Поиск
Шырав ĕçĕ:
Урапасем ҫине вӗсем михӗсем, ула пирпе ҫыхнӑ тӗркесем ывӑтаҫҫӗ, ҫав тӗркесем ҫинех ҫухӑракан ачасене хӑпарта-хӑпарта лартаҫҫӗ, пур ҫӗре те такана, ухват, турчӑка таврашне чике-чике хураҫҫӗ.Они кидали на телеги мешки и узлы из пестрого рядна, усаживали на них ревущих ребят.
II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— Ҫапла, намӑс мана: ку тарана ҫитсе те эпӗ пӑхӑрпа кӗмӗл хушшинчи уйрӑмлӑха чухласа илейместӗп, пирпе пурҫӑн хушшинчи уйрӑмлӑха, сановникпе ахаль ҫын хушшинчи уйрӑмлӑха, господинпа чура хушшинчи уйрӑмлӑха пӗлместӗп, тата…
Йытӑ хирӗҫлесе калани // Степан Апаш. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 110–111 стр.
— Ҫак пурлӑха пӗтӗмпех пирпе чӗркӗр те, шӑппӑн, йӗри-тавралла пӑхса ҫаврӑнса, лупас айне кайӑр.— Пусть все это имущество завернет в полсть и тихонько, оглядевшись предварительно, пройдет в сарай.
XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Захар чӗнмерӗ; вӑл ҫакӑн пек шухӑшларӗ пулмалла: «Ну, мӗн сана? Урӑх Захара чӗнетӗн-и-мӗн? Эпӗ кунта тӑратӑп-ҫке!», кайран вӑл улпут урлӑ, сулахайран сылтӑмалла пӑхма тытӑнчӗ, унта та ӑна шалатка пирпе карнӑ пек, тусанлӑ тӗкӗр ҫакӑн ҫинченех аса илтерчӗ: ун витӗр хӑйӗн ҫине сиввӗн, куҫ айӗн, тӗтре витӗр пӑхнӑ пек, хӑйӗн хуйхӑллӑ, илемсӗр сӑнӗ пӑхать.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тӗрӗссипе каласан, пуриншӗн те паллӑ; балаган тӑррине пирпе витсе картинӑсем ҫакса тултариччен унта мӗн пулласине пӗлме те ҫук.
XLII. Куликово уйӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ӑна хӑмӑшран хуҫса тунӑ, ҫиелтен тӗссӗрленнӗ пирпе сӑрнӑ.
XXXIV. Подвалра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Виноград пахчисенче хӑйсен илемӗпе куҫ вӑйне илсе тӑракан виноград сапакӗсене илемсӗр хӑва корзинкӑсене тултарса хунӑ та, ҫиелтен шултӑра пирпе витсе, ярлык ҫыпӑҫтарнӑ.
VI. «Тургенев» пароход // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
40. Ҫапла вара вӗсем Иисус Ӳтне илнӗ те, иудейсен пытаракан йӑлипе, ӑна ырӑ шӑршӑллӑ ҫу сӗрсе пирпе чӗркенӗ.
Ин 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Вара вилнӗскерӗ алли-урине пирпе чӗркенипех, питне-куҫне тутӑрпа ҫыхнипех тухнӑ.
Ин 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
50. Ҫавӑн чухне Иосиф ятлӑ пӗр тӳрӗ те ырӑ ҫын — канашра лараканскер, 51. анчах ун чухне ҫав канаш ӗҫне хутшӑнманскер, Иудейӑри Аримафея ҫынни, хӑй те Турӑ Патшалӑхне кӗтсе тӑраканскер — 52. Пилат патне пырса Иисус Ӳтне ыйтнӑ; 53. вара Ӑна хӗрес ҫинчен антарса таса пирпе чӗркенӗ те чул тӑва касса кӗрсе тунӑ, унччен никама та пытарман тупӑклӑха хунӑ.
Лк 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Иосиф вара шурӑ пир туянса, Ӑна хӗрес ҫинчен антарса пирпе чӗркенӗ те чул тӑва касса кӗрсе тунӑ тупӑклӑха хунӑ; тупӑклӑх анине чулпа хупласа хӑварнӑ.
Мк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пилат вара Иисус ӳтне пама хушнӑ; 59. Иосиф ӗнтӗ Иисус ӳтне илсе таса пирпе чӗркенӗ те 60. ӑна чул тӑва касса кӗрсе тунӑ хӑйӗн ҫӗнӗ тупӑклӑхне хунӑ; тупӑклӑха кӗмелли шӑтӑка пысӑк чулпа хупласа хӑварнӑ та кайнӑ.
Мф 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.