Поиск
Шырав ĕçĕ:
Валериан епле ӗҫленине видео ӳкерсе ярса панӑ.
Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №
Турчӑка ярса тытрӑм та Кӗтеринне хӑмсарма тытӑнтӑм.
Ӗҫсе-ҫиме банкран кивҫен илеҫҫӗ // ЧАН Тарукӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №
Аса илтеретпӗр, чӑваш чӗлхишӗн ҫунакан паллӑ чӑваш хастарӗ пенси страхлав хутне илейменнишӗн пӑшӑрханса хӑйӗн евитне Пенси фондне иртнӗ уйӑхра ярса панӑччӗ.
Пенси фончӗ Тымарлана чӑвашлах хуравланӑ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12487.html
Пирӗн пӗтӗмлетӳсене Патшалӑх Канашӗ экспертсем тесе чӗлхе «реформаторӗсенех» ярса панӑ.Наши соображение были высланы Государственным Советом тем же "реформаторам" под видом экспертов.
Чӑваш сӑмахлӑхӗн те черечӗ ҫиттӗрех // Денис ГОРДЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Преступниксем вируслӑ программӑсем ярса параҫҫӗ те — вӗсене уҫсанах карточка ҫинчи укҫа ҫухалма пултарать.
Чее те ӑслӑ, питӗ сӗмсӗр... // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Профнастил картасем те темиҫе тӗслӗ вак чула тимӗр сетка варрине ярса тытса ҫавӑрнипе танлаштарсан шеллевлӗн курӑнаҫҫӗ.
Виҫӗ мӑшӑр нуски укҫи вӑрҫтарать // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2758.html
— Кӗтӳ ярса таптатпӑр, таптатпӑр…
С.Чернуха фермер вир ҫеҫ акрӗ // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
2015 ҫулта тин уҫӑлнӑ «Открытие. Арена. Спартак» стадиона ура ярса пусрӑмӑр.
Асран кайми самантсем // Алексей ВОЛКОВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.07
Вӑл ҫапӑҫу хирӗнче шӑрҫаланӑ йӗркесене хаҫат-журнала ярса тӑнӑ, йывӑр вӑхӑтра чунра кӗвӗленнӗ сӑвӑсене кун ҫути кӑтартма пулӑшнӑ.
Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №
Орден медалӗсене тӑванӗсене ярса панӑ-ши?..
Тӑванӗсене савӑнтарайман // Галина ЗОТОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.06
Иккӗмӗш уйӑх ӗнтӗ нимӗҫ фашисчӗсем ҫӗршывӑн чӗрине ярса илесшӗн талпӑннӑ.
Журналистсем те Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.05.06
Пӗчӗк яла ура ярса пуссанах лӑпкӑлӑхпа шӑплӑх, сӑмахпа каласа кӑтартма ҫук ытарлӑх ытамне лекрӗм.
Йӗри-тавра пӗве, пусӑра шыв ҫук... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№
Анчах хур сӗмекине шыва ярса, хӳшӗ-ӳплерен персе 2 таран ҫеҫ тытма ирӗк панӑ.
Кайӑкҫӑсем, каяр сунара! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№
Республика Пуҫлӑхӗн 2013 ҫулхи 31-мӗш указӗпе килӗшӳллӗн шыва алла вӗрентнӗ кӑвакал, пластикран тунӑ кӑвакал сӗмекине ярса кӑвакал аҫине 4-9 тата 18-21 сехетсенче хӳшӗ-шалашран персе тытмалла.
Кайӑкҫӑсем, каяр сунара! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№
Апата икӗ пысӑк тирӗке ярса лартнӑ сӗтел ҫине.
«Апатланма ларсан сӗтел ҫинче 13 кашӑкчӗ» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№
— Взятка илекен тухтӑра алӑранах ярса тытма йывӑр мар.– Поймать за руку врача, берущего взятку, большого труда не составляет.
Станислав Садальский: «Взятка илекен тухтӑрсене питлеместӗп» // Ольга САБУРОВА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№
— Чӗлхе ҫӗнӗ уҫлӑхсене ярса илеймест.
Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№
Мана вӗсене юлташсем ярса панӑччӗ.
Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№
30 грамм типӗ тымарне ҫур литр шурӑ эрехе ярса 40 кун лартмалла.
Ҫӑмӑллӑх кӳреҫҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.04.20. 15№
Кунне 3 хут апат умӗн 1 чей кашӑкӗ сивӗ шыва 5 тумлам ыхра настойки ярса ӗҫмелле.
Ҫӑмӑллӑх кӳреҫҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.04.20. 15№