Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

унпа (тĕпĕ: ун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпир унпа лайӑх пӗлӗш.

— Мы с ним имеем большое знакомство.

19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Унпа эпир аслӑ хирӗҫтӑру кунӗнче Марс планетине сӑнанӑ, унпа Туркмени хӑйӑрӗсем тӑрӑх ӗрӗхсе ҫӳренӗ, Мургаб хӑмӑшӗсем витӗр аштарнӑ.

C ним мы разглядывали Марс во время великого противостояния, и скакали на лошадях по пескам, и лазили в тростники Мургаба.

18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Мӗн пулса тӑчӗ-ха унпа ҫак пирӗн хушӑра?

Что произошло у нас с ним?

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Унпа пӗрлех уявлӑх килчӗ.

Это сразу внесло какую-то торжественность.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Мана унпа йывӑртан йывӑр пула пуҫларӗ.

Мне с ним приходилось все труднее и труднее.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Мӗн тӑвӑн-ха унпа?

Помоги переводом

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Анчах унпа калаҫма йывӑр, вӑл кирек мӗнле сӑмаха та шӳте кӑларать.

Но с ним было трудно говорить, он все любил обращать в шутку.

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпир унпа чылайччен лартӑмӑр.

Мы долго сидели с ним.

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Унтан вӑл ларчӗ, пилоткине хывса, унпа чӗркуҫҫине ҫапса илчӗ:

Потом он сел, снял пилотку, сложил ее и хлопнул по колену:

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпир унпа паттӑрлӑх ҫинчен, этем тивӗҫлӗхӗ ҫинчен пайтах сӳтсе яврӑмӑр.

И мы с ним долго толковали о храбрости, о человеческом достоинстве.

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл пурне те паллать: вилнӗ Бубенчиковсене те, Даша инкене те, судьяна та, судьяна пуринчен ытла ӗнтӗ, унпа вӑл темиҫе хут та тӗл пулкаланӑ иккен.

Он знает всех покойных Бубенчиковых, тётю Дашу, судью, в особенности судью, с которым ему не раз приходилось встречаться.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Капӑр пароходӑн шурӑ палуби ҫинче эпӗ унпа юнашар тӑратӑп, ҫийӗмре шурӑ кӗпе.

В белом платье я стою рядом с ним на белой, нарядной палубе парохода.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Атте ячӗ ҫӗкленнӗҫемӗн унпа пӗр тӑванӑн ятне те час-часах аса илеҫҫӗ, вӑл полярник-ученӑй, «Св. Марийӑна» хатӗрлес майпа вӑл хӑйӗн пӗтӗм пурлӑхне хӗрхенмесӗр панӑ, пӗтӗм пурнӑҫне аслӑ ҫыннӑн биографине пӗлес ӗҫе панӑ.

И чем выше поднимается его имя, тем всё чаще произносится рядом с ним имя его двоюродного брата, почтенного учёного-полярника, пожертвовавшего всем своим состоянием, чтобы организовать экспедицию «Св. Марии», и посвятившего всю свою жизнь биографии великого человека.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку блокнот Расщепейӗн, унпа вӑл ӳкерӳ вӑхӑтӗнче час-часах усӑ курнӑ, лайӑх шухӑш-мӗн килсен, ун ҫине ҫырса хунӑ.

В этот блокнот записывал Расщепей свои замечания во время съемок.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ачи пӑртак аяккарах кайса, Иртеньев ури айне, терраса ҫине йывӑҫ кегельсем ывӑтать, Вячеслав Андреевич вӗсем хыҫҫӑн хӑвалать, аллинче ун авалхи хыпкӑч — вӑл унпа йывӑҫ кегельсене яра-яра илет, тытнӑ пеккисене терраса ҫумӗнче тӑракан шывлӑ каткана пӑрахать.

Мальчуган, отойдя немного поодаль, бросал под ноги Иртеньева на крыльцо террасы большие деревянные кегли, а Вячеслав Андреевич гонялся за ними и хватал старомодными каминными щипцами, после чего швырял пойманную кеглю в стоявшую возле террасы бочку с водой.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Манӑн вӑл пурӑннӑ ҫӗрте, хам унпа пӗрле пулнӑ вырӑнта пулас килсе кайрӗ.

Мне захотелось побывать хотя бы там, где он жил, где мы с ним провели столько времени.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Унпа нихҫан та кичемлӗхе пӗлместӗн, анчах хам ертсе пыракан пионерсем умӗнче ҫакӑн пек шӳтлени маншӑн пӗрре те кӑмӑллӑ мар: ман авторитета хисепе хуман пек туйӑнать.

Мне с ним всегда было весело, но я не любила, когда он шутил так при моих пионерах: мне казалось, что этим он умаляет в их глазах мой авторитет.

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Унпа ҫыхланиччен ҫыхланманни, — кӗтмен ҫӗртен килӗшрӗ манпа Игорь.

— Лучше с ним не связываться, — согласился со мной, немало меня этим изумив, Игорь.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпир унпа, сана кӗтсе, шахматла та тытӑҫса пӑхрӑмӑр.

Мы с ним в шахматы даже сыграли, пока тебя дожидались.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

«Ахалех эс, Симка… Пӗрре те вӑл ун пек мар, сӑнӗ ҫеҫ ҫапларах. Вӑл питӗ тарават — билет та илсе парать, мороженӑй та ҫитерет. Унпа кирек ӑҫта та кӗме пулать…» — теҫҫӗ вара ҫавнашкал хӗрсем.

«Ты это, Симка, зря. Ты знаешь, он вовсе не такой, как с виду кажется. Он заботливый такой — и билет достанет, и мороженым угостит. С ним везде пройдешь…»

3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней