Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Ҫӑмӑллӑх кӳреҫҫӗ

Автор: Сывлӑх

Источник: «Сывлӑх», 2016.04.20. 15№

Добавлен: 2016.04.22 08:37

Предложений: 34; Слово: 312

Тип текста: Публицистика

По-русски Тема: Здоровье

Халӑх медицини склерозпа чирлӗ ҫынсене рациона хура пилеш, тӑпӑрчӑ, хӗрен, петрушка, панулми, шӑлан ҫырли, хӑмла ҫырли, абрикос, гранат, барбарис кӗртме сӗнет. Кашни ир выҫ хырӑмла пӗр стакан вӗри шыв ӗҫни юн тымарӗсене тасатма, организмран шлаксене кӑларма пулӑшать.

Сапаланчӑк склерозран тата атеросклерозран сипленнӗ чухне пылпа пӑтратнӑ чӗрӗ сухан сӗткенӗ усӑллӑ. 1 стакан сӗткене 1 стакан пылпа хутӑштармалла. Кунне 3 хут апатчен 1 сехет маларах е апатсен хушшинче 1 апат кашӑкӗ ӗҫмелле. Курс - 3 эрне. Кирлӗ пулсан сиплев курсне 2 уйӑх таран тӑсма юрать.

Хӗрлӗ клевер чечекне 40 грамм илсе ҫур литр шурӑ эрехе ямалла. 2 эрнерен сӑрӑхтармалла, тӗпӗнчине пӑчӑртаса юхтармалла. Апат умӗн е каҫхине ҫывӑрма выртас умӗн 20-шер грамм ӗҫмелле. Кашни уйӑх хыҫҫӑн 10 кунлӑх тӑхтавсем туса 3 уйӑх сипленмелле. 6 уйӑхран тепӗр курс ирттерме юрать. Ҫак рецептпа юн пусӑмӗ йӗркеллӗ чухнехи атеросклерозпа, пуҫ ыратнипе, хӑлха шавланипе аптрасан усӑ кураҫҫӗ.

10-шар грамм вӗлтренпе /крапива двудомная/ шур тӑрӑллӑ хыт курӑка /тысячелистник/ хутӑштармалла. 1 апат кашӑкӗ курӑксен пуххине ҫур литр шыва ямалла, 10 минут вӗретмелле. Ҫӗрлене хирӗҫ ҫур стакан ӗҫмелле. Шӗвек тӗп витӗмӗсӗр пуҫне япаласен ылмашӑнӑвне лайӑхлатать.

Кӗленчене пӗрре-виҫҫӗмӗш пайӗ таран вакланӑ ыхра тултармалла. Хӗрринченех шурӑ эрех е 50-60 градуслӑ спирт ямалла. 14 куна тӗттӗм вырӑна лартмалла, кашни кунах силлесе илмелле. Кунне 3 хут апат умӗн 1 чей кашӑкӗ сивӗ шыва 5 тумлам ыхра настойки ярса ӗҫмелле. Вӑл юн тымарӗсене, хырӑмлӑха тасатать, юн пусӑмне чакарать, пуҫ миминчи пӗрӗннӗ юн тымарӗсене сарать.

Ватлӑхри склерозран ҫӳллӗ анӑс курӑкӗ /девясил/ лайӑх пулӑшать. 30 грамм типӗ тымарне ҫур литр шурӑ эрехе ярса 40 кун лартмалла. Апат умӗн 25-шер тумлам ӗҫмелле.

200 грамм типӗ пилеш хуппине тин вӗренӗ ҫур литр шыва ямалла, вӑйсӑр ҫулӑм ҫинче 2 сехет лартмалла. Сӑрӑхтармалла. Шӗвеке апат умӗн 25-шер тумлам ӗҫмелле.

Сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнмалла, уҫӑ сывлӑшра ытларах пулмалла. Рационра сахӑр, пылак, выльӑх ҫӑвӗн виҫине хытах чакармалла. Холестеринпа пуян ҫимӗҫсене вара пачах кӑларма сӗнеҫҫӗ. Ҫак шута миме, ҫӑмарта сарри, вӑлча, ҫуллӑ какайпа пулӑ, Д витаминлӑ ҫимӗҫсем, аш, пулӑ шӳрпи кӗреҫҫӗ. Усӑллӑ: тӑпӑрчӑ, лайӑх ислетнӗ тӑварланӑ селедка, треска, сӗлӗ пӑтти, олива, куккурус, хӗвелҫаврӑнӑш, йӗтӗн ҫӑвӗсем. Ӳсен-тӑран клетчаткипе пуян пахча ҫимӗҫпе улма-ҫырла ытларах ҫиме тӑрӑшмалла.

Сайт:

 

Статистика

...подробней