Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сулкалать (тĕпĕ: сулкала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тулашӗнчен пӑхсан, Васютин чӑн-чӑн парти работникӗ пулнӑ, вӑл ҫивчӗ те чӗрӗ, анчах усӑсӑр хыпаланчӑк мар, калаҫнӑ чух аллисене татӑклӑн та хӑюллӑн сулкалать.

По внешности Васютин был типичным партийным работником, подвижным, но не суетливым, с решительной категоричностью в жестах.

Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Сулахай аллипе вӑл хӗҫне тытнӑ, сылтӑммипе сывлӑшра сулкалать.

В левой руке он нес шашку, а правой размахивал в воздухе.

XVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Колхозниксемпе калаҫнӑ чухне вӑл ытларах куҫхаршийӗсене пӗркелентерет, куҫӗсене хӗссе илет, аллисемпе сулкалать, колхозниксем те вара унпа хӑй пекех калаҫма тӑрӑшаҫҫӗ.

С колхозниками он разговаривал преимущественно бровями, глазами и руками, и колхозники очень скоро переняли и усвоили его способ общения.

2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Амӑшӗ, хуллен кулкаласа, пуҫӗпе сулкалать

Мать, тихо посмеиваясь, качала головой…

XXII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Мастер ӑна кура пуҫне ҫеҫ сулкалать.

Мастер только головой качал.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Лесник нимӗн те чӗнмест, мужикӗ те шарламасть, пуҫне кӑна сулкалать.

Лесник не говорил ни слова; мужик тоже молчал и только головой потряхивал.

Бирюк // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 156–163 с.

Анчах та ун патне Малевский пырса тӑрсан, тилӗ пек чеен тайкаланса, унӑн пукан хыҫӗ ҫине меллӗн таянса, киленӗҫлӗн те йӑпӑлтатуллӑн кулкаласа тем пӑшӑлтатма тытӑнсан, — Зинаида аллисене кӑкӑрӗ ҫумне хӗреслесе тытать те граф ҫине тинкерсе пӑхать, хӑй те кулкаласа пуҫне сулкалать, — вара манӑн пӗтӗм юнӑма вут-ҫулӑм хыпса илет.

Зато у меня, бывало, вся кровь загоралась, когда Малевский подойдет к ней, хитро покачиваясь, как лиса, изящно обопрется на спинку ее стула и начнет шептать ей на ухо с самодовольной и заискивающей улыбочкой, — а она скрестит руки на груди, внимательно глядит на него, и сама улыбается, и качает головой.

IX // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Капланнӑ йывӑр шухӑшсене пуҫран кӑларса перес тенӗ пек, пуҫне сулкалать, кравать айне те тем шанчӑксӑр пӑхкалать вӑл.

Он встряхивал головой, как будто хотел вытряхнуть из нее тяжелые мысли, и подозрительно заглядывал под кровать.

VI. Канӑҫсӑр каҫ // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

Пыратпӑр, ку хӑйӗн татӑк хулне сулкалать, чӗлпӗре йӗнер пӗкечи ҫине хучӗ те калать ҫак: «Эй, хӑҫан килет-ши пирӗн Григорий Пантелеев! Тепре лайӑх ӗҫсе лартасчӗ те унпа пӗрле — юрра янраттарасчӗ!» — тет.

Едем, а он култышкой своей мотает, повод на луку кинул и гутарит: «Эх, да когда уж наш Григорий Пантелев приедет! Хучь бы выпить с ним ишо да песенки заиграть!»

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мишкӑ та, хӑйӗн пулас хуҫи тивӗҫлӗ хуҫа-ши тенӗ пек, е пӗр енне, е тепӗр енне пуҫӗпе сулкалать.

И Мишка повел головой то в одну, то в другую сторону, как бы присматриваясь, достойным ли будет седок.

Мишкӑ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Кук тӗриллӗ Обнозов карттусне ӗнси ҫинелле шутарса хунӑ та, сӳсмен тӑхӑнтарасса сиснӗ вӑкӑр пек, тӗреклӗ пуҫне сулкалать.

Веснушчатый Обнизов, сдвинув на затылок фуражку, мотал чубатой головой, словно бык, почуявший на шее ярмо.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Боярышкин хырса янӑ кӑвак пуҫне сулкалать, хӑй патӗнче ларакан ҫамрӑк пулин те сухаллӑ Баланда ятлӑ учитель еннелле ҫаврӑна-ҫаврӑна сӑмахлать.

Боярышкин качал обритой фиолетовой головой, говорил, обращаясь к сидевшему около него молодому, но бородатому учителю Баланде:

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗсене хирӗҫ Дарья чӗнтӗрлӗ пит тутрине сулкалать.

Против них махала кружевной утиркой Дарья.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дроздиха карчӑк Аксинья ҫине пӑхать, унӑн хӗрхӳ сӑмахӗсем майӗпе, пуҫне сулкалать.

Бабка Дроздиха на Аксинью качает головой под горькие слова рассказа.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Курать Левко: пике хуллен ҫеҫ пуҫне сулкалать, аллипе сулать вӑл, йӑл-йӑл кулать…

И видит: она качает слегка головою, она машет, она усмехается…

V. Шыв пики // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Пӗр салтакӗ повозка ҫинелле пӗшкӗннӗ те чӗтрекелесе илет, мӑш-мӑш тукаласа, пуҫне сулкалать.

Один солдат, склонившись над повозкой, вздрагивал, тяжело сопел и крутил головой.

XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫылӑхлӑ! — тет вӑл, хӑй аллисемпе хӑюллӑн сулкалать тата урам икӗ енӗпе те пӳрт чӳречисем ҫине пӑха-пӑха илет.

Мой грех! — приговаривал он, бойко размахивая руками и поглядывая в окна хат по обе стороны улицы.

XI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

— Пӗлместӗн? — хаяррӑн кӑшкӑрса ярать те Сероштан, Архипов ҫинеллех пыма тӑрать, анчах, офицера чалӑшшӑн пӑхса илсе, пуҫне ҫех сулкалать тата Архипова хӑрушӑ куҫ туса кӑтартать.

— Не знаешь? — грозно воскликнул Сероштан и двинулся было на Архипова, но, покосившись на офицера, только затряс головой и сделал Архипову страшные глаза.

XI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Ҫавӑнпа вӑл хулпуҫҫийӗсене кирек хӑҫан та укерчӗклӗн ҫӳлелле ҫӗклеттерсе тытать, начар тухать пулин те, французла перет, елпӗрнӗ, хавшак утӑпа ҫӳрет, калаҫнӑ чухне, ывӑннӑ тейӗн, аллисене тирпейсӗррӗн сулкалать.

Поэтому он всегда держал плечи картинно поднятыми кверху, скверно французил, ходил расслабленной походкой и, когда говорил, делал усталые, небрежные жесты.

VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Чиркӳрен нумаях пулмасть ҫеҫ таврӑннӑ Емельян Пантелейпе юнашар ларать, аллисене сулкалать, ҫавна май аран илтӗнекен хӑйӑлти сасӑпа юрлать: «Сана мухтатпӑр…»

Недавно вернувшийся из церкви Емельян сидел рядом с Пантелеем, помахивал рукой и едва слышно напевал сиплым голоском: «Тебе поем…»

V // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней