Поиск
Шырав ĕçĕ:
10. Тӑххӑрмӗш уйӑхӑн ҫирӗм тӑваттӑмӗш кунӗнче, Дарий патшана ларсан иккӗмӗш ҫулхине, Ҫӳлхуҫаран Аггей пророк урлӑ сӑмах пулнӑ: 11. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: священниксенчен саккун ҫинчен ыйт та кала: 12. кам та пулин кӗлтуса тасатнӑ аша хӑйӗн тумтирӗн аркипе йӑтса пынӑ чухне унӑн арки ҫӑкӑра е пӗҫернӗ ҫимӗҫе, е эрехе, е йывӑҫ ҫӑвне, е мӗнле те пулин апата сӗртӗнчӗ пулсан, таса пулӗ-и вӑл?
Агг 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫиччӗмӗш уйӑхра, уйӑхӑн ҫирӗм пӗрремӗш кунӗнче, Ҫӳлхуҫаран Аггей пророк урлӑ сӑмах пулнӑ: 2. халӗ ӗнтӗ Зоровавеле — Салафиил ывӑлне, Иудейӑна тытса тӑраканскере, тата Иисуса — Иоседек ывӑлне, аслӑ иерее — тата халӑх йӑлкӑмне ҫапла кала: 3. ҫак Ҫуртӑн малтанхи чапне курнисенчен кам та пулин тӑрса юлнӑ-и сирӗн хушшӑрта, тата ӑна халӗ мӗнлерех куратӑр эсир?
Агг 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Салафиил ывӑлӗ Зоровавель, Иоседек ывӑлӗ Иисус тата ытти мӗнпур халӑх хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррийӗн сӑмахне, хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри Аггей пророк урлӑ янӑ сӑмаха итленӗ те, халӑх Ҫӳлхуҫаран хӑраса ӳкнӗ.
Агг 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫӳлхуҫаран Аггей пророк урлӑ сӑмах пулнӑ: 4. сирӗншӗн вара вӑхӑт ҫитнӗ-и? ҫак Ҫурт юхӑнса ларнӑ чухне сирӗн хӑвӑрӑн илемлетнӗ ҫуртӑрсенче пурӑнмалла-и?
Агг 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Дарий патшана ларсан иккӗмӗш ҫулхине, улттӑмӗш уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче, Зоровавеле — Салафиил ывӑлне, Иудейӑна пӑхса тӑракана — тата Иисуса — Иоседек ывӑлне, аслӑ иерее — Аггей пророк урлӑ Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 2. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла каланӑ: ҫак халӑх акӑ мӗн калать: «вӑхӑт ҫитмен-ха, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тумалли вӑхӑт мар-ха» тет, тенӗ.
Агг 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ кун ҫапла пулӗ: Эпӗ улпутсене, патша ывӑлӗсене, ют халӑхсен тумне тӑхӑнакансене пурне те пырса пӑхӑп; 9. ҫавӑ кун Эпӗ алӑк урати урлӑ сике-сике каҫакансене, хӑйсен Ҫӳлхуҫи Ҫуртне пусмӑрпа ултав тултаракансене пурне те пырса пӑхӑп.
Соф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эй Иудея, уявусене уявла, ху асӑнса хунине пурӑнӑҫла: ӗнтӗ усал ҫын текех сан урлӑ иртсе ҫӳреймӗ — ӑна тӗппипех пӗтернӗ.
Наум 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫавӑнпа Эпӗ вӗсене пророксем урлӑ чутларӑм, Хамӑн сӑмахӑмпа питлерӗм, сутӑм вара Манӑн — ҫӗкленекен ҫутӑ пекех.5. Посему Я поражал через пророков и бил их словами уст Моих, и суд Мой, как восходящий свет.
Ос 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр пире хӗрхенинччӗ, каҫаринччӗ, мӗншӗн тесессӗн эпир Ӑна хирӗҫ тӑтӑмӑр, 10. Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра итлемерӗмӗр, Хӑйӗн пророк чурисем урлӑ панӑ саккунӗсене уямарӑмӑр.
Дан 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Эсӗ чӳлмек тӑмӗпе хутӑшнӑ тимӗре курнӑ — апла пӗри тепӗринпе этем вӑрлӑхӗ урлӑ хутӑшӗ, анчах тимӗре тӑмпа пӗрле шӑратса хутӑштараймастӑн, ҫавӑн пек вӗсем те пӗр пӗтӗмлӗх пулаймӗҫ.
Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Акӑ ҫӗр чикки: ҫурҫӗр вӗҫӗ, Аслӑ тинӗсрен пуҫланса, Хетлон урлӑ, Цедада каякан ҫулпа, 16. Емаф, Берот тата Дамаск ҫӗрӗпе Емаф ҫӗрӗ хушшинчи Сивраим патне, унтан Авран чиккинчи Гацар-Тихон патне ҫитет.
Иез 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: эсӗ лешӗ, хайхи, авалхи кунсенче Эпӗ Хамӑн чурамсем, Израиль пророкӗсем, урлӑ пӗлтернӗскер пулмарӑн-и? ҫав вӑхӑтра вӗсем, малашне мӗн пулассине пӗлтерсе, Эпӗ сана вӗсемпе тытӑҫма илсе килесси ҫинчен каланӑччӗ.
Иез 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Анчах та Израиль халӑхӗ пушхирте Мана хирӗҫ пӑлхав ҫӗклерӗ: Манӑн ӳкӗтӗмсем вӗрентнӗ пек пурӑнмарӗҫ, Манӑн йӗркемсене йышӑнмарӗҫ, вӗсене туса тӑнӑ пулсан, этем вӗсем урлӑ чӗрӗ пулнӑ пулӗччӗ; Манӑн шӑматкунӑмсене те уямарӗҫ, Эпӗ каларӑм вара: вӗсене пӗтермешкӗн пушхирте вӗсем ҫине хаярлӑхӑма кӑларӑп, терӗм.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эпӗ вӗсене, Египет ҫӗрӗнчен илсе тухса, пушхире илсе ҫитертӗм, 11. вӗсене Хамӑн ӳкӗтӗмсене патӑм, вӗсене Хамӑн йӗркемсене пӗлтертӗм, ҫавсене туса тӑрсассӑн, ҫавӑн урлӑ этем чӗрӗ пулнӑ пулӗччӗ; 12. тата вӗсене Хамӑн шӑматкунӑмсене те патӑм, ҫак кунсем Манпа вӗсен хушшинчи астутаракан паллӑсем пулччӑр, ҫак кунсене тасатаканӗ Эпӗ — Ҫӳлхуҫа — пулнине пӗлччӗр вӗсем, терӗм.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Израиль килӗн ҫыннисенчен е ютран килсе вӗсем хушшинче пурӑнакансенчен кам та кам Манран уйрӑлсассӑн, хӑйсен чӗрине йӗрӗхӗсене кӗртсессӗн, илӗртсе ҫылӑха кӗртекене хӑйсен умне лартсассӑн, кайран пророк патне пырса ун урлӑ Манран ыйтасшӑн пулсассӑн, Эпӗ, Турӑ, ӑна Хам ятӑмран хурав парӑп-и?
Иез 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Инкек хыҫҫӑн инкек, хыпар хыҫҫӑн хыпар килсе тӑрӗ; пророк урлӑ пӗлесшӗн пулӗҫ, священник вӗрентме пултараймӗ, ваттисем канаш параймӗҫ.
Иез 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Кам тинӗссем урлӑ каҫса тупнӑ ӑна, таса ылтӑнран та пахаскерне, кам илсе килнӗ ӑна?30. Кто перешел моря и нашел ее, и кто принесет ее, лучшую чистого золота?
Вар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Анчах эпир Санӑн сӑмахна итлемерӗмӗр, Вавилон патшишӗн ӗҫлес темерӗмӗр, Эсӗ вара Хӑвӑн пророк чурусем урлӑ каланӑ сӑмахна — пирӗн патшасенӗн шӑмми-шаккине, пирӗн аттемӗрсенӗн шӑмми-шаккине хӑйсен вырӑнӗнчен илсе тухасса каласа хунине — вырӑна кӳтӗн.
Вар 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, хамӑр аттемӗрсемпе патшасен тӳрӗлӗхне шанса кӗлтумастпӑр эпир Сан умӑнта; 20. Хӑвӑн чурусем, пророксем, урлӑ каланӑ пек, Эсӗ пирӗн ҫине Хӑвӑн ҫиллӳне, Хӑвӑн хаярлӑхна янӑ.
Вар 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр сӑмахӗсене — хамӑр пата ярсах тӑнӑ пророксем урлӑ каланӑ сӑмахсене — итлемерӗмӗр эпир, 22. урӑх турӑсене пӑхӑнса тӑрса, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр умӗнче усал ӗҫсем туса, кашнийӗ хӑйӗн усал чӗри еккипе ҫӳрерӗ.
Вар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.