Поиск
Шырав ĕçĕ:
Мазин пурне те тӗп-тӗрӗс каласа пани ҫеҫ Ваҫҫука тӳрре кӑлармалли пӗртен-пӗр май пулма пултарнӑ.Единственно, что могло бы оправдать Васька, — это полное признание Мазина.
30 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Ашшӗне мӑйӗнчен ыталаса илсе, ҫӗнӗ хыпарсем пӗлтерес килекен пулчӗ унӑн, географи урокне аван пӗлнӗшӗн лайӑх паллӑ лартса пани ҫинчен калас килчӗ, ун умӗнче учителе мухтас килчӗ.
15 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Мана эсӗ сӑмах пани кирлӗ мар.
5 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Ҫав кӗнекене «ӑслӑлӑх малалла кайса этеме ырӑ пурӑнӑҫ пани пирки» халалласа ҫырнӑ.Посвященная «прогрессу науки и облагодетельствованию ею человечества».
Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.
Хамӑр куҫпа курса пӗлнӗ улшӑнусене ҫапла майпа ӑнлантарса пани, маншӑн пулсан, ҫителӗклӗ пек туйӑнать, мӗншӗн тесен ҫутҫанталӑкри тӗлӗнмелли япаласем, вӗсем темӗнле пулсан та, яланах физика сӑлтавӗсенчен килеҫҫӗ.
XXXVII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
— Вара вӑл ӗлӗкхи тусӗ Цимбал питӗ лайӑх сӗнӳ пани, халӗ вӗсем хӗрӗпе иккӗш унта кайса курма шут тытни ҫинчен каласа пама пуҫларӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Вӑл хӑй ҫапла пулнишӗн Горева пурнӑҫӗнчен тухма шутлани (вӑл ҫавӑнпа ҫырман та-мӗн), тата хальхи пурнӑҫӗ мӗнле майлашса пыни те ҫакнах ҫирӗплетсе пани ҫинчен ҫырать.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
— Вӑл Иван Захарыча пирӗн тарӑхтарас пулать, хӑйне мӗнле канаш пани ҫинчен каласа патӑр.— Надо нам этого Ивана Захарыча потрясти за душу, выяснить, какой ему совет дан.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ҫавӑнпа та: сире пурӑнма май пани — этеме юратни пулать, тесшӗн-и?
Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
— Калӑпӑр, ку ӑнлантарса пани, тейӗпӗр.
Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Татьяна Зайчик хӑйӗн хӑранӑ чухнехи пек янӑраса тухакан лӑпкӑ сассипе Аннушка хӑй ҫинчен пӗр пытармасӑр каласа пани ҫумне ҫакна хушса хучӗ: унӑн упӑшки, Харитон Иваныч, тата унпа пӗрле ултӑ партизан нимӗҫсем ҫамрӑксене Германие пуҫтарса кайма тытӑнсан яла килсе кӗнӗ те хӑйсен ирӗкӗпе чуралӑха каяссине хирӗҫ агитацилеме тытӑннӑ, анчах вӗсене нимӗҫсем шкул умӗнчи площадьре асаплантарса вӗлернӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
— Лайӑхрах апат хушса пани пулать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Карчӑк, Лена амӑшӗ, сельпона кайнӑ чух, хӗре каласа пани тӑрӑх ӑна тӳрех палласа илчӗ.И старуха, мать Лены, идя в сельпо, сразу его узнала по описанию дочери.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
— Эсӗ куратӑн пулас, Аксель, — терӗ вӑл, — Ҫӗр варри пирки геологсем хушшинче темиҫе тӗрлӗ гипотеза та пур; шалта вӗри тӑнине тӗплӗн кӑтартса пани питех те сахал вара; ман шухӑшпа, шалта Ҫӗр варринче ытлашши вӗри ҫук, вӑл пулма та тивӗҫ мар, тепӗр тесен, эпир санпа иксӗмӗр ҫакна хамӑрах курӑпӑр, вара Арне Сакнуссем пек, ҫак ыйту пирки мӗнле шухӑшлама кирлине те пӗлӗпӗр.
VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Сӑмах тавӑрса калас вырӑнне эпӗ чӗркуҫленсе лартӑм, ҫавӑн пек ответ пани турӑсемшӗн те, корольсемшӗн те, питех кӑмӑла каякан япала пулать.
II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Тырӑ пани — тӑван ҫӗршывран уйӑрӑлни, тӑшмана сутӑнни, ҫак вӑрҫӑра та, граждан вӑрҫинче те, вунсаккӑрмӗш ҫулта та, унтан малтан та паттӑррӑн ҫапӑҫса вилнисене сутни, кам этемӗн ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ, кам вӑл ирӗклӗхе хӑйӗн чӗрин юнӗпе ҫапӑҫса илнӗ — ҫавсене пурне те сутни пулать.
IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Тырӑ пани — харпӑрхӑйне те, пур хамӑр ҫынсене те сутни, пур ялсене те саланнӑ, пурин хӑлхине те ҫитнӗ, кашни чӗрене кӗрсе ларнӑ приказа пурнӑҫа кӗртменни пулать.
IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Тырӑ пани — ҫӗре тӑшмана сутни, хамӑр ҫынсене сутни, пӗтӗм тӗнче умӗнчех нимӗҫ — ылтӑн пек тыр-пул паракан Украина ҫӗрӗн господинӗ, Украина ялӗсенче хуҫа пулса тӑрать, тесе йышӑнни пулать.
IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Тырӑ пани — ҫак сивӗсенче, ҫилтӑманра тӑшмана хирӗҫ ҫав тери паттӑррӑн, хастаррӑн, хӑйсене хӗрхенмесӗр ҫапӑҫакансен чӗрисенчен ҫапни пулать.
IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Тырӑ пани — пыйтлӑ фрицсене тӑрантарни, вӗсен выҫӑ хырӑмӗсене тултарни, вӗсен ҫӗрсе пӳрленекен, сивӗре шӑнтса янӑ кӗлеткисене ӑшӑтни пулать.
IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.