Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах ҫу иртсе кайнӑ, туйсем тумалли вӑхӑт — хӗл килсе ҫитнӗ, ывӑлӗ ҫаплах-ха авланас пирки сӑмах хускатман.Но прошло лето, настала зима — пора свадеб, а сын так и не заводил разговора о женитьбе.
IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— Ҫур ӗмӗре кимӗ ҫинче ирттертӗм, хамран хам хӗрхенсех, авланас тесе, тӗрлӗрен йывӑр ӗҫре укҫа пухнӑччӗ; халӗ ак, вӑл, юриех тенӗ пек, вилсе выртрӗ, — тесе куҫҫулӗ юхтарса каларӗ вӑл.
Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.
— Пӗлетӗп, — терӗ Бьюмонт, вара авланас каччӑпа качча каяс хӗр хушшинче мӗнле сцена пулма пултарать, ҫавӑ пуҫланса кайрӗ, ыталашусемпех.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кунта Дмитрий Сергеич чӑтса тӑрайманнипе хӑйӗн авланас вӑхӑчӗ ҫывхарса ҫитни ҫинчен персе ячӗ.
XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Авланас тӗлӗшпе вара ҫапла: сирӗн вӑхӑт — виҫӗ талӑк — ытла нумай вӑл: Нюркӑна ыранах ертсе килетӗп.А что касаемо женитьбы, то срок ваш — трое суток — дюже большой: завтра же приведу вам Нюрку в дом.
XXVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Эпӗ ҫав юратуран ӗмӗр тӑршшӗпе пӑрӑнса ҫӳренӗ, манӑн вилнӗ атте ирӗксӗрлемен пулсан — эпӗ ӗмӗр авланас ҫукчӗ, халӗ акӑ, кур та савӑн ӗнтӗ, ун ҫинчен юмахласа лар.
XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Авланас пирки пуҫа ӑнсӑртран килсе кӗнӗ шухӑш ӑна кулӑшла та тӑрлавсӑр пулнӑн туйӑннӑ пирки вӑл аллине ҫеҫ сулчӗ те хуторалла ҫӑмӑллӑнах утма пуҫларӗ.
IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Хӑй ӑшӗнче вӑл Макар ҫапла калаҫнӑшӑн, Макар унӑн хуйхи-суйхине ӑнланса ӑна ырӑ сӑмах калас вырӑнне савӑнса ӳкнине кӑтартнӑшӑн тата, Андрей шухӑшӗпе, авланас пирки ниҫта юрӑхсӑр сӑмахсем каласа тултарнӑшӑн, ун ҫине хытӑ кӳренчӗ.
32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫак ыйтусем ӑна тахҫантанпах час-часах пӑшӑрхантарнӑ, ҫавӑнпа ӑна хусах пурнӑҫ хӑратман; илеме ҫывӑх курса чӗре сикме пуҫласан, вӑл авланас шут тытман.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Сирӗн улпут авланас тенӗ пулсан, халиччен хӗр тупаймӗччӗ-и, тенӗ; анчахрах Самойлӑна куртӑм та, вӑл ҫак хыпара пӗлсен, мӗнле туй пултӑр-ха, тесе кулчӗ, тенӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов калаҫма чарӑнчӗ те, авланас ӗҫ питӗ кансӗрри ҫинчен калани Захара шухӑшлаттарать-и-ха тесе, тарҫи ҫине пӑхрӗ.Обломов остановился и посмотрел, действует ли на Захара это изображение неудобств женитьбы.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кунран-кун вӑйлӑрах ҫирӗпленсе пычӗ авланас шухӑш ман чунра, юлашкинчен вара эпӗ ҫак япала обществӑна чӑрсӑррӑн хирӗҫ тӑни иккенне те курми-туйми пултӑм.
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Тепри ман вырӑнта княжнана качча тухма ҫеҫ сӗнӗччӗ, анчах авланас тени мана темле юмахри пек тыткалать: эпӗ хӗрарӑма темӗнле хӗрӳллӗ юратсан та, вӑл мана хӑйне качча илмеллине кӑшт систерсенех, — сыв пул вара юрату!
Июнӗн 14-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эпӗ, чӑнах та, княжна хыҫҫӑн пӑртак ҫӳрекеленӗ те ҫавӑнтах ӑна пӑрахнӑ, мӗншӗн тесен авланас теместӗп-ха, хӗртен куласси вара ман ӗҫ мар.
Июнӗн 12-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Хуть те мӗн тӑвӑр, манӑн авланас килмест, эпӗ авланмастӑп та.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Вара сирӗн авланас текен каччи ҫав, килне кӗрсе тарни, халӗ те ҫын патне тухма хӑраса лараканни пулчӗ-и?Получается, у вас жених тот, который убежал, как только увидел меня и до сих пор боится выйти к нам?
Тӑваттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Авланас пулать сан часрах, юлашки ӑсу тарса кайиччен, ак мӗн калатӑп сана…Жениться надо тебе, пока полностью не обезумел, вот что я скажу…
Виҫҫӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
А вӑл сан нихӑҫан та авланас темӗ те…
Пӗрремӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
— Ну, ҫапла, авланас тетӗп.
Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.
Авланас пулать сан, ҫамрӑк соблазнитель.
Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html