Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

асӑрхасан (тĕпĕ: асӑрха) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Черемисинов каялла ҫаврӑнчӗ, такама чышкӑпа юнарӗ, хыҫалта инҫе те мар вырӑс юлан учӗсем сиккипе килнине асӑрхасан шӑлне ҫыртса хӑйӗн воинӗсем хыҫҫӑн чупрӗ.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иккӗмӗш кунӗнче хӗр ача ӑна асӑрхасан тата тепре кӗрсе тарчӗ, ма хӑратӑн тесен те каялла ҫаврӑнса пӑхмарӗ.

Помоги переводом

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иртерех кил, — сӑмах хушрӗ амӑшӗ тӗпел кукринчен, Ҫинук тухса кайма тӑнине асӑрхасан.

Помоги переводом

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Хӳри вӑрӑмраххине асӑрхасан иккӗленмен: больницӑра - тилӗ!

Помоги переводом

Йӑпшӑнчӑк тилӗ, ан пыр ҫывӑха! // Юрий МИХАЙЛОВ . «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 7 с.

Арӑмне асӑрхасан Михапар ӑна хирӗҫ утса пычӗ, ҫынсем курасран вӑтанкаласа ӑна ыталанӑ пекки турӗ.

Заметив жену, Михабар пошел ей навстречу и, стесняясь приятелей, слегка приобнял.

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Микулайпа Укка пӗр-пӗрин патнелле ӑнтӑлнине сиссен (сисӗмлӗ ҫын ӑна сисмесӗр, куҫ пурри — курмасӑр тӑма пултарайман), икӗ ҫамрӑк пӗр-пӗриншӗн хыпса ҫуннине асӑрхасан Микулай ытлашши ӑслах маррине туйса илӗ те Укка — унран сивӗнӗ тенӗ Михапар.

Когда Михабар заметил (а не заметить этого, имея глаза и разум, было невозможно), что Мигулай и Укка неравнодушны друг к другу, он не стал этого выказывать, надеясь, что Укка сама поймет, что Мигулай не очень-то умный человек, и охладеет к нему.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Анчах, пӳртре нимӗҫсем пуррине асӑрхасан, вӑл шӑлне ҫыртнӑ, пӗр сас-чӗвӗ кӑлармасӑр выртнӑ.

Помоги переводом

Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.

Плуг тытса пыма тата шыв йӑтма колхозран ятарласа уйӑрса панӑ ҫамрӑк ача хӑй ҫине тӗлӗнсе пӑхса тӑнине асӑрхасан, вӑл ӑна та, трактор пӑсӑлнӑ тесе яла хӑваласа ячӗ.

Помоги переводом

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӑҫта та пулин пӗр-пӗр хӗрарӑм кӗвентепе икӗ витре йӑтса иртнине асӑрхасан вӗсенчен кашни ун ҫине нумайччен сӑнаса пӑхать — ун арӑмӗн утти мар-и ку, йӑнӑшпа ун арӑмӗ килсе тухман-и ҫак таврана?

Помоги переводом

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Симптомсене асӑрхасан пӗр тӑхтамасӑр тӗрӗсленӗр.

Не игнорируйте подозрительные симптомы, проверьтесь!

48-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хӑш-пӗр килӗшмен япаласене асӑрхасан чӗлхе ҫыртма тивӗ.

О некоторых недовольствах стоит промолчать.

29-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Урамра хирӗҫнине асӑрхасан унта на хутшӑнӑр.

Не ввязывайтесь в уличные споры.

7-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Нияз Урасмета асӑрхасан юрлама чарӑнчӗ те ясак пуҫтарас ӗҫ мӗнле пыни ҫинчен ыйтрӗ.

Помоги переводом

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупая асӑрхасан Эрнепи икӗ хутӗнче те пуҫне пӗкрӗ те курмӑш пулса иртсе кайрӗ.

Помоги переводом

5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗччен ашкӑнкаласа пынӑ Нухрат малтанах ӑна курсан савӑннӑ пек те пулчӗ, анчах Урасмет мӑрсапа пӑртак калаҫсанах лашине чарса Нухрата кӗтме тытӑннине асӑрхасан хӗр ача тутине усрӗ.

Помоги переводом

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай ун ҫине сиксе ӳкме хатӗрленсе чышкисене чӑмӑртарӗ, лешӗн ҫумне тепӗр тутар ачи пырса тӑнине асӑрхасан ҫеҫ лач! сурса айккинелле пӑрӑнчӗ.

Помоги переводом

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсем сарай еннелле утнине асӑрхасан, артистсем те унталла чупрӗҫ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вылякансем хушшинче хӑйӗн хушамачӗ те пуррине асӑрхасан, лӑпланчӗ, чылаях киленчӗ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Карниза асӑрхасан ун патнелле шуса ҫитрӗ; аллисем ҫине-ҫинех хӑрӑк туратсен хушшине кӗре-кӗре анаҫҫӗ, урисем туратсенчен лекмессерен туртса ыратаҫҫӗ.

Заметив карниз, она поползла к нему, иногда проваливаясь руками среди хвороста и замирая от острой боли в ногах, когда ее раны касались сучьев.

XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Нимӗн те тӗшмӗртмен хӗр валли темӗн тӗрлӗ инкек-синкек тупса хунине асӑрхасан Детрей кӑштах сӗвӗрӗлчӗ те хушса хучӗ:

Заметив, что накликал изрядное число несчастий для ничего не подозревающей девушки, Детрей несколько остыл, добавив:

XVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней