Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Пӗлӗтсем (тĕпĕ: пӗлӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӳпене хура пӗлӗтсем хупласа илнӗ.

Тучи обложили небо.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӗвеланӑҫ енче хура пӗлӗтсем капланнӑ.

На западе густели тучи.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ем-ешӗл тумпа эрешленсе капӑрланнӑ ҫеҫен хир ҫийӗн хура пӗлӗтсем шуса иртеҫҫӗ.

Над степью, покрытой нарядной зеленкой, катились тучи.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫапӑҫма вӑл харсӑррине харсӑр казак, пӗлетпӗр кун ҫинчен… анчах хура пӗлӗтсем хыҫӗнчен хӗвеле курма ҫук-ҫке-ха: курмастпӑр эпир ун хисепе юравлӑ ӗҫӗсене — вӑл большевикра ҫӳрени пирӗн куҫа ҫиет!..

Вояка из него — добрый, знаем… но ить за мгой и солнышка не видно: не видим мы его заслугу — глаза нам застит его служба в большевиках!..

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сарӑрах шурӑ, авалхи карапсем пек кӗре кӑкӑрлӑ пӗлӗтсем Новочеркасск ҫийӗн майӗпен шӑвӑна-шӑвӑна иртеҫҫӗ.

Изжелта-белые, грудастые, как струги, тихо проплывали над Новочеркасском облака.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Дон тӗлӗнче хура пӗлӗтсем капланаҫҫӗ, ҫӑралнӑҫем ҫӑралса хуралаҫҫӗ.

Висели над Доном тучи, сгущались, чернели.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тӳпене те пӑхкалатӑр, пӗлӗтсем ӑҫталла чупаҫҫӗ унта…

И на небо поглядываете, куда там уходят тучи…

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ӑшшисӗр хӗвел хӗвеланӑҫ еннелле юхакан пӗлӗтсем витӗр хӑюсӑр курӑннӑ та выльӑх таптаса пӗтернӗ курӑка пӗр самант ҫутатса илнӗ…

Нежаркое солнце робко пробивалось сквозь плывущие на запад тучи и лишь на короткое время освещало тусклые поля, серую, вытоптанную стадами траву…

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Унта хура пӗлӗтсем питӗ аялтан шунӑ, ҫавӑнпа чӑх ферми мар, станица вӗҫӗнчи ҫуртсем те курӑнман.

Там низко-низко опустились тучи — не было видно не только знакомого Сергею птичника, но и крайних домиков.

VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӗсем тӗлӗпе ҫӗрлехи тӗттӗмре хура пӗлӗтсем хӗвелтухӑҫнелле васкаса юхаҫҫӗ.

Над ними в темноте низко пенились, устремляясь на восток, черные облака.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Нарвӑран Псков тата Луга хулисен еннелле ҫеҫ, аслӑ тӳпен вӗҫӗ-хӗррисӗр тӑсӑлакан кӑвак ҫеремӗ тӑрӑх, каҫ умӗнхи тӑхлан тӗсӗпе хытса ларнӑ ҫӗтӗк-ҫатӑк пӗлӗтсем ҫулсӑр-мӗнсӗр ыткӑнса шӑваҫҫӗ; куҫа курӑнман чике урлӑ каҫсанах вара ҫав тӗссӗр кӑвак ӗнтӗрӗке ҫӗрлехи тӗттӗм чаршав хупласа хурать.

А от Нарвы на Псков, на Лугу небесной целиной, бездорожьем все еще шли загрунтованные свинцовыми белилами вечера рваные облака; переходя невидимую границу, теснила сумерки ночь.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫумӑр чарӑннӑ, пӗлӗтсем сирӗлнӗ, тӳпе тасалнӑ.

Дождь перестал, небо прояснилось.

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Йывӑрланнӑ хура пӗлӗтсем пӗтӗм хире ҫавӑрса илчӗҫ, типсе кайнӑ вӗри ҫӗр ҫине епле майлӑрах выртӑпӑр-ши тесе шухӑшланӑ пек, питӗ аяла анса, хуллен шурӗҫ.

Отягощенные влагой тучи обняли всю степь, опустились низко-низко и двигались неторопливо, точно раздумывая, как бы им поудобнее лечь на сухую и еще горячую землю.

VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кун каҫ енне сулӑннӑ, ҫумӑр ҫӑвас пек тӑнӑ, тӳпене тахҫанах пӗлӗтсем хупласа илнӗ, ҫавра ҫилсем выляма пуҫланӑ, ҫулсем ҫинче тусан юписем ҫаврӑнса хӑпарнӑ.

День был на исходе, пахло дождем, небо давно затянуло тучами, разгулялись вихри, и над дорогой взвились винтовые столбы пыли.

VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пӗлӗтсем хушшипе сарӑ мӑйӑхлӑ ҫамрӑк уйӑх казакла ярӑнса ҫӳрет.

Меж туч казаковал молодой желтоусый месяц.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Таҫта ҫӳлте, лӑстӑк-ластӑк пӗлӗтсем хыҫӗнче, халь кӑна тухакан хӗвел ҫутатать.

Где-то вверху, за кучевыми облаками, светило восходящее солнце.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӗвеланӑҫӗнче пӗлӗтсем капланса тухаҫҫӗ.

На западе корячились, громоздясь, тучи.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Шӑвӑнакан пӗлӗтсем тӳпе тӑрӑх ушкӑнӑн-ушкӑнӑн иртеҫҫӗ, хӗвеле хупла-хупла хураҫҫӗ.

Текучие облака табунились на небе, застили солнце.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Каҫсерен Дон хыҫӗнче хура пӗлӗтсем ҫӑралаҫҫӗ, типпӗн шартлаттарса ҫурӑла-ҫурӑла кайнӑ пек, уяр аҫа кӗмсӗртетет.

Ночами густели за Доном тучи, лопались сухо и раскатисто громовые удары.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ыран мӑнкун тенӗ каҫхине тӳпене хура ӑмраллӑ пӗлӗтсем карса илчӗҫ, ҫумӑр вӗтӗртетме пуҫларӗ.

В ночь под Пасху небо затянуло черногрудыми тучами, накрапывал дождь.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней