Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл тахҫанах асӑрханӑ: пуянраххисем тата шукӑльрех тумланнисем чиркӳре яланах малта тӑнӑ, вӗсем хыҫӗнче чаплах маррисем пулнӑ, ҫӗтӗк-ҫатӑк тумланнӑ ыйткалакансем алӑк патӗнче, кӗтессенче е чиркӳ умӗнче хӗсӗнкеленӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Куншӑн тӗлӗнмех те кирлӗ мар: вӑл фермер кӑна мар-ҫке, вӑл проповедник та, унӑн плантаци вӗҫӗнче пӗчӗкҫеҫ чиркӳ пур (ӑна вӑл хӑй укҫипе лартнӑ), чиркӳ те, шкул та пӗрле, проповедьсене вӑл укҫасӑрах вулать, уншӑн нимӗн те илмест; тӗрӗссипе калас-тӑк, мӗншӗн илӗн-ха.
Вӑтӑр виҫҫӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Килтен хуллен йӑпшӑнса тухрӑм та ҫул тӑрӑх чуптара патӑм; куратӑп — чиркӳре, ик-виҫӗ сыснасӑр пуҫне, никам та ҫук: чиркӳ алӑкне нихҫан та хупмаҫҫӗ, сыснасем ҫулла хӑма урайӗнче йӑваланма юратаҫҫӗ, мӗншӗн тесен ун ҫинче выртма уҫӑ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Авал чиркӳ тунӑ чух никӗс айне пикене чӗрӗлле чавса чикнӗ текен легендӑна уҫӑмлатма май килнӗ, кивӗ чиркӳ вырӑнне ҫӗннине лартма тытӑнсан никӗс айӗнче чӑнах та саркофага аса илтерекен япала тупнӑ вӗсем, анчах ӑшӗнче мӗн пуррине ҫеҫ пӗлеймен — уҫса пӑхма пачӑшкӑ чарнӑ.
Тӗллев — чи лайӑххи пуласси // Ирина КУЗЬМИНА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 7-8 стр.
Тӳпере уйӑх ҫӳле хӑпарнӑ, чиркӳ тавра сарнӑ чул лаптӑкӗсем пӑхӑр пек хӗрлӗ, чиркӳ тӑрри вут пек йӑмӑх ҫунса тӑнӑ; сарлака площадь, ун хӗррипе ҫур ункӑ пек ларса тухнӑ курак йӑвиллӗ тирексем, чӳрече умӗнче сирен ӳсекен пӗчӗк пахчасем, — ҫаксем пурте ҫурҫӗр тӗлӗнче юмахри пек ӑнланса илме ҫук илемлӗ курӑннӑ…
III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Колонна уҫса пӑрахнӑ хапха витӗр чиркӳ картишне пырса кӗчӗ, пуҫсем ҫинчен хывнӑ ҫӗлӗксем мӗлтлетсе илчӗҫ, харӑссӑн пусакан урасен сассипе пӗтӗм чиркӳ янӑраса тӑрать.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Магазинпа вӗҫе-вӗҫӗн лутака та вӑрӑм, подваллӑ сарай сыпӑнса тӑнӑ, унтан пӗр ҫирӗм чалӑшра — кирпӗчрен тытнӑ ҫаврака чиркӳ карти тата пиҫсе ҫитнӗ симӗс сухан пуҫӗ пек тӑрӑллӑ чиркӳ.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Басаврюк мӑнкун кунне те чиркӗве ҫӳременнине асӑрхать те ҫав, хайхине хӑтӑрса пӑхма шутлать — чиркӳ ячӗпе наказани парас тет ӗнтӗ.
Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Чиркӳрен парк леш енче, чугун ҫулӗ ҫинче, мӗн пулса иртни лайӑхах курӑнмасть, ҫавӑнпа та Озеров кӳршӗри ҫурта куҫма шутларӗ, анчах чиркӳ картинчен вунӑ утӑм та иртме ӗлкӗреймерӗ — малта нимӗҫсен йывӑр снарячӗ шӑннӑ ҫӗре сирпӗтсе кӑларчӗ.
XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Часах акӑ арҫынсен чиркӗвӗ умне ҫитрӗ; ҫакӑнтан чиркӳ картишӗ урлӑ каҫсанах хӗрарӑмсен мӑнастирне кӗме пулатчӗ.
VI. Хӗрарӑм чунӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Яков Лукич, пӗтӗм ҫан-ҫурӑмӗ йывӑрланса кайнине, хӑйӗн типсе ҫитнӗ пырӗ ҫуннине туйса, вӑр-варах сиксе тӑчӗ, анчах унӑн сӑмах каламалла пулмарӗ: пухура ларакансенчен пӗри, сӑнран пӑхсан пуринчен те ватӑрах казак, чиркӳ совечӗн членӗ, вӑрҫӑччен Войсковой хуторӗнче пӗр улшӑнмасӑр чиркӳпе приход шкулӗн попечителӗ пулнӑскер, сӑмахне унран маларах пуҫлама ӗлкӗрчӗ.
27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Леш йӗкӗт — чиркӳ карти ӑшнелле, пӑру — ун хыҫҫӑн, йӗкӗт — чиркӳ крыльци ҫине — пӑру — ун хыҫҫӑн.Хлопец той — в ограду, телушка — за ним, хлопец — на паперть, телушка — следом.
25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Акӑ мӗн калать вӑл хӑйӗн сӑмахӗнче: ҫынсем, сирӗн ҫав хӗрлӗ трико пӗркеннӗ, кукӑр ураллӑ Сатана аллине лексе асап курас килмест пулсан, ҫакна пӗлмелле: хӗрсене, вӗсемпе венчете тӑмасӑр, чуптума юрамасть, мӗншӗн тесен, апла тунипе вӑл хӗрсем проституткӑна тухса кайма пултараҫҫӗ; чиркӳ ирӗк памасӑр, ҫамрӑк ҫынсене чуптума юрамасть, мӗншӗн тесен, апла тусан, арҫын ачасемпе хӗрачасем ҫуралма пултараҫҫӗ: проституткӑсен хӑйсем патне пынӑ хӑнасен кӗсйисенчен укҫа вӑрламалла мар; пӗтӗмӗшпе илсен, пӗр ҫын та юна вӗрилентерсе яракан эрех таврашӗ ан ӗҫтӗр; ҫынсен пурин те хупаха мар, чиркӗве ҫӳремелле, — ку чуншӑн усӑллӑрах та, йӳнӗрехе те ларать…
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Пасарта тӗрлӗ тӗслӗн ҫуталса выртакан купи-купи пахча-ҫимӗҫ хушшинче тӑнӑ чухне те вӑл, шурӑ чиркӳ стени ҫине аслӑ ӑстаҫӑ ӳкернӗ пекех, илемлӗччӗ, — унӑн вырӑнӗ Святой Яков чиркӗвӗ ҫумӗнчехчӗ, вилессе те вӑл ҫав вырӑнтан виҫӗ утӑмрах вилчӗ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Олеся хӑй шиклӗхне ҫӗнтернӗ те чиркӗве килнӗ; ҫитессе вӑл служба варринче кӑна ҫитнӗ, тӑрасса та чиркӳ пӑлтӑрӗнче ҫех тӑнӑ, апла пулин те кӗлӗри мӗнпур хресчен ҫийӗнчех асӑрханӑ ӑна.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Переброд ялӗ чиркӳ тӗлӗшпе урӑх ҫӗре ҫырӑннӑ тесе шутланать, тӗрӗсрех каласан, чиркӗвӗ ун хӑйӗн те пур-ха, анчах унта уйрӑм пуп тытма юрамасть, ҫакна кура вара кунта Кашкӑръелӗнчи таса атте ҫеҫ сайра хутра, типӗсенче те пысӑк уявсенче, киле-киле ҫаврӑнать.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Князь ачашшӑн сӑмах чӗнчӗ, ӑна хӗр ӑнланса илеймерӗ; вӗсем чиркӳрен тухрӗҫ, чиркӳ умӗнче Покровски хресченӗсем кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ.
XVIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Сивӗ те пушӑ чиркӗве кӗчӗҫ, вӗсем хыҫҫӑн чиркӳ алӑкӗсене питӗрсе илчӗҫ.Они вместе вошли в холодную, пустую церковь; за ними заперли двери.
XVIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Кӗлле хисепле хӑнасем ҫав тери нумай пухӑннӑ пирки, чиркӳре вырӑн ҫитменнипе, хресченсене чиркӳ умӗпе картишӗнче тӑма тивнӗ.
IX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Шутсӑр хытӑ ҫухӑрни илтӗнсе кайрӗ, йытӑ клирос ҫине сиксе хӑпарчӗ те ҫухӑрашса чиркӳ тӑрӑх чупкалама тапратрӗ; алтарь тӗлне ҫитсен, тепӗр енчи клирос патнелле чупса каҫрӗ, ухӑ пекех чиркӳ алӑкӗ патнелле вӗҫтерчӗ, алӑк патӗнчен — каялла; вӑл пӗтӗм чиркеве янтратса ҫухӑрчӗ, мӗн чул хытӑрах чупрӗ, ҫавӑн чул хытӑрах ӳсрӗ ун ыратни.
5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.