Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хуйхӑллӑ, куҫӗсенчен куҫҫуль тумлать.
II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Шыв тумлать, тусӑм, шыв!
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Хутран-ситрен страници ҫине куҫҫуль тумлать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Супӑнӗ тумлать…
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Караслӑ пыл тумлать сан тутусем ҫинчен, савниҫӗм, пылла сӗт сан чӗлхӳ айӗнче…— Сотовый мед каплет из уст твоих, невеста, мед и молоко под языком твоим…
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Вӑл унӑн ури тӗлӗнче ларать иккен, витӗнкӗҫ хӗррине йӑвалать, куҫӗнчен куҫҫуль тумлать.Он сидел у нее в ногах, теребил кромку одеяла, по лицу его текли слезы.
34-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Эпӗ фашист-и? — кӳренӳллӗн ыйтрӗ Женя, хӑйӗнчен ҫаплах шыв тумлать.— Я фашист? — жалобно спросила Женя. Вода с нее текла просто ручьем.
Иккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Лашан резина евӗрлӗ хура тутисенчен курӑк тӗслӗ симӗс кӑпӑк тумлать.Травянисто-зеленая пена капала с черных, как бы резиновых губ.
III. Ҫеҫенхирте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Эпӗ йӗретӗп те куҫҫулӗм тӳрех унӑн хӗвелпе пиҫӗхсе хӑйпӑнкаланӑ сӑмси ҫине тумлать.Я плачу, и слёзы падают прямо на его загорелый, облупившийся нос.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӗр тӗлте шыв пӑтлатса тумлать.
3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Патак, патак, патак… перо шӑхӑрать, патак, хут ҫине чернил тумлать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тӗрӗссипе, ку — ухмахланса хӑтланни ҫеҫ, мӗншӗн тесен юн — пур ҫӗрте те, вӑл пӳрнесен вӗҫӗсенчен те тумлать.Собственно, это бесполезно, потому что кровь всюду, течет по лицу, каплет даже с кончиков пальцев.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Мӑкӑртаткаласа, вӑл хӑйӗн комбинезонне силлесе тасатрӗ; ӗнсине хыҫса илчӗ те осколкӑсем чӗрпӗклесе хуҫса пӗтернӗ хурӑн ҫине пӑхса, пуҫне пӑркаларӗ; хурӑн вулли тӑрӑх ҫутӑ сӗткен шывӗ шӑпӑртатса юхнӑ та — мӑкланнӑ хуппи тӑрӑх ҫӗр ҫинелле тумлать, вӑл, куҫҫулӗ пекех, ҫутӑ та витӗр курӑнать.
19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вучахра сивӗнекен чулсем шартлатса илкелеҫҫӗ, сайра-хутра ҫеҫ шӑрчӑк хуллен чӗриклетсе илет, ҫӗрпӳрт ҫийӗнче ватӑ хырсем лӑпкӑн та пӗр евӗрлӗн кашлаҫҫӗ, алӑк умӗнче, тулта, йывӑр тумла патлатса тумлать.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӗсен тумтирӗсенчен шыв тумлать, анчах кашниех манпа пӗр пек инкек куракан юлташсем пур хӑть, тесе хӗпӗртерӗҫ.Мокрые хоть выжми, но и то уже казалось им хорошо, что они терпят беду все вместе.
16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
5. Савнийӗме уҫса кӗртмешкӗн вырӑн ҫинчен тӑтӑм, аллӑмран мирра тумлать, алӑк хӑлӑпӗ ҫине пӳрнемсенчен мирра тумлать.
Юрӑ 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫураҫнӑ пикеҫӗм, чӗлхӳ-ҫӑварӑнтан караслӑ пыл тумлать; чӗлхӳ айӗнче те — пыл та сӗт-ҫке санӑн, Ливан тӑвӗ ырӑ шӑршӑ сарнӑ пек, ҫипуҫу санӑн ырӑ шӑршӑ сарать!
Юрӑ 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эсӗ ҫӗр ҫине килсе пӑхатӑн та шывшӑн антӑхнӑскерне ӗҫтеретӗн, ӑна иксӗлми тулӑхлӑ тӑватӑн: Турӑ ҫырминче туп-тулли шыв; Эсӗ тырӑ-пулӑ хатӗрлетӗн — Эсӗ ҫӗре ҫапла пахалатрӑн; 11. унӑн суха кассисене шӑваратӑн, муклашкисене вататӑн, ӑна ҫумӑр пӗрчисемпе ислететӗн, унти ӳсентӑрана пиллетӗн; 12. Эсӗ ҫу кунӗсене ырӑлӑх кӳретӗн, Санӑн сукмакусенчен ҫу тумлать, 13. пушӑ кӗтӳлӗхсем ҫине юхса анать, вара сӑртсем савӑклӑх тумне тӑхӑнаҫҫӗ; 14. ӗнтӗ улӑхсен тумӗ те — кӗтӳсем, айлӑмсене тырӑ хупласа илет, хавассӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра илеҫҫӗ, юрлаҫҫӗ.
Пс 64 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.