Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑмӑр сăмах пирĕн базăра пур.
хӑмӑр (тĕпĕ: хӑма) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑн хыҫҫӑн суранланнӑ вырӑна хӑмӑр кӗсен витсе илчӗ те, халӗ вӑл, ӳте туртӑнтарса, урана ирӗклӗн хуҫлатма кансӗрлесе ҫӳрет.

Ранку затянуло коричневым струпом, — он-то, стягивая кожу, и препятствовал вольно сгибаться ноге.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Наталья кӑвар пек хӗрелсе кайрӗ, килтисем умӗнче аванмарланнине ҫӗнтерсе, Григорий ҫумне ларчӗ те ун ҫине вӗҫӗмсӗр телейлӗ куҫӗсемпе савса пӑхрӗ, кушӑрхаса пирченӗ вӗри аллипе вӑрахчен унӑн хӑмӑр ӳтлӗ типшӗм аллине ачашларӗ.

Наталья зарделась, преодолевая смущение перед своими, подошла к Григорию, села около, бескрайне счастливыми глазами долго обводила всего его, гладила горячей черствой рукой его сухую коричневую руку.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Григорий сӑрт тӗмески ҫинченех Дона асӑрхаса илчӗ: авӑ сӑсар тирӗ тӗслӗ сарӑ хӑмӑр хӑмӑшпа витӗннӗ Хӗрарӑм кӳлли; ав ӗлӗкхи типӗ тирек, — анчах Дон урлӑ вара пачах урӑх тӗлтен каҫса ҫӳреме тытӑннӑ-мӗн.

Григорий с бугра кинул взгляд за Дон: вон Бабьи ендовы, опушенные собольим мехом камыша; вон сухой тополь, а переезд через Дон уже не тут, где был раньше.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хуҫине хӑй ҫывӑхнех ярать вӑл, ун аллинчи йӗвен ҫине хӑмӑр кӑвак куҫӗпе чалӑшшӑн пӑхса илет те унтан каллех, ҫурӑмне авса хурса, урӑм-сурӑммӑн тапса сикет.

Подпускал хозяина, косил фиолетовый глаз на уздечку в его руках и вновь вытягивал спину в бешеном намете.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗлӗтелле ҫӗкленнӗ хӑмӑр юпа унти ҫынсене самантрах шӑлса кайрӗ; снаряд алтса хӑварнӑ пысӑк шӑтӑк тӗлӗнчи тӗтӗм вӑраххӑн хухса сирӗлчӗ.

Бурый столб разрыва разметал людей, над воронкой, опадая, рассасывался дым.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл кукленсе ларчӗ, пӑхрӗ те — карта хыҫӗнчи кӑвак кӗлеткесем йӑшӑлтатса куҫма чарӑннине курчӗ; кӗҫех унтан пӗр виҫеллӗн персе тӑма пуҫларӗҫ; пульӑсем, тӗтреллӗ тӳпен хӑмӑр шӑналӑкне курӑнман шӑтӑксемпе шӑтарса, пуҫ ҫийӗн вӗҫе-вӗҫе иртрӗҫ.

Она присела, увидела, как за изгородью стихло движение, а через минуту оттуда размеренно забились залпы, и, высверливая невидимые дыры в хмарной парусине неба, потекли над головами пули.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Утти тӑрӑн-тӑрӑн, хӑюллӑ; кӗрнеклӗ кӗлеткинче, хӑмӑр куҫӗсем ҫын ҫине уҫҫӑн та тӳррӗн тинкерсе пӑхнинче хӑйне мӑнаҫлӑ тыткалани сисӗнет; ҫаксем йӑлтах ӑна полкри ытти офицерсенчен уйӑрса тӑраҫҫӗ.

Энергическая походка, самоуверенность в осанке и в открытом взгляде карих глаз отличали его от остальных офицеров полка.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тен, пӗтӗм секречӗ ҫакӑнта пулӗ: кӗрхи каштан ҫулҫи тӗслӗ эпир пӗлекен плащ вырӑнне Рубцов-Емницкий халӗ хӑмӑр кӗрӗк тӑхӑннӑ, ҫул ҫӳренӗ вӑхӑтра тусӗсем тупса панӑ пулас; урисенче ун, эпир пӗлекен ҫемҫен, пӗр сасӑсӑр пусакан пуклак сӑмсаллӑ парусин атӑ вырӑнне хулӑн каучук тӗплӗ, хӗрлӗ сӑранпа сӑрнӑ фетр кӑҫат пулнӑ; Украинӑри пек тӗрленӗ кӗпе урӑх илемлетмен ӗнтӗ ун кӑкӑрне, халӗ ун ҫинче ахаль кӑна гимнастерка пулнӑ; пуҫне улӑм картуз мар, хура пӗтӗркке тиртен ҫӗленӗ кепка тӑхӑнса янӑ, кепка сӑмси ҫине кӑвак куҫлӑх ҫакнӑ.

Может быть, вся загадка скрывалась в том, что вместо хорошо нам известного плаща под цвет осенних листьев каштана Рубцов-Емницкий надел коричневый полушубок, который раздобыл, очевидно, во время поездки у своих новых приятелей; что на ногах у него не было знакомых нам парусиновых сапожек с тупыми носками, которые уж очень мягко и неслышно ступали по земле, а были фетровые валенки на толстой каучуковой подошве, обшитые красной кожей; что не вышитая на украинский манер сорочка украшала его грудь, а обычная гимнастерка; что на голове вместо соломенного картуза ловко сидела кепка из черной смушки с нацепленными над козырьком темно-синими очками.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Шурӑ шел тутӑрпа ҫавӑрса ҫыхнӑ кӗрен пичӗ, пысӑк хӑмӑр куҫӗсем унӑн уйӑх ҫутинче темле шиклӗ савӑнӑҫпа ҫутӑлса тӑнӑ.

Ее смуглое лицо, завязанное белым шелковым платком, большие темные глаза светились тревожной радостью.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӗсен хыҫӗнче темле хура хӑмӑр мӑйӑхлӑ ҫамрӑках мар арҫын ларать.

За спинами у них — пожилой дядько с усами какой-то гнедой окраски.

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Анфисӑн пичӗ-куҫӗ тӗксӗмленни те, ҫӳлти тутипе янаххи ҫине чӗкеҫ шатри тухни те, унӑн хӑмӑр куҫӗсем кулӑшларах та кӑмӑллӑрах пулни те, вӑл тӑртанса илемленни те — пурте Ҫемене савӑнтарнӑ.

Его радовало и то, что у Анфисы потемнело лицо и появились серые пятнышки на верхней губе и на подбородке, и то, что ее глаза как-то смешно округлились и сделались еще ласковее, и то, что вся она и пополнела и похорошела.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кӑмӑллӑ хуҫа арӑмӗ сӗтел ҫине пӗр ҫатма та пӗтнӗ арбуз вӑрри лартса панӑ, пит лайӑх ӑшаланӑскерӗн мӑйӑр пек шултра тӗшши хӑмӑр хупӑран хӑех шӗкӗлченсе тӑнӑ…

Приветливая хозяйка ставила на стол жаровню гарбузовых семечек, поджаренных так искусно, что крупные, величиной с орех, зерна сами выскакивали из подпаленной коричневой скорлупы…

XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Е тӗттӗм ҫырӑ, е ҫутӑ хӑмӑр куҫӗсем пӗр вӑхӑтрах савӑнӑҫлӑ та, хурлӑхлӑ та пулнӑ.

Темно-серые, они казались одновременно и веселыми и грустными.

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Иртнӗ каҫ ахӑртнех таҫта чӑтлӑх вӑрманта ҫӗр каҫнӑ пулас, — шинель аркисем ҫумӗнче хӑмӑр тикенек йӗпписем шӑртланса тӑраҫҫӗ.

На полах шинелей щетинились коричневые кожушки череды, — видно, валялись эту ночь в лесу, в зарослях.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тӗкӗсене шӑртлантарса хунӑ хура кайӑксене аса илтерекен юлан утҫӑсем лапсӑркка ҫӗлӗкӗсене сӑмсисем ҫине антарса лартнӑ; вӗсем ҫулланса тӑракан хӑмӑр ӳтлӗ пичӗсене пашлӑкпа кӗптенӗ те йӗнерсем ҫинче шӑнса кӳтнӗ пек хутланса пыраҫҫӗ.

Всадники, похожие на нахохленных черных птиц, ехали, надвинув высокие папахи, зябко горбились в седлах, кутали в башлыки маслено-смуглые лица.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Корнилов тӗтреллӗ куҫӗсемпе таҫта аякка, Днепр леш еннелле, вырӑнӗ-вырӑнӗпе сарӑ хӑмӑр вар-улӑхсем ҫурса кайнӑ сӑртсем ҫинелле тӗмсӗлсе пӑхать.

Затуманенный и далекий взгляд Корнилова бродил где-то за Днепром, по ложбинистым увалам, искромсанным бронзовой прожелтенью луговин.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫаплах, шӑп казакасен сукмакӗпе: ура айӗнче чул катрамӗсемпе хӑмӑр чул тӗпренчӗкӗсем ишӗлсе пыраҫҫӗ, — аялта, ту хушӑкӗсем хыҫӗнче, кӑнтӑрти ҫӗршывӑн шупка хӗвелпе эрешленсе шӑранакан ҫутӑ тавралӑхӗ курӑнать пек…

Да, вот именно козьей тропкой: камни и коричневый щебень сыпались из-под ног, а внизу за ущельем виднелся роскошный южный, облитый белым солнцем ландшафт…

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл, Иван Алексеевич ҫине хӑюллӑн тӗлле-тӗлле кӑтӑртса, тӑвӑр ункӑ варринче йӑпӑртатса чупрӗ: сӑнӗпе хӑй хӑрушла тӗксӗмленсе кайнӑ, аллисемпе ҫилӗллӗн сулкаласа хӑлаҫланать, пичӗ ҫине хӑмӑр хӗрлӗ йӗрсем йӑрӑмланса тухнӑ.

Смелым жестом указывал он на Ивана Алексеевича и метался по тесному кругу, побледневший, страстно жестикулирующий, с лицом, облитым коричневым румянцем.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тӗтреллӗ нӳрӗ сывлӑшпа сывлакан улӑх-ҫаран Хӗвеланӑҫӗнче, тӗпсӗр кӑвак тӳпе аркинче, ҫӑралса капланнӑ ҫумӑр пӗлӗчӗсен хӑмӑр кӑвак ярӑмӗ.

Туманная луговая сырость, на западе у подножья неба — всхожая густолиловая опара туч.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Телеграммӑсемпе сводкӑсене темиҫе хут вуласа тухрӗ те хӑйӗн сарӑрах хӑмӑр ал лаппине тӗксӗмлетсе кӑтартакан чалт шурӑ манжетне майласа тӳрлетрӗ, аллипе тӑтӑшах манжет ҫухине тӗрткелесе илчӗ.

Перечитав телеграммы и сводки, он заботливо поправил безукоризненно белый манжет, сочно оттенявший оливковую узкую кисть руки, коснулся воротника.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней