Поиск
Шырав ĕçĕ:
9. Саваоф Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: ҫак ҫуртсен шучӗ те ҫук — вӗсем пушӑ пулӗҫ, капмар та илемлӗ вӗсем — унта пурӑнакансем пулмӗҫ; 10. иҫӗм пахчинчи вунӑ лаптӑк пӗр бат ҫырла парӗ, пӗр хомер акнӑ тырӑ аран-аран пӗр ефа парӗ.
Ис 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20-21. Ҫавӑ кун, Ҫӳлхуҫа ҫӗре аркатма пуҫласассӑн, Унран хӑраса, Унӑн мухтавӗнчен, аслӑлӑхӗнчен хӑраса, сӑрт хушӑкӗсемпе ту ҫурӑкӗсене тарса пытаннӑ чухне хӑйӗн кӗмӗл йӗрӗхӗсемпе ылтӑн йӗрӗхӗсене — пуҫҫапма тунӑскерсене — этем каюрасемпе ҫара ҫерҫисене пӑрахса парӗ.
Ис 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӑл халӑхсен тавӑҫне татса парӗ, нумай ӑрӑва хунтӑласа тӳрре кӑларӗ; вара хӑйсен хӗҫӗнчен сухапуҫӗ, сӑннинчен ҫурла туптаса тӑвӗҫ: пӗр халӑх тепӗр халӑх ҫине хӗҫ ҫӗклемӗ, текех вӑрҫӑ вӑрҫма та вӗренмӗҫ.
Ис 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Кам курнӑ Ӑна? кам ӑнлантарса парӗ? Ӑна кам тивӗҫлипе мухтаса ҫитерейӗ?34. Кто видел Его, и объяснит? и кто прославит Его, как Он есть?
Сир 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫӳлхуҫа вӑраха ямӗ, чӑтса тӑмӗ, хӗрхенӳсӗр ҫынсенӗн шӑмми-шаккине ҫапса ҫӗмӗрӗ; 20. халӑхсене те хирӗҫ тавӑрӗ Вӑл, пусмӑрлакансен эшкерне пӗтерсе тӑкӗ, йӗркесӗр патшасен туйине аркатӗ, 21. кашни ҫынна ӗҫне кура, тунӑ ӗҫӗсемшӗн, ӗмӗчӗ-шухӑшӗсемшӗн тавӑрса парӗ, 22. Хӑй халӑхне Турӑ тивӗҫлипе сут тӑвӗ, вӗсене Хӑйӗн ырӑлӑхӗпе савӑнтарӗ.
Сир 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӳлти Турӑ Хӑй епле парать, ҫавӑн пек пар, питӳ-куҫу хаваслӑ пултӑр — аллу вӑйне кура парса тӑр: 10. Ҫӳлхуҫа тавӑрса парать, Вӑл сана ҫичӗ хут ытла тавӑрса парӗ.
Сир 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Кам вӑрттӑн куҫ хӗсет, ҫавӑ усал шухӑш тытнӑ, ӑна никам та тытса чараймасть; 25. куҫу умӗнче вӑл ҫу пек ҫемҫе калаҫӗ, санӑн сӑмахусенчен тӗлӗнсе тӑрӗ, 26. кайран вара пачах урӑхлатса каласа парӗ, санӑн сӑмахна астармӑш сӑмах пек кӑтартӗ; 27. нумай япалана чунтан кураймастӑп эпӗ, анчах ҫавӑн пек ҫынна пуринчен ытла кураймастӑп; ӑна Ҫӳлхуҫа та курайми пулӗ.
Сир 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Чӗлхе-ҫӑварӑма пула инкек курасран, хама чӗлхем тӗп тӑвасран вӗсене хураллама мана кам хурал парӗ, вӗсене кам ӑстӑн пичечӗпе пичетлесе лартӗ?
Сир 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Хӑвна ҫӳле ан хур — ӳкмелле ан пултӑр, хӑвна чыссӑрлатмалла ан пултӑр: эсӗ Ҫӳлхуҫаран чӑнласах хӑрамастӑн-ха, чӗрӳ тулли чеелӗх санӑн, ҫакӑншӑн Ҫӳлхуҫа санӑн вӑрттӑн шухӑшусене уҫса парӗ, сана халӑх умӗнче намӑса кӑларӗ.
Сир 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ӑслӑлӑхшӑн тӗмсӗлетӗн пулсассӑн, Турӑ ӳкӗчӗсене уяса тӑр, Ҫӳлхуҫа вара сана ӑслӑлӑх парӗ: 27. ӑслӑлӑхпа пӗлӳ патне Ҫӳлхуҫаран хӑрани илсе ҫитерет, Вӑл ӗненнине, йӑваш пулнине кӑмӑллать.
Сир 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Туп-тулли ӑслӑлӑх вӑл — Ҫӳлхуҫаран хӑрани; тулли ӑслӑлӑх этеме хӑйӗн ҫимӗҫӗпе тӑрантарать: 17. унӑн кил-ҫуртне мӗн кирлӗ, ҫавна парӗ, кӗлечӗсене хӑйӗн мулӗпе тултарӗ.
Сир 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Килӗме кӗрсессӗн, вӑл мана канлӗх парӗ: вӑл сивлек мар, хапӑллать, унпа чухне хурлӑх та хурлӑх мар, хаваслӑхпа савӑнӑҫ ҫеҫ.
Ӑсл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Тӑшману выҫӑ пулсассӑн — ӑна ҫӑкӑр ҫитер; унӑн ӗҫесси килет пулсассӑн — шыв ӗҫтер: 22. [ҫапла туса,] эсӗ унӑн пуҫӗ ҫине шӗл-кӑвар пуҫтарӑн, уншӑн сана Ҫӳлхуҫа тавӑрса парӗ.
Ытар 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Аҫусем лартнӑ авалхи чикке ан куҫар, тӑлӑхсен ани ҫине ан кӗр, 11. мӗншӗн тесессӗн вӗсенӗн Хӳтӗлевҫи хӑватлӑ; сирӗн хушшӑрти тавӑҫа Вӑл татса парӗ.
Ытар 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫыннӑн халсӑрлӑхне чунӗ тӳссе ирттерет; чунӗ хавшанӑ пулсассӑн, ӑна кам тӗрек парӗ?14. Дух человека переносит его немощи; а пораженный дух – кто может подкрепить его?
Ытар 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Вӑл санӑн ҫулусене тӳрӗ тӑвӗ, сана канӑҫлӑ ҫӳремелле туса парӗ.]29. Он же прямыми сделает пути твои, и шествия твои в мире устроит.]
Ытар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ӑслӑлӑха хаклама пӗл — вӑл ҫӗклентерӗ сана; ун ҫумне ҫыпҫӑнсассӑн, вӑл сана мухтава кӑларӗ; 9. сана хӳхӗм пуҫкӑшӑль тӑхӑнтартӗ, сана мухтав ҫӗлӗкӗ ҫитерсе парӗ.
Ытар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй ывӑлӑм! эпӗ вӗрентнине ан манӑҫла, чӗрӳнте эпӗ ӳкӗтлени упрантӑр: 2. ҫавӑ сана вӑрӑм кунҫулпа тӑнӑҫлӑ пурӑнӑҫ парӗ.
Ытар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Тӳпепе ҫӗре пултарнӑ Ҫӳлхуҫа сана Сион ҫинчен пиллӗх парӗ.3. Благословит тебя Господь с Сиона, сотворивший небо и землю.
Пс 133 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ырӑлӑхпа чӑнлӑх тӗл пулчӗҫ, тӳрӗлӗхпе тӑнӑҫлӑх пӗр-пӗрне чуптурӗҫ; 12. ҫӗртен чӑнлӑх тухрӗ, тӳперен тӳрӗлӗх анчӗ; 13. Ҫӳлхуҫа ырӑлӑх парӗ, пирӗн ҫӗр те хӑй ҫимӗҫне ӳстерӗ; 14. Унӑн умӗнчен тӳрӗлӗх пырӗ, Унӑн утӑмӗсем валли ҫул хывӗ.
Пс 84 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.