Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫур ҫӗр иртсен ҫӑлтӑрлӑ тӳпе тӑрӑх ҫумма-ҫуммӑн хура ҫӑра пӗлӗтсем чупма пуҫларӗҫ, кӗркуннехи пек йӑлӑхтармӑш, вӗтӗ ҫумӑр вӗтӗртетрӗ, часах вара ҫеҫен хирте тарӑн та нӳрлӗ нӳхрепри пекех тӗттӗм, сулхӑн та шӑп пулса тӑчӗ.
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
«Юратас ҫук вӑл мана…» — тунсӑхлӑн шухӑшларӗ Варя, хурланнипе тулли тутисене хӗссе, «Ыран вӑйлӑ ҫил пулать, кунӗпе ҫӗр типсе каять, ун чухне вара вӑкӑрсене йывӑр пулать», — тухӑҫри вут хыпса илнӗ пӗлӗтсем ҫине пӑхса пынӑ май кӑмӑлсӑрланса шухӑшларӗ Давыдов.
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫӗр ҫумӑр шывӗпе шӳсе кӳпченӗ, пӗлӗтсем ҫилпе таткаланса сирӗлсен, вӑл ҫутӑ хӗвел ӑшшинче киленсе выртать, шупка сенкер пӑспа пӑсланать.
I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫулла, хӗвел анас умӗн, пӗлӗтсем айӗнчен унӑн тӑррине ҫеҫенхир караппӑлӗ вӗҫсе анса ларать.Летом, вечерними зорями, на вершину его слетает из подоблачья степной беркут.
34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Хӑвала, хӑвала, мучи! — хистет Давыдов, хура пӗлӗтсем вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫӑралса та капланса килни ҫине пӑхкаласа.— Торопи, торопи, дед! — просил Давыдов, поглядывая на густую гряду кучевых облаков.
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Шуҫӑм килнӗ чухне кӑна, ҫурҫӗр енчен, пӗлӗтсем айӗнчен, хӑйӗн сивӗ ҫунаттисемпе юр талккишӗсене ҫупӑрласа, Мускав ҫилӗ вӗҫсе килсен, вара Гремячий Лог хуторӗнче чӗрӗ пурнӑҫӑн ирхи сассисем янӑраса каяҫҫӗ; лапамсенчи тирексен ҫап-ҫара тураттисем чӑштӑртатма тытӑнаҫҫӗ, хутор таврашӗнче хӗл каҫма юлнӑ хир чӑххисем, ҫӗрхута йӗтемсем ҫинче апат шыраса ҫӗр ирттернӗскерсем, пӗрне-пӗри чӗнсе, кӑвиклетме пуҫлаҫҫӗ.
19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хура тусен тӑрринчен айлӑмалла сӗм пӗлӗтсем юхнӑ, ҫунатлӑ урхамахсем пек, вӗсем вилме ҫырнӑ хула ҫинелле юхнӑ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Сулахай енче, ту тӑррисенче, халь-халь ҫумӑр ҫуса ярас пек, хура йывӑр пӗлӗтсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, вӗсен мӗлкисем симӗс тайлӑмсем тӑрӑх шӑваҫҫӗ; ту тайлӑмӗсенче имшер самшит йывӑҫӗ ӳсет; ватӑ буксемпе ҫӑка хӑвӑлӗсенче «сим-пыл» тупма пулать, — ҫав «сим-пыл» ӗлӗк-авал Аслӑ Помпей салтакӗсене кӑштах пӗтерсе хуман, хӑйӗн ӳсӗртекен пылакӗпе вӑл тимӗр пек ҫирӗп римлянсене пӗр легионӗпех ураран ӳкернӗ; пыл хурчӗсем ҫав пылака лаврпа азали чечекӗсем ҫинчен пухаҫҫӗ, «иртен-ҫӳрен ҫынсем» вара ӑна, йывӑҫ хӑвӑлӗнчен илсе, лаваш ҫине — тул ҫӑнӑхӗнчен пӗҫернӗ ҫӳхе пашалу ҫине сӗрсе ҫиеҫҫӗ.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Хурараххӑн, хӑрушраххӑн пӗлӗтсем анса пыраҫҫӗ.
Тӑвӑл хыпарҫи ҫинчен хунӑ юрӑ // Стихван Шавли. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 132 стр.
Тинӗс ҫинчи пӗлӗтсем тӗксӗмленчӗҫ, тинӗс хӑй те тӗттӗмленчӗ; сулхӑнлатрӗ.Облака над морем потемнели, море тоже стало темным, повеяло прохладой.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Пуҫ ҫинче пӗр вӗҫӗмӗн, ерипен, кичеммӗн пӗлӗтсем шӑватчӗҫ…
III сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Тинӗс ҫинче ҫӑмӑлрах кӑна ҫил ирӗклӗн вӑшлатса вӗрнине пӑхмасӑрах, пӗлӗтсем ҫаплах темле салху шухӑша кайнӑ пек хускалмасӑр тӑраҫҫӗ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Пӗлӗтсем ҫӳхелсе витӗр курӑнакан пулнӑ пек туйӑнчӗҫ, анчах та пӗтӗм тӳпе ҫаплах вӗсемпе хупланса тӑрать.Тучи сделались как бы тоньше и прозрачней, но все небо было обложено ими.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
… Кимӗ умӗнче, инҫетрен-инҫетрен, тинӗсӗн хура шывӗнчен темӗн пысӑкӑш сенкер вутлӑ хӗҫ хӑпарчӗ те ҫӗрлехи тӗттӗме ҫурмаран касрӗ, ун шӗвӗр вӗҫӗ, тӳпери пӗлӗтсем ҫумӗпе шуса иртсе, анлӑ сенкер ярӑм пек тӑсӑлса, тинӗс кӑкӑрӗ ҫине ӳкрӗ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Халӗ ӗнтӗ тӳпе пӗрре те хумханакан тинӗс пек пулман — ун тӑрӑх пӗлӗтсем сарӑлса кайнӑ, ӑна тикӗс те йывӑр шӑналӑк пек карса илнӗ, шыв ҫинелле анса, хусканмасӑр хытса тӑнӑ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Ку пӗлӗтсем ҫӗр ҫине, хумсене ҫил тӑпӑлтарса кӑларнӑ вырӑна, тата тин ҫеҫ ҫуралакан симӗсрех кӑпӑксемпе витӗнеймен хум ҫине кӑтрашкаллӑ купасемпе аялалла вирхӗнекен ҫуткам-кӑвак хумсем евӗрлех курӑннӑ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Пӗлӗтсем тӳпе тӑрӑх халичченхи пекех салхуллӑн, хуллен шӑвӑннӑ, анчах вӗсем тинӗсрен нумайрах та нумайраххӑн хӑпарса пынӑ, тӳпене пӑхсан, вӑл пӗлӗтсем ҫинчи ыйхӑллӑ, лӑпкӑ, тикӗс тинӗсе ӳпӗнсе тӑракан тепӗр тинӗс, пӑлханчӑк тинӗс тесе шутлама пулнӑ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Пысӑк та йывӑр пӗлӗтсем, тӗттӗмрен шикленнипе хӑйсем те хӑрушшӑн сывласа, хӑйсен йывӑрӑшӗпе ҫынна пусарса лапчӑтма хатӗр пек курӑнса, хуллен-хуллен шӑвӑннӑ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Лере, тинӗс хӗрринче, вӗсем вӗҫӗмсӗр нумайӑн пек туйӑннӑ, ҫак пӗлӗтсем ҫанталӑк тӳпине — чӗррӗн те ӗмӗтленсе ҫиҫекен, хӑйсен таса ҫутипе этеме те аслӑ шухӑша яракан тӗрлӗрен тӗслӗ ҫӑлтӑрсемпе — миллион ылтӑн куҫсемпе, ыйхӑллӑ тинӗс ҫинче урӑх нихҫан та йӑлкӑшма парас мар тенӗ усал сӑлтавпа — яланах ҫапла шуса хӑпарассӑн туйӑннӑ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Ҫак чунсӑр пӗлӗтсем хуллен шунинче темскер чуна шиклентерекен вӑй пулнӑ.Что-то роковое было в этом медленном движении бездушных масс.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.