Поиск
Шырав ĕçĕ:
Манӑн кулассӑм та килчӗ, анчах вӑл ман паталла ура ярса пусрӗ те, сӑнарӗ вара хӑйӗн мана халех ҫапса ярассӑн курӑнчӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫапла хамӑра ытла мӗскӗнӗн ӑсатнӑшӑн салху пусрӗ пире, хамӑртан хамӑр вӑтантӑмӑр, ӑсатакансем те пирӗн хута кӗмен пек курӑнчӗҫ, курар-ха тенипе ҫеҫ пынӑ пек…
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Николай Антоныч асне илнӗ пек туса малалла ярса пусрӗ те Ромашка ҫине тинкерсе пӑхрӗ.Как будто очнувшись, Николай Антоныч сделал шаг вперед и уставился на Ромашку.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унтан ялкӑшса ҫунакан алӑк урати урлӑ урине ярса пусрӗ те: «Пурте — ман хыҫҫӑн! — тесе кӑшкӑрчӗ.
Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Расщепей хӑйӗн вырӑнне кайса ларчӗ, кнопкӑна пусрӗ.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Самантлӑха окулярсенчен пӑрӑнса, бинокльне антармасӑр, аллинчи сехет ҫине пӑхса илчӗ, унтан хӑвӑрт сӗтел патне пырса, ещӗк ҫинчи кнопкӑна пусрӗ.
7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Хам таврана юлашки хут пӑхса ҫаврӑннӑ чух чӗрене калама ҫук хуйхӑ пусрӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кораблев тухса кайнӑ хыҫҫӑн пӳрте йӑлт темле кичем пусрӗ, унтан вара, уҫӑ кӑмӑллӑ Николай Антоныч килсе кӗрсен, тата кичемрех пек туйӑнчӗ, ҫитменне тата, хӑнана малтан каласа хунӑ пек виҫҫӗн кӑна мар, улттӑн килмелле, тесе пӗлтерчӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ыран алӑ парса уйӑрӑлма кӗрсе тух, халӗ кайса ҫывӑрах, мана та ӗнтӗ ыйхӑ пусрӗ.Завтра приходи со мною проститься, а теперь ступай себе спать, и меня уж дрема клонит.
Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Вӑл тухса кайсан, чӗреме калама ҫук пысӑк хуйхӑ пусрӗ.
Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Алексей умӗнче нимӗҫ самолёчӗн хӗвел ҫутатнӑ кӑвак хырӑмӗ йӑпӑртлӑх кӑна курӑнсан, вӑл пур гашеткӑсем ҫине те пӗр харӑс пусрӗ те, виҫӗ ярӑм вут сапса, нимӗҫ самолёчӗн хырӑмне ҫурса пӑрахрӗ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Сӑмах паманнине кура Печорин алӑк патнелле ик-виҫӗ утӑм пусрӗ, хӑй чӗтрет, каласа парам-ха сире, ҫав вӑхӑтра вӑл шӳт туса каланине те чӑнласах тума пултарнӑ пулӗччӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл икӗ гашетки ҫине те пусрӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ун ҫинелле тӳррӗн ыткӑнса пырса, Мересьев гашетка ҫине пусрӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Урайне ӳксен, Алексей хӑйне пулӑшма никама та чӗнмерӗ, хӑех стена патнелле упаленсе пычӗ те, аллисемпе ун ҫине тайӑнса, урисем ҫине вӑрахӑн тӑчӗ, ыраттарнӑ айӑкне хыпашласа пӑхрӗ, чавси ҫинчи кӑвакарма пуҫланӑ вырӑна пӑхса илчӗ, унтан, шӑлӗсене ҫыртса лартса, стенаран уйрӑлчӗ те, тата тепӗр утӑм малалла ярса пусрӗ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унтан, аллисемпе стенаран тытса, пӗр утӑм ярса пусрӗ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӗр вырӑнта кӑштах тӑрсан, хӑнӑхман пирки, протезсене урасем ҫумне ҫирӗплетнӗ вырӑнта питӗ хытӑ ыратнине туйса, Мересьев малтан хуллен кӑна пӗр костыльне, унтан теприне илсе пусрӗ, кӗлеткин пӗтӗм йывӑрӑшне вӗсем ҫинелле куҫарчӗ, вара малтан пӗр урине, унтан тепӗр урине малалла туртрӗ.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
«Нимех те мар, нимех те мар, юлташсем, йӑлтах лайӑх пулать ак», — терӗ те Алексей, туйине юр ҫине хӑюллӑн тӑрӑнтарчӗ, вара янахӗпе ҫакланса пӗтӗм пӗвӗпе ун ҫине уртӑнчӗ те йывӑррӑн, ҫапах та ним иккӗленмесӗр, урисене малалла, юр кӗрчӗ ҫинелле илсе пусрӗ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Юлашки вӑйне пухса, Алексей ун патнелле ярса пусрӗ те ун ҫине тирӗнсе кайрӗ, пӗчӗк хыр юппинчен янахӗпе ҫакланса тытӑнса тӑчӗ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кӑнтӑрла тӗлне, йывӑҫ айӗнчи мӗлкесем хуралсан, хӗвел ҫути те йывӑҫ тӑррисем урлӑ просекӑллӑ ҫул ҫине ӳксен, Алексей мӗнпурӗ те пин те пилӗкҫӗр утӑм ҫеҫ тума пултарчӗ, хӑй вӑл ҫав тери ывӑнса ҫитрӗ, — кашни утӑмнех чуна хытарса аран-аран ярса пусрӗ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950