Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

парӑп (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хӑй вӑхӑтӗнче пурин ҫинчен те каласа парӑп.

— Обо всем доложу в свое время.

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ку япалашӑн ним те шел мар, тӑкакне ӗҫе тухни саплӗ, ҫакна эпӗ сире кайран чӑннипе кӑтартса парӑп!

А дело такое, что тут ничего жалеть не надо, расходы окупятся выходами на работу, это я вам впоследствии фактически докажу!

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Словарь ҫинчен эпӗ сире каярахпа каласа парӑп.

Я вам потом расскажу про этот словарь.

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпӗ пурне те малтанах пӗлетӗп, — пат татса хучӗ те Ҫӑрттан мучи, тем вӗрентсе каланӑн, шӗвӗр пӳрнине тӑратрӗ, — Эпӗ сире халӗ пӗр япала ҫинчен каласа парӑп, вара пурте паллӑ пулӗ, урӑх нимле тавлашу та кирлӗ пулмӗ.

Я все дочиста наперед знаю, — отрезал дед Щукарь и назидательно поднял указательный палец, — Вот я вам зараз расскажу одну оказию, и все придет в ясность, и никаких споров больше не понадобится.

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Юрать, эпӗ ӑна пӗтӗмпех каласа парӑп.

— Хорошо, я все передам ему.

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Сирӗн заявленисене эпӗ паянах Нагульнова парӑп, халӗ бригадӑна кай та юлташусене пӗлтер: вырсарникун каҫхине вӗсен ыйтӑвӗсене партин уҫӑ пухӑвӗнче пӑхса тухатпӑр.

Сегодня ваши заявления я передам Нагульнову, а сейчас поезжай в бригаду и предупреди товарищей, что в воскресенье вечером будем разбирать их заявления на открытом партсобрании.

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Парӑр мана пилӗк-ултӑ кун срок, вара эпӗ сире Тимошкӑн виллине, е ӑна чӗрӗ халлӗнех килсе парӑп.

— Дайте мне пять-шесть дней сроку, а я вам Тимошку представлю живого или мертвого.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Анчах эсӗ ан васка, шуйттан ачи, эпӗ сана пурне те каласа парӑп, пӗтӗмпе, тӗпӗ-йӗрӗпе, эсӗ вара куҫна шӑлкалама кӑна ӗлкӗр…

— Ты только не спеши, родимец тебя возьми, и я тебе все выложу, выложу окончательно, а ты успевай только глаза протирать…

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Пӗтӗмпех йӗркерен каласа парӑп.

— Все доложу по порядку.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Избач ярса парӑп эпӗ сирӗн пата, лайӑх йӗкӗт ярӑп, ӑна кашни кунах, каҫсенче, халӑха сасӑпа вуласа пама хушӑп.

Избача пришлю к вам толкового парня и дам ему наказ ежедневно по вечерам проводить громкие читки.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ҫӗлесе парӑп, эпӗ ӑна питӗ тирпейлӗ ҫӗлесе лартӑп, эсӗ ҫӗввине асӑрхамӑн та.

— Я ее зашью, я так аккуратно зашью, что ты и не заметишь шва.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Табак туртма хам команда парӑп.

Курить будем по моей команде.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Халех акӑ тӗпӗ-йӗрӗпе каласа парӑп.

— Зараз расскажу все до нитки.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Халех тухса кайнӑ пултӑр кунтан, контра, тухса каймасан чунна витмелле парӑп та акӑ, халех леш тӗнченелле ярӑнӑн.

Удались зараз же отседова, контра, а то вот дам тебе в душу, и поплывешь на тот свет.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Пуринчен малтан хам ҫинчен эпӗ хамах каласа парӑп, ҫаплах калӑп: карательре ҫӳренӗ, подхорунжий пулнӑ, суд тӑвӑр, тейӗп, а-а-ан-чах эсир те астӑвӑр вара!

— Я сам спервоначалу на себя донесу, так и скажу: был в карателях, был подхорунжий, судите, но-о-о и вы глядите!

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Упӑшка таврӑнтӑр-ха акӑ, каласа парӑп та!…

— Вот муж вернется, я ему!..

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Тӑхтӑр-ха пӑртак, лашасем ҫинчен те каласа парӑп.

— Погодите трошки, скажу и об лошадях.

3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ун ҫинчен сана каласа парӑп

Я расскажу тебе про это…

II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

— Юрӗ эппин, каласа парӑп, анчах мӗн пулса иртнине эпӗ хам та тӗрӗсех ӑнланса илейместӗп-и, тен.

— Хорошо, я скажу, хотя я, может быть, сам неверно понимаю то, что случилось.

I сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

Хӗрӗх тенкӗ уйӑрса парӑп!

Сорок отделю!

III сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней