Поиск
Шырав ĕçĕ:
45. Ҫав кун Авимелех кунӗпех хулапа ҫапӑҫнӑ, хулана ярса илнӗ, унти халӑха пӗтернӗ, хулине вара тӗппипе аркатса, ун вырӑнне тӑвар сапса тухнӑ.
Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ӗнтӗ Иуда ывӑлӗсем Иерусалима хирӗҫ ҫапӑҫнӑ, ӑна туртса илнӗ те, ҫыннисене хӗҫпе касса тухса, хулине вут тивертсе янӑ.8. И воевали сыны Иудины против Иерусалима и взяли его, и поразили его мечом и город предали огню.
Тӳре 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри хушнӑ пек, Иисус ҫапла сӑртлӑхри, кӑнтӑр енчи, айлӑмри пӗтӗм ҫӗре, ту аркисенчи ҫӗре тата вӗсенӗн пӗтӗм патшине ҫӗмӗрсе тӑкнӑ: никама та чӗрӗ халлӗн хӑварман, мӗнпур сывлан чуна тупаласа тӗп тунӑ; 41. Иисус вӗсене Кадес-Варни хулинчен пуҫласа Газа хулине ҫитиччен тӗп тунӑ, Гошен ҫӗрне те Гаваон таранчченех пӗтӗмпех ҫӗмӗрсе тӑкнӑ; 42. ҫав патшасене, вӗсенӗн мӗнпур ҫӗрне Иисус пӗрре тытӑнсах ҫӗнсе илнӗ, мӗншӗн тесессӗн Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри Израиль хутне кӗрсе ҫапӑҫнӑ.
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Унтан Иисус пӗтӗм Израиль халӑхне ертсе Давир хули патне ҫитсе ӑна хирӗҫ ҫапӑҫнӑ; 39. хулана туртса илсе, унӑн патшине те, ҫывӑхри пур ялне те хӗҫ айне тунӑ, унта мӗн пуррине, [вӗсене,] мӗнпур сывлан чуна тупаланӑ: пӗри те ҫӑлӑнайман; Хевронпа унӑн патшине мӗн кӑтартнӑ, Ливнӑпа унӑн патшине мӗн кӑтартнӑ, Давирпа унӑн патшине те ҫавнах кӑтартнӑ.
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Иисус пӗтӗм Израиль халӑхне ертсе Еглонран Хеврон хулине кайса ӑна хирӗҫ ҫапӑҫнӑ; 37. Израиль ҫыннисем Хеврона туртса илсе хулине те, патшине те, ҫывӑхри ялсене те, унти мӗнпур сывлан чуна хӗҫ айне тунӑ; никама та чӗрӗ халлӗн хӑварман, пӗри те ҫӑлӑнайман, ӑна Еглона мӗн кӑтартнинех кӑтартнӑ: ӑна, унта мӗн пуррине, мӗнпур сывлан чуна тупаланӑ.
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Иисус пӗтӗм Израиль халӑхне ертсе Лахисран Еглон хулине кайнӑ, ун ҫывӑхне тапӑрӑн вырӑнаҫса, ӑна хирӗҫ ҫапӑҫнӑ; 35. [Ҫӳлхуҫа ӑна та Израиль аллине панӑ,] ӑна ҫав кунах туртса илсе, ӑна тата ҫав кун унта пулнӑ мӗнпур сывлан чуна хӗҫ айне тунӑ, ӑна та Лахиса тупаланӑ пекех тупаланӑ.
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Иисус пӗтӗм Израиль халӑхне ертсе Ливнӑран Лахис хулине кайнӑ, ун ҫывӑхне тапӑрӑн вырӑнаҫса, ӑна хирӗҫ ҫапӑҫнӑ; 32. Ҫӳлхуҫа Лахис хулине те Израиль аллине панӑ, вӑл ӑна тепӗр куннех туртса илнӗ те хулара мӗн пуррине, мӗнпур сывлан чуна хӗҫ айне тунӑ, [ӑна та] Ливнӑна пӗтернӗ пекех [пӗтерсе тӑкнӑ].
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Вара Иисус пӗтӗм Израиль халӑхне ертсе Македран Ливна хулине кайса ӑна хирӗҫ ҫапӑҫнӑ; 30. Ҫӳлхуҫа Ливнӑна та Израиль аллине панӑ, [вара ӑна,] унӑн патшине [ярса илнӗ], Иисус хулара мӗн пуррине, мӗнпур сывлан чуна хӗҫ айне тунӑ: унта никама та чӗрӗ халлӗн хӑварман, пӗри те ҫӑлӑнайман, [тарса хӑтӑлайман]; Иерихон патшине мӗн кӑтартнӑ, Ливна патшине те ҫавнах кӑтартнӑ.
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӳлхуҫа ҫав кун Израиль хутне кӗрсе ҫапӑҫнӑ.
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Арҫынсем пӗр-пӗринпе ҫапӑҫнӑ чухне [вӗсенчен] пӗрин арӑмӗ упӑшкине ҫӑлас тесе пырсассӑн, аллине тӑсса, упӑшкине хӗнекене намӑс вырӑнӗнчен ярса илсессӗн, 12. унӑн аллине касса тат — куҫу [ӑна] хӗрхенсе ан тӑтӑр.
Аст 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Анчах та Сигон Израиль халӑхне хӑйӗн ҫӗрӗ урлӑ каҫарса яма килӗшмен; вӑл, хӑйӗн пӗтӗм халӑхне пухса, Израиле хирӗҫ пушхире вӑрҫӑпа тухнӑ, Иааца патне ҫитсе, Израильпе ҫапӑҫнӑ.
Йыш 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫынсем ҫапӑҫнӑ чухне йывӑрланнӑ хӗрарӑма ҫапсассӑн, вӑл хырӑм пӑрахсассӑн, анчах урӑх сиен пулмасассӑн, ҫав арӑм упӑшки айӑплӑ ҫынран мӗнле тӳлев шырамалла тӑвать, ҫавӑн чухлӗ тӳлемелле, ӑна ытти ҫынсем умӗнче памалла; 23. эхер те сиен пулас пулсассӑн, чуншӑн чун пар, 24. куҫшӑн — куҫ, шӑлшӑн — шӑл, алӑшӑн — алӑ, урашӑн ура пар, 25. ҫунтарнӑшӑн ҫунтар, сураншӑн суранлат, ыраттарнӑшӑн ыраттар.
Тух 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Амалик ҫыннисем ҫитнӗ те Рефидимра Израиль ҫыннисемпе ҫапӑҫнӑ.8. И пришли Амаликитяне и воевали с Израильтянами в Рефидиме.
Тух 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Содом патши, Гоморра патши, Адма патши, Севоим патши тата Сигор теекен Бела патши вӗсене хирӗҫ тухнӑ; вӗсемпе Сиддим айлӑмӗнче ҫапӑҫа пуҫланӑ, 9. Елам патшине Кедорлаомера хирӗҫ, Гоим патшине Фидала хирӗҫ, Сеннаар патшине Амрафела хирӗҫ, Елласар патшине Ариоха хирӗҫ ҫапӑҫнӑ, — тӑватӑ патша пилӗк патшапа ҫапӑҫнӑ.
Пулт 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сталинград патӗнчи ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ, Ленинграда хӳтӗленӗ, Курск пӗккинче, Яппун вӑрҫинче ҫапӑҫнӑ.
Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№