Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ытларах сăмах пирĕн базăра пур.
ытларах (тĕпĕ: ытларах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Калаҫусене хутшӑнсах каймарӗ, ытларах чӗнмесӗр ларчӗ, кӑштах сыпнӑ хӑнасем сайра хутра «йӳҫӗ», тесе кӑшкӑрсан, вӑл хӑйӗн хӗрлӗ питлӗ арӑмӗ еннелле пуҫне ирӗксӗррӗн ҫавӑрчӗ, сивӗ тутисемпе ӑна ирӗксӗррӗн тенӗ пек чуп турӗ, унӑн яланах чӗрӗ куҫӗ халӗ ҫӗн ҫынпа хӑнасем ҫине мар, таҫта инҫете, таҫта инҫетри, хурлӑхлӑ иртнӗ питӗ инҫетри вӑхӑта пӑхрӗ тейӗн.

В разговорах участия почти не принимал, все больше отмалчивался, и, когда слегка подвыпившие гости изредка кричали «горько», он словно бы по принуждению поворачивал к своей румяной жене голову, словно бы нехотя целовал ее холодными губами, а глаза его, всегда такие живые, теперь смотрели не на молодую, не на гостей, а куда-то вдаль, как бы в далекое, очень далекое и печальное прошлое.

XXVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пирӗн вӗлернӗ юлташсем ытларах шанчӑксӑр граждансем патӗнче ҫаврӑнкаласа ҫӳренӗ, выльӑх вӗсенчен сутӑн илнӗ…

Убитые наши товарищи по большей части возле подозрительных граждан вертелись, у них покупали скот…

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпӗ ҫапла шутларӑм: «Ҫав тӑватӑ идиота персе вӗлерччӗрех е ссылкӑна яччӑр, анчах эпӗ ҫӑлӑнатӑп, манӑн пурнӑҫ организацишӗн ҫав ӗҫ выльӑхӗнчен, ҫав тӑватӑ выльӑхран ытларах кирлӗ».

Я подумал: «Пусть расстреляют или сошлют этих четырех идиотов, но я спасусь, а одна моя жизнь неизмеримо важнее для организации, чем жизнь этого быдла, этих четырех животных».

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Лупас айӗ умӗнче кӗрнекли, пӳрнисене сурчӑкпа йӗпетсе, вӑрахчен укҫа шутларӗ, калаҫса татӑлнӑ хакран ытларах вун пилӗк тенкӗ хурса пачӗ, ним тума аптранӑ пек тӑракан Яков Лукичӑн аллине чӑмӑртаса, куҫ хӗсрӗ:

У входа в сарай коренастый, слюнявя пальцы, долго отсчитывал кредитки, накинул сверх условленной цены еще пятнадцать рублей, пожав руку заскучавшему Якову Лукичу, подмигнул:

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Татах калатӑп сире: эпир ытларах тӳлеме те хатӗр.

Еще раз скажу вам, что мы готовы заплатить лишнего.

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Яков Лукич, пасарсем тӑрӑх ҫӳриччен ҫак уҫӑ кӑмаллӑ хатӗрлевҫӗсенчен ытларах илме пуласса шанса, куҫ харшине пӗр чӗнмесӗр хыҫса илчӗ, унтан вара хаклашма юратакан ҫынсем пек, ҫапла тавӑрчӗ:

Яков Лукич помолчал, задумчиво почесал бровь, прикидывая про себя, что со щедрых заготовителей можно сорвать лишнее, не таскаясь по рынкам, и ответил так, как отвечает большинство хлеборобов, умеющих не продешевить:

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Укҫа лайӑх тӳлетпӗр, государство хатӗрлевӗн хакӗнчен ытларах.

Платим хорошие деньги, повыше общегосударственных, заготовительных.

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

«Вӑрланӑ» тени — ытларах, анчах тӗрӗсрех.

«Украл» — жестче, но точнее.

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хӗлле мӗн тери сивӗ, санӑн ҫавӑн чухлӗ ытларах ыйӑх килет, ыйӑхра шӑнса вилме те пулать.

А зимой, чем ни дюжей холод, тем тебе дюжей спать хочется, того и гляди, замерзнешь во сне.

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Малта ама йытӑ чупать, ун хыҫҫӑн, кирлӗ пекех ӗнтӗ, темӗн чухлӗ аҫа йытӑ, ытларах мар пулсан, пӗр вӑтӑра яхӑн пулӗ.

Впереди сучонка бежит, а за ней, как полагается, вязанка кобелей, штук тридцать, если не больше.

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫав учитель пит капӑр, пит хӳхӗм ҫӳретчӗ — эпӗ тумӗ пирки калатӑп — ҫамрӑк автан пек, тата ҫуран мар, ытларах велосипедпа ҫӳретчӗ.

Ходил этот учитель уж до того нарядный, до того красивый — я про одежу говорю, — как молодой петушок, и больше не ходил, а ездил на велосипеде.

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӑт ытларах, пӑт сахалтарах — уйрӑмми мӗн пур-ха унта?

Пудом больше, пудом меньше — какая разница?

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Татах ытларах ывӑннӑ Давыдов ура ҫине тӑчӗ:

Еще более усталый, Давыдов поднялся:

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Эсӗ мана каҫар, эпӗ ытларах каларӑм…

— Ты меня прости, я погорячился…

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпе халӗ сирӗн умма лартакан ыйту ытларах хӗрарӑмсене тивет.

Вопрос, который сейчас поставлю перед вами, больше касается женщин.

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Сана хӑшӗ ытларах килӗшет — пульӑран вилесси-и е пуртӑ айӗнче вилесси?

А тебе как больше нравится — от пули умереть или под топором?

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Сирӗн ӑнланулӑх пит сахал ӗнтӗ, анчах ҫапах та ман ӑйӑрсеннинчен ытларах

У вас понятия хучь на самую малость, но все-таки больше, чем у моих жеребцов…

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тата ытларах тӳрленсе тӑрса, ахаль те тӳрӗ хулпуҫҫине татах тӳрлетсе, вӑл сӗтел хушшинчен тухрӗ.

Еще как-то более подобравшись, распрямив и без того крутые плечи, он шагнул из-за стола, сказал позвучневшим голосом:

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫӑрттан мучи карчӑкне хулпуҫҫи таран ҫеҫ, йывӑрӑшӗпе те карчӑкӗ унтан икӗ хут ытларах пулӗ.

Старуха была почти на голову выше деда Щукаря и вдвое тяжелее его.

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Эсӗ хӑвна мӗн таран ирӗкрех те тӗлсӗртерех тытатӑн, сана шалу ҫавӑн чухлӗ ытларах тивет.

— Чем ты развязней и суетней будешь, тем больше тебе жалованья припадает.

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней