Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл пӗр енчен тепӗр еннелле пӑрӑнкаласа, такӑннипе ҫӗр ҫине пере-пере ӳксе мӗнле пулсан та хӑвӑртрах чупма тӑрӑшнӑ.Он бежал зигзагами, спотыкаясь, припадая к земле и снова учащая шаг.
Виҫҫӗмӗш бастион // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 95–110 с.
Халӗ вӗсене михӗсене тырӑ тултарма ҫӑмӑлтарах пулнӑ пек туйӑнчӗ, анчах ҫапах та ҫурӑм ыратать, алӑсем сураҫҫӗ, вара вӗсем каҫпа, ӗҫрен килсен, ураран ӳксе, апат ҫимесӗрех хӑйсен вырӑнӗсем ҫине йӑванса кайрӗҫ.
20 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Сергей Николаевича пӳрт тӑрри сӗвенсе ӳксе, картиш урлӑ кӗмсӗртетсе кайнӑ пек тупӑнчӗ.Сергею Николаевичу показалось, что над его головой сорвалась крыша и с грохотом покатилась по двору.
15 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Кӑвайт ҫути ачасен пичӗсем ҫине ӳксе ҫутатать.
9 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Юханшыв ҫинчен ҫӗкленекен ҫӑмӑл тӗтре пахчасем тӑрӑх шуса пырать; ҫул ҫинчи тусан ҫинче, сывлӑм ӳксе пусарнӑ пулин те, ӗнерхи йӗрсем палӑраҫҫӗ-ха; хӑшпӗр пусӑсем патӗнче витресем чӑнкӑртатни, сайра хутра хапхасем чӗриклетни илтӗнет.
9 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
«Лахтарьсене тыткӑна илсе эпир ҫак йӗр тӑрӑхах каялла, отряд патне каятпӑр», — тесе шухӑшларӑм та эпӗ, чупса пынӑ ҫӗртех алӑсене полушубка ҫаннисем ӑшӗнчен кӑлартӑм, унӑн тӳмисене татрӑм, вара вӑл балахонпа пӗрлех юр ҫине ӳксе юлчӗ.
Хушса кӗртнӗ сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Хампа пӗрле пӗр взвод кӑна пулнӑ пулан те вӗсем сехӗрленсе ӳксе тарчӗҫ…Они и задали стрекача, а со мною, повторяю, всего один взвод был.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Сержант Нарбонн урисене юр ӑшӗнчен ерипен туртса кӑларнӑ, сыхланкаласа пусса вӑл ӳксе шӑнса вилесрен хӑранипе малаллах утнӑ.
Староста арӑмӗ Василиса // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 52–75 с.
Пӑшалтан пенӗ сасӑсене илтсен, вӑл ҫав териех сехӗрленсе ӳксе, тӗпсакайӗнче арестленисем патне тӗршӗнсе кӗнӗ те вӗсен хушшине пытанса ларнӑ.Услышав выстрелы, он так перепугался, что пробрался в подвал к арестованным и спрятался среди них.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Вӑл сехӗрленсе ӳксе тӗлӗнсех кайрӗ, ҫакӑ унӑн сӑн-пичӗ тӑрӑхах паллӑ сулчӗ.Испуг и изумление — в особенности изумление — так ярко были написаны на его лице.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Тарашанецсен пӗтӗм вӑйӗ пӗтнӗ пирки, алхапӑлланса ӳксе чакнӑ вӑхӑтра, хула патне ҫитсен, кӗтмен ҫӗртенех Щорс сиксе тухнӑ тапхӑрсем те пулнӑ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Пӗр снарячӗ кӑна ӑнсӑртран галера ҫине пырса ӳксе вырӑс капитанне амантнӑ.Только один снаряд случайно разорвался над галерой, и его осколками ранило русского капитана.
Тӑшман таппа лекнӗ // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.
Ватӑ платник хӑраса ӳксе патша умне чӗркуҫленсе ларнӑ.
Адмиралтейски верфь // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.
Тӑххӑрмӗш вакун проводници (ун пассажирӗсем тахҫанах чей ӗҫсе ларнӑ, ҫывӑрма та выртнӑ) ҫакна курсан хӑраса ӳксе калать:
Тӑххӑрмӗш вакун // Аҫтахар Плотников. Михаил Задорновӑн «Девятый вагон» калав куҫарӑвӗ
Вӗсем, пӗр-пӗрин ҫине сике-сике ӳксе, сӑмсисемпе ӳчӗ-тирӗсене тӑпӑлтарса кӑлараҫҫӗ.
Ионы утравӗ ҫинче // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 148–155 с.
Ӑна арӑш-пирӗш ӳксе пӗтнӗ йывӑҫсем хушшинче ӳссе ларнӑ пӗр тӗме айӗнче тупрӗҫ.
Вуту юханшывӗ хӗрринче выҫӑпа аптрани // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 45–57 с.
Тӑпра муклашки ҫӗре ӳксе тӗпренчӗ.
XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Пӗр-пӗр ӑста асамҫӑ, ӗҫ ҫукран мӗн те пулин хайласа култарам-ха тесе, ахахран касса якатнӑ хӑлха алки пек ҫакӑнса тӑракан пӑр хӳрешкисем тӗпренех шартлатса катӑлаҫҫӗ те ҫӗрелле ӳксе чанкӑрр! ванаҫҫӗ.
XI. Йывӑҫҫипе улми // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Эх, айванҫӑм, санӑн мар, ман ӳксе макӑрмалла та — макӑрмастӑп.— Господи, какой же ты глупый, ведь не тебе, а мне сейчас надо плакать, а я вот не плачу.
VIII. Инкек куҫа курӑнмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Утламӑшра халиччен пурте Нятяк хӑй ҫавӑнта ӑнсӑртран ӳксе вилнӗ тетчӗҫ, вӑл ав мӗнле пулса тухнӑ пулать иккен…
III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.