей.

Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.

Анчах вӑл Петропавловский хӑйне сыхласа ҫӳренине юратманнине пӗлнӗ.

Но он знал, что Петропавловский не любит этого.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Тӑнне ҫухатма патнех ҫитнӗ Ромашов Веткинпа чуптӑвӑшрӗ, пурнӑҫ пушӑлӑхӗпе кичемлӗхне, хӑйне никам та ӑнланманнине тата «пӗр хӗрарӑм» юратманнине — ӑна вара, вӑл камне, никам нихӑҫан пӗлеймӗ — кӳренсе те тарӑхса, ун хулпуҫҫийӗнчен уртӑнса, истерилле куҫҫульпе хыттӑн-хыттӑн макӑрчӗ; Веткинӗ черкке хыҫҫӑн черкке хаплаттарчӗ, вӑхӑтран вӑхӑта ҫеҫ: — Пӗри начар, Ромашов, ӗҫме пӗлейместӗр эсир, — текелерӗ йӗрӗнӗҫлӗ хӗрхенӳпе.

Ромашов, почти потеряв сознание, целовался с Веткиным, плакал у него на плече громкими истеричными слезами, жалуясь на пустоту и тоску жизни, и на то, что его никто не понимает, и на то, что его не любит «одна женщина», а кто она — этого никто никогда не узнает; Веткин же хлопал рюмку за рюмкой и только время от времени говорил с презрительной жалостью: — Одно скверно, Ромашов, не умеете вы пить.

XI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Текех юратманнине тӳп-тӳррӗн те тӗп-тӗрӗссӗн калас вырӑнне эсир мана улталас ҫул ҫине тӑнӑ, манпа вара хӗрарӑм пеклӗн кӑна, пӗр-пӗр ама пеклӗн… усӑ курма шутланӑ, сых ячӗшӗн, лере ӗҫ тухаймасть пулсассӑн.

Вместо того чтобы прямо и честно сказать, что вы меня больше не любите, вы предпочитали обманывать меня и пользоваться мной как женщиной, как самкой… на всякий случай, если там не удастся.

IX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Эпӗ сире йӑпатма килтӗм, — ҫавӑнпа та ӗҫ ҫинчен йӗркипе каласа парӑп, — эпӗ пустуй калаҫма юратманнине эсир пӗлетӗр ӗнтӗ, ҫавӑнпа эсир малтанах лӑпланма пултаратӑр.

Предупредив, что общий результат моего посещения будет утешителен, — вы знаете, я не говорю напрасных слов, и потому вперед должны успокоиться, — я буду излагать дело в порядке.

XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ку вӑл хӑйне хӑех паллӑ пулать, ун ҫинчен пушӑ вӑхӑтсӑр шутламалли те ҫук, халӗ вара пушӑ вӑхӑт мар, халӗ унӑн Верочка ӑна юратманнине хӑй мӗнле туйма пуҫланине пӗлмелле.

Это само собою разъяснится, об этом нечего думать иначе как на досуге, а теперь недосуг, теперь его дело разобрать, из какого отношения явилось в ней предчувствие, что она не любит его.

XXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Вӑл эпӗ кӑмӑлсӑр пулма юратманнине асӑрхарӗ те, пӑшӑлтатса, вӗсен вӑрттӑнлӑхне пӗлтерчӗ, халӗ ӗнтӗ ман хӗрарӑма курсанах кӑмӑл хуҫӑлать, — ҫавӑнпа эпӗ хӗрарӑмсемпе тӗл пуласшӑн мар.

— Она заметила, что я не люблю быть в дурном расположении духа, и шепнула мне такую их тайну, что я не могу видеть женщину без того, чтобы не прийти в дурное расположение духа, — и потому я избегаю женщин.

IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Степа ҫӳҫне кастарма юратманнине пурте пӗлеҫҫӗ-ҫке-ха.

Все знали, как Степа не любил стричься.

23-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Апла эс вӑл сана юратманнине пӗлсен те пӑшӑрханас ҫук, ҫапла вӗт?

ты не расстроишься, когда я тебе скажу, что она тебя тоже не любит.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Эпӗ сире юратманнине эсир тахҫанах пӗлнӗ.

Вы никогда не обманывались в том, что я вас не любила.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Валя ҫӗрле хай ҫине пӑхнине юратманнине, Кораблев «тен юратса пӑхас пулсан?» тесе ыйтнине, унтан кулнине те аса илтӗм эпӗ.

Я вспомнил, что Валя не любит, когда на него смотрят ночью, и как Кораблёв однажды подшутил над ним, спросив: «А если смотрят с любовью?»

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗррехинче эпир ун пирки яра-куна вӑрҫрӑмӑр, вӑл мана хӑй сӑрлама-ӳкерме пачах юратманнине ӗнентерме тӑрӑшрӗ.

Однажды мы спорили с ним об этом целый день, и он уверял меня, что совершенно не любит рисовать.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та манӑн вӑл мана юратнипе юратманнине ҫав тери пӗлес килет.

Но мне очень хотелось узнать, любит ли она меня, или больше не любит.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ халӗ вӑл мана юратнипе юратманнине те пӗлеймерӗм, ун ҫинчен манӑн ҫав тери ыйтас килетчӗ пулин те, ыйтма пултараймарӑм.

Я не знал теперь, любит она меня или нет, и об этом невозможно было спросить, хотя мне все время очень хотелось.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗлетӗн вӗт эсӗ, Катюша, эпӗ алӑка хытӑ хупса ҫӳренине юратманнине.

Ведь ты же знаешь, Катюша, что я не выношу громкого хлопанья дверьми.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл Кораблев хӑш классенче вӗрентнине, шкулта ӑна юратнипе юратманнине те ыйтса пӗлчӗ.

Она интересовалась даже, в каких классах он преподает и как к нему относятся в школе.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Вӑл апли апла та-ха, анчах эсӗ ҫынсем ҫавӑн пек ҫуртсене ҫӗрле ҫеҫ мар, кӑнтӑрла та кӗме юратманнине аванах пӗлетӗн вӗт-ха?

— Положим, что так, а ты знаешь, что никто не ходит мимо этого дома ни днем, ни ночью?

25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней