Поиск
Шырав ĕçĕ:
Аслати те, ҫиҫӗм те, хӗвел тухни те хӑйӗн савӑнӑҫлӑ сассисемпе, хӗвел анни те хӑйӗн килес ыранхи ырӑ кунӗпе — нимӗн те, ҫутҫанталӑкӑн нимӗнле хӑвачӗ те халӗ шурлӑхра Травкӑпа пулнӑ ӗҫрен ытла пулма пултарайман: вӑл этем сассине илтнӗ, мӗнле сасӑ пулнӑ ӗнтӗ вӑл!
XI // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Унӑн ансӑр урамӗсенче каҫсерен, хӗвел анса ларсанах (июнь уйӑхӗччӗ ун чухне) сап-сарӑ ҫӳҫлӗ чиперкке нимӗҫ хӗрӗсем уҫӑлса ҫӳретчӗҫ, ют ҫӗршыв ҫыннине хирӗҫ пулсан ҫепӗҫ сассисемпе: «Guten Abend», — тесе сывлӑх сунатчӗҫ; вӗсенчен хӑш-пӗрисем тулли уйӑх кивӗ пӗчӗк ҫуртсен шӗп-шӗвӗр тӑррисем хыҫӗнчен тухса урама сарнӑ вӗтӗ чулсене палӑрмаллах ҫутатма тытӑничченех килӗсене кӗместчӗҫ.
I // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Вӗҫем чӳрече ҫине чупа-чупа хӑпараҫҫӗ те каялла чупса каяҫҫӗ; вӗсем йынӑшни чӳрече умӗнче сенӗксем тытса тӑракан вырӑссен хаяр сассисемпе хутшӑнса каять.
Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Вӑл шав ҫынсен сассисемпе, тракторсем кӗмсӗртетнипе, комбайнсем шалтӑртатнипе хупланать.Он тонул в гуле людских голосов, в рокоте тракторов и в лязгающем грохоте комбайнов.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ҫапах та вӗсем тухнӑ-тухман сассисемпе пӗтӗмпех тӗрӗс каларӗҫ.
Райка «тыткӑна» илнисем // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 101–108 с.
Вӑл ҫенӗке кӗрсе те ӗлкӗреймерӗ — таҫта аякра, сӑрт хыҫӗнче, тупӑсем кӗрӗслетсе кайрӗҫ те, Дон ҫийӗн, тупӑ сассисемпе ӑмӑртнӑ пекех, Вёшкинчи икӗ чиркӳ чанӗсем савӑнӑҫлӑн чӑнкӑлтатма тапратрӗҫ.
IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӗсенчен аякра та мар ҫӳҫесем айне пытанса ларнӑ пулемет заставинчи хӗрлӗармеецсем калаҫнӑ, хуторта ҫын сассисемпе пуртӑсем качлатнӑ сасӑсем янках илтӗнсе тӑнӑ, анчах казаксене шывран нимӗн те курӑнман.
LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Хӑма сарнӑ кӗпер ҫинче, ҫуркунннхи таса шӑплӑхра, унӑн сайран илтӗнекен ури сассисемпе ӑна хӑваласа ҫитме васкакан Наталья вӗтӗртетни янӑраса тӑчӗ.
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Урам тӗрлӗрен сассисемпе тулнӑ.
XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Машина площадь урлӑ каҫса пӗр тӑкӑрлӑка чӑмса кӗрсе кайсан, Сергей йывӑҫсем хушшинчен кивӗ, ҫумӑрсем шӳтерсе ислетнӗ хӑмӑш пӳрт ҫийне, ун тупинче пӗр анра ҫарӑк ӳснине асӑрхарӗ; тата хӑнасене кӗтсе яриех уҫнӑ ҫатан хапха, ҫӑра туратлӑ икӗ йӑмра, Сергей ача чухнех лартнӑскерсем, курӑнса кайрӗҫ; йӑмра турачӗсем ҫинчен ачасем груша пек ӳке-ӳке, станица урамӗсене шӑнкӑрав пек сассисемпе янӑратса, машинӑна хирӗҫ чупрӗҫ…
II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Гришатка ҫынсен шавлӑ сассисемпе вӑранса кайрӗ.
Лекрӗ // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Григорий йытӑсене ҫӗтӗлтерсе, сайра кил-ҫуртсен ҫумӗпе утать, юханшыв хӗрринчи кӑчкӑ йывӑҫҫисем хыҫӗнче ачасем ҫамрӑк сассисемпе юрӑсем шӑрантараҫҫӗ:
24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Тӑхлачисем пӗр-пӗринпеле ыталашнӑ та арча ҫинче лараҫҫӗ, пӗрне пӗри хӑйсен ҫатӑрмаклӑ сассисемпе хуплаҫҫӗ.Свахи, обнявшись, сидели на сундуке, глушили одна другую треском голосов.
18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ак шӑхӑрнӑ сасӑ илтӗнсе кайрӗ, Петро чуннех пырса тиврӗ ку, халь ӗнтӗ ӑна тем те пӗр илтӗннӗн туйӑнать: курӑкӗ кӑшӑлтатма пуҫларӗ, чечекӗсем, пӗчӗкҫеҫ кӗмӗл шӑнкӑравсем пек, пӗр-пӗринпе ҫинҫе сассисемпе калаҫма тытӑнчӗҫ; йывӑҫӗсем кӗр-кӗрлесе ятлаҫма тапратрӗҫ…
Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ку вырӑнта хурӑн вӑрманӗсемпе хупланнӑ тата шапа сассисемпе тулнӑ сулхӑн шывлӑ кӳлӗсем — пысӑккисем те, пӗчӗккисем те — сарӑлса выртнӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Ыттисем пурте ӳсӗр сассисемпе кӑшкӑрашаҫҫӗ.
Франсуаза // Василий Алагер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 87–92 стр.
Поселокра ялан ҫак сехетре алӑксем, калинккасем уҫӑлса хупӑнни, патрульсем сивӗпе шӑнса пӑсӑлнӑ сассисемпе пӗрне пӗри аякран кӑшкӑрса чӗнни, ӑшӑтнӑ чух грузовик моторӗсем кӗрлени илтӗннӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе хӗп-хӗрлӗ хӳреллӗ, ҫутӑ йӗр хӑваракан пульӑсем шӑтӑк тӗлӗнче пӑшал сассисемпе хутшӑнса вӑшт ҫеҫ хӑпарчӗҫ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Сӑртсем хыҫӗнчен, урса кайнӑ мотор сассисемпе таврана янӑратса штурмовиксем вӗҫсе тухрӗҫ.А из-за холмов, оглушая всю округу ревом разъяренных моторов, пронеслись штурмовые самолеты.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Таҫта инҫетри галерейӑра ҫеҫ, паҫӑрхи пек, тимӗр шаккани тата хӑш чух ура сассисемпе штабра калаҫнисем илтӗнкелеҫҫӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.