Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Ку манӑн кӳршӗ тата тус Анзор Абдулахович…
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
«Эсӗ килни пит аван-ха, ку кӳршӗ ҫынни мана чылай йӑлӑхтарчӗ ӗнтӗ…»«Вот хорошо, что ты приехал, а то этот сосед изрядно мне надоел…»
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Вӑл кӳршӗ хӗрарӑмӗ патне пӑрӑҫ илме кайрӗ, эпӗ тӗк тататӑп, — унӑн хӗсӗк куҫӗсем хӑравҫӑллӑн йӑлтӑртатса илчӗҫ.— Она ушла к соседке за перцем, а я общипываю… — его узкие глаза боязливо заблестели.
XX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Лини тума Родниковски ҫыннисене хушсан лайӑхрах пулассӑн туйӑнчӗ ӑна: халӑхӗ хастар та вӗри, — вӗсене пулӑшма кӳршӗ станици ҫыннисене уйӑрас.
IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫырма патне ҫитсен хайхи ҫын, ӑна лартса килекенни, кӳршӗ ялалла пӑрӑнса кайрӗ.Доехав до речки, этот человек, который ее подвез, повернул в соседнюю деревю.
VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Кӳршӗ ялсенчен килнӗ хресченсем килӗсене саланса пӗтнӗ.
Ялти спектакль // Николай Сандров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 53–70 стр.
Кимӗ ыйтма кӳршӗ яла кӗчӗҫ, анчах унта та мӗнпур кимӗсене малтанах йышӑнса пӗтернӗ иккен.
Ялти спектакль // Николай Сандров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 53–70 стр.
— Ку — пирӗн кӳршӗ, Ян Эр-сао, вӑл пирӗнпе чалӑшла пурӑнать, доуфупа сут тӑвать.— Ведь это тетка Ян, что живет через улицу, наискосок от нас… доуфу торгует.
Тӑван ял // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 17–30 стр.
Кӳршӗ ачисем, эпир хаваслӑн кулнине илтсен, лавкка патне чупса пыратчӗҫ те Кун И-цзине сырса илетчӗҫ.Случалось, соседские мальчишки, заслышав смех, сбегались к кабачку и окружали Куна.
Кун И-цзи // Хӗветӗр Уяр, Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 3–12 стр.
Чӑнкӑ пусма тӑрӑх, пӗр харӑс утса, рет хыҫҫӑн рет, мӑйӗсене виҫӗ кӗтеслӗ галстуксем ҫыхнӑ арҫын ачасемпе хӗрачасем Володя Дубинин ячӗпе тӑракан шкулти тата кӳршӗ дружинӑсенчи пионерсем анаҫҫӗ.
Володя урамӗ (Эпилог) // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Кӳршӗ арӑмӗ Алевтина Марковна хӑйне килӗшӳсӗр тыткалама пуҫланӑ: хӑш чух виҫ-тӑват кун ҫухалса пурӑннӑ, унтан темӗнле чемодансемпе ҫыхӑсем йӑтса каялла таврӑннӑ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Хӑй, кӳршӗ евӗр, хӑнана килсе кайнӑ пекех пулчӗ, — Володя шухӑшне сиснӗ пек каларӗ амӑшӗ, — халӗ пурте паллӑ ӗнтӗ…
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Володя пит-куҫӗ хӗрелсе кайнине туйрӗ, вӑл кӳршӗ арӑмне темскер кӑшкӑрасшӑнччӗ, анчах аппӑшӗ ҫине пӑхса илчӗ те, хӑйне алла илсе, ним шарламасӑр хӑй сӗтелӗ патнелле утрӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Паян вӑл, ялан хӑйпе пӗрле киле таврӑнакан кӳршӗ ачисем шкултан тухса каясса юри кӗтсе тӑчӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Володя куҫ хӗррипе хулпуҫҫи урлӑ пӑхрӗ те, хваттерти кӳршӗ хӗрарӑмӗ, мӑнтӑр ҫӗвӗҫӗ Алевтина Марковна тӑнине курчӗ; ачасем ӑна «ватӑран тунӑ Алевтина» тесе чӗннӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ирхине Ваня пер кӳршӗ ачипе — унӑн ашшӗ аптекӑра ӗҫленӗ — хӑйӗн шпулькипе вӗҫекен шӑвӑҫ ҫаврашкине ҫӗмӗрӗлнӗ термометрпа улӑштарчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Цзинь-пу пӳлӗмне кӗнӗ чух леш кӳршӗ ҫынни, «Байдичэнь хулинче» тесе мӑкӑртатаканни, картишӗнче шӑл-ҫӑварне чӳхесе тӑнине курчӗ — апла-тӑк, вӑхӑт пит ирех те мар-мӗн.
Пӗртӑвансем // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 115–130 стр.
Ҫак ним шухӑшсӑр сасса илтсен, Чжан Пэй-цзюнь чӗринче тарӑху вӗресе хӑпарчӗ, вӑл кӳршӗ ҫыннине вӑрҫса тӑкма та хатӗрччӗ, ҫав вӑхӑтра хунарпа ҫутатса килекен тарҫӑ курӑнчӗ.
Пӗртӑвансем // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 115–130 стр.
Шӑрӑхран ниҫта кайса хӑтӑлма май ҫук пулин те, арбан сулхӑнӗнче вӑрӑмтунасем кӗтӗвӗпе хӗвӗшнине тата арҫын ачи, ҫаврӑнкаланӑ май, хӑйне тӗрткеленине пӑхмасӑрах, Марьяна тутӑрне пуҫӗ ҫине туртса витсе ҫывӑрса каймах пуҫланӑччӗ, сасартӑках кӳршӗ хӗрӗ Устенька ун патне чупса килчӗ те, арба айне чӑмса, Марьянӑпа юнашар выртрӗ.
XXX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Кӳршӗ арӑмӗсем, ахаль чухне унпа ытла ӑшӑ кӑмӑллах пулманскерсем, халӗ ӑна сывлӑх суннӑ тата ун патне хӑшӗ кӑкшӑмпа чихирь, хӑшӗ каймак, хӑшӗ ҫӑнӑх илсе пынӑ.
XXVIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.