Поиск
Шырав ĕçĕ:
Агрономӑн питшӑммисем халичченхинчен те ытларах тухса тӑнӑ, путӑк питҫӑмартисенчи тӗксӗм ӳт уҫҫӑнрах палӑрмалла пӗркеленнӗ, те хӗвелпе тӗссӗрленнӗ, те кӑвакарнӑ ҫутӑ куҫхаршисем куҫӗсем ҫине татах ытларах усӑнса аннӑ.
4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Василисӑн пичӗ пӗркеленчӗк, йӑлтӑртатакан куҫӗсем тӗссӗрленнӗ пулсан та, канлӗн те уҫҫӑн пӑхаҫҫӗ, ун пек куҫсем питӗ ырӑ, таса та ӗҫлӗ пурнӑҫа ирттернӗ ватӑ ҫынсен ҫеҫ пулаҫҫӗ.
5. Килте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӑл хӑйӗн тӗссӗрленнӗ хысна мундирне хӑраса щёткӑпа тасатнӑ.Почти благоговейно, сторож чистил веничком свой выцветший казенный мундир.
Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Асламӑшӗ хӑш чухне Кузьмовнӑн тӗссӗрленнӗ кивӗ кофтине тӑхӑннӑ, Серёжа ӑна курсанах хӑйӗн амӑшӗ ҫав кофтӑна тӑхӑнса унпа пӗрле Шамов лавккине кайнине, унта тутлӑ шӑршлӑ хӗрлӗ премӗк илсе панине аса илнӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Хуркайӑка та ҫакӑн пек ят часах, хӗвелпе, тарпа тӗссӗрленнӗ салтак кӗпи тӑхӑннӑ пӗрремӗш ҫын Выселкӑна ҫитсенех, лекрӗ.
Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Иннокентий Данилович маччи ҫинче эсир халӗ те полк пуянлӑхӗн мӗскӗн юлашкийӗсене тупатӑр: ҫаплах тикӗт шӑрши пӗтмен атӑ кунчисем (ҫав тикӗт шӑршине сирӗн сӑмса рота каптеркинче ҫеҫ сисме пултарать); йӗркеллӗ чӗркенӗ обмоткӑсем, ӑшӑ байка пурттенке татӑкӗсем, чӗн пиҫиххисен тӗрлӗ сарлакӑшлӗ те тӗрлӗ тивӗҫлӗ тӑхисем; йӑлтах кивелсе пӗтнӗ шинель йӗннисем ӑшне чикнӗ ик-виҫӗ лапчӑк флягӑ, вӑхӑт нумай иртнипе тӗссӗрленнӗ ик-виҫӗ шинель, вӗсене курсан, салтак пурнӑҫне аса илсе, чӑннипех кичемленсе каятӑн; ҫав мачча ҫинчех эсир 1904 ҫулхи пӗтӗм рота канцелярине тупатӑр: ытти хутсем хушшинче ротӑри пӗтӗм пӗчӗк ҫынсен списокӗ сыхланса юлнӑ, ӑна Иннокентий Данилович Порт-Артур ҫине японецсем тапӑнас умӗн ҫырнӑ.
Хӑйне евӗрлӗ перепиҫ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Вӑл ҫав тери ула-чӑла та начар тумланнӑ: ҫӳҫне хӗрлӗ сетка витсе тӑрать, тӗссӗрленнӗ сенкер атлас кӗпи кӑкӑрне хӗсет, шведски текен хулӑн перчетки шӗвӗр чавси патнех ҫитет; ара, ӑҫтан пӗлтӗр-ха вӑл, мӗнле те пулин бергамӑри кӗтӳҫӗн хӗрӗ, Париж камелийӗсем мӗнле тумланнине!
XXXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Хороводькӑна Лида, Развалихин тата икӗ комсомолец сырӑнса илеҫҫӗ, вӑл алӑка хупать те, тӗссӗрленнӗ куҫхаршисене пӗркелентерсе, ҫапла пӗлтерет:
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ҫурт хыҫӗнче симӗс сӗвек сӑрт, ун хӗрринче сӑрӗ кайнипе тӗссӗрленнӗ пӗчӗк часовня.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Унӑн тӗксӗм, ырхан мӑйне шултӑра та тулли виҫӗ рет шӑрҫа ыталанӑ; кӑвакарнӑ ҫӳҫпе витӗннӗ пуҫне вӑл хӗрлӗ пӑнчӑллӑ сарӑ тутӑр ҫыхнӑ; унӑн тутӑрӗ тӗссӗрленнӗ куҫӗсем ҫине аннӑ.
Ял // Василий Хударсем. Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 28–31 с.
Ҫак Тимофеич, хастар та ҫаврӑнӑҫуллӑ старик, тӗссӗрленнӗ сара ҫӳҫлӗскер, ҫилпе хӗрелнӗ сӑн-питлӗскер, пӗрӗннӗ куҫӗсенче вӗтӗ куҫҫуль тумламӗсем тӑраканскер, сарӑрах-кӑвак сукнаран ҫӗленӗ, чӗн пиҫиххи татӑкӗпе пилӗкрен ҫыхнӑ кӗске тумтир, тикӗт сӗрнӗ атӑсем тӑхӑннӑскер, Базаров умне кӗтмен ҫӗртен тухса тӑнӑ.
XVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Кивелнӗ сарӑ платье тӑхӑннӑ, мӑйне тӗссӗрленнӗ тутӑр ҫыхнӑ хӗрарӑм пӗчӗк турилккепе сӗт илсе кӗчӗ те кушак ҫури умне лартса пачӗ.
IV // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Кивӗ черкаскӑллӑ Теракпа Кубань казакӗсем темиҫе ҫын, Великокняжески станицӑран килсе лекнӗ икӗ калмӑк, пӗҫ кӑкӗ таранах вӑрӑм сунарҫӑ аттиллӗ латышпа йӑрӑмлӑ тельняшкӑсем, хӗвелпе тӗссӗрленнӗ бушлатсем тӑхӑннӑ пилӗк матрос-анархист Фомин бандинчи ахаль те ула-чӑла йыша пушшех те тӗрлӗ тӗс кӳрсе чӑпарлатнӑ.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Йӑваш ҫил сарӑхса тӗссӗрленнӗ курӑка ним сасӑсӑр хускатса чӳхентерет, Таврара кайӑк сасси те, тыркас шӑхӑрни те илтӗнмест.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл темскер каласшӑнччӗ, анчах Мишка итлесшӗн пулмарӗ, тӗссӗрленнӗ симӗс гимнастерки ҫинчен ҫыхнӑ чӗн пиҫиххине тӗкӗр умне пырса тӳрлетрӗ те хутор Советне тухса утрӗ.
IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Чӑланта вӑл темле ӑнсӑртран пӗр витре шур сӑрӑпа ультрамарин тупрӗ те ҫавӑнтах кивелсе тӗссӗрленнӗ чӳрече хупписене сӑрлама шут тытрӗ.
III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пӗве патӗнчен вӑл — тавҫӑруллӑ та ӑслӑ хуҫа пек — лашине уттарса кайрӗ, анчах тепӗртакран Аксинья еннелле пӑхса илчӗ те, тӗссӗрленнӗ кӑвак кӗпине ҫурӑм хыҫӗнче вӗрсе хӑпартнӑ пек хӑмпӑлчлантарса, сиккипе тӗпӗртеттерсе кайрӗ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Сергей вӗсен тӗссӗрленнӗ хыҫӗсене пӑхса тухрӗ.
2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Дарьйӑн кӑштах кӳпчесе тӑртаннӑ пичӗ, шывра тӗссӗрленнӗ тӗксӗм ҫутӑ куҫӗсем темле юттӑн та хатаррӑн курӑнаҫҫӗ.
XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Наталья арчаран хӗвелпе тӗссӗрленнӗ симӗс пакунсем кӑларчӗ.Наталья достала из сундука выгоревшие на солнце защитные погоны, спросила:
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.