Поиск
Шырав ĕçĕ:
Оперов асӑрхаттарнипе эпӗ пур енчен те килӗшрӗм, ку асӑрхаттарни уйрӑмах мана пырса тивет, мӗншӗн тесен Семеновпа эпӗ лайӑххӑн паллашман; анчах маншӑн юлташсен ӗҫне хутшӑнасси кӑмӑллӑ пулнӑран тата Семенова хӑйне питӗ курас килнӗрен, эпӗ ҫапла асӑрхаттарнине ним шарламасӑр ирттерсе ятӑм.
ХLIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑй никама та килӗшменнине, ун ҫине пурте курас-пӗлес килнӗрен кӑна пӑхнине вӑл уҫҫӑнах курса тӑрать, унӑн хӑйӗн чӗрине килӗшекен ҫынсем ҫук та иккен.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Тен, ку вӑл тӑватӑ ҫул хушшинче пӗр-пӗринчен уйрӑм пурӑнма сахал тӳр килнӗрен ҫапла пуль…А может, это потому, что за четыре года надолго разлучаться не приходилось.
10 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Пирӗн хула мӗнле, мӗнрен пуҫланса кайнине эсир аван пӗлетӗр вӗт-ха: такама пӗрне ҫакӑнти вырӑн, ҫак улах кӗтес, кӑмӑла килнӗрен мар, геологсем кунта тимӗр тӑпри тупнӑран!
7 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Пӗри, чи варринче ларса пыраканни, аллине темӗнле кантрапа ҫыхнӑ, кӗпи хуп-хурах ун, хӑй ҫине вӑл шинель уртса янӑ, ырханланса шурса кайнӑ пулин те, маттуррӑн ларса пырать вӑл, офицере курсан вӑл ҫӗлӗкне илме тӑнӑччӗ, анчах кайран, хӑй аманнӑ иккенне аса илсе-и тен, пуҫне хыҫас килнӗрен ҫеҫ ҫӗлӗкне илнӗ пек турӗ.
1 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Эсир ҫав тери хӑвӑрт кунта каялла тавӑрӑнса килнӗрен эпӗ ҫӗнӗ хыпарсем пур пулӗ тесе шутлатӑп.
LXXII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Курас килнӗрен.
Иккӗмӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив
Вӑл вара тилӗрсе кайрӗ, эпӗ пачах усал шутпа мар, ӑҫта та пулин тухса каяс килнӗрен кӑна ҫапла каларӑм — вӗсем патӗнчи пурнӑҫ мана ҫав тери йӑлӑхтарса ҫитерчӗ ӗнтӗ, кирек ӑҫта кайсан та маншӑн пурпӗрехчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Эпӗ тин кӑна ирӗк пурнӑҫа тухсаччӗ те тӳрех чикӗ леш енне ӑсаннӑччӗ, анчах, вӑл вӑхӑтра каланӑ пек, хамӑн «вӗренсе ӑс пухас» ӗҫе вӗҫлеме мар, ытахальшӗн кӑна, ҫут тӗнче курас килнӗрен.
I // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Те вара ытла ҫиес килнӗрен, те улми чӑнах та питӗ тутлӑ пулнипе, Зимин ӑна чӑмламасӑрах ҫӑтса ячӗ те Шуркӑна куҫ хӗссе илчӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Григорий унран вӑл мӗншӗн пӗр порошокне ҫӑтса ыттисене юр ҫине пӑрахса таптани ҫинчен ыйтсан, — Прохор ҫакна сывалас килнӗрен мар, чирӗ шала каясран ҫеҫ тунине ӑнлантарчӗ, мӗншӗн тесен кун пек чух, хӑйне татах ҫӗнӗрен тӗрӗслес-тӗк, чаҫе ярасран пӑрӑнса юлма ҫӑмӑлтарах пулать иккен.
XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ӗнер Корней — килне хӑвӑртрах ҫитес килнӗрен — хӑйӗн умӗнче нимӗн курмасӑр, сывлӑш ҫавӑрма тата куҫа хупӑрласа илекен куҫҫульне шӑлса илме ҫеҫ сайра хутра чарӑнкаласа, Черемшанкӑ тӑрӑх ыткӑнса чупрӗ.
7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫилӗ килнӗрен куҫҫуль пырне капланса тулнипе сасси хирӗнчӗклӗн чӗтренсе тухрӗ, хытӑ хумханнипе хӗремесленсе кайнӑ питҫӑмартисем туртӑнкаласа илчӗҫ.
XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Хӗрарӑм питӗ хытӑ чупса килнӗрен Листницкий унӑн юбки айӗнче мӗлтлетекен ҫаврака чӗркуҫҫийӗсен мӑкӑрӑлчӑкӗсене, ансӑр пушмак сӑмсисене, каялла ывӑтнӑ пуҫ тӳпинче варкӑшса вӗҫекен ҫӳҫӗн ылтӑн пайӑркисене ҫеҫ курчӗ.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Пирӗн патӑра хӑнана килнӗрен пулӗ.
XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Паян та ак, кунта килес умӗн, эпӗ тепӗр усӑсӑр ӗҫ турӑм, ӑна та хамӑн тӑвас килнӗрен кӑна…
Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.
Тарӑхнӑран та хытӑ килнӗрен хӑй хашка-хашка сывлать.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Эпӗ кун пирки, чӗлхе вӗҫне сӑмах килнӗрен ҫеҫ кӑштах каласа парас терем, ку япаласем ҫинчен урӑх каламӑп ӗнтӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Хамӑн тем пек ҫиес килнӗрен эпӗ апат-ҫимӗҫ хунӑ пӳлӗме кӗтӗм, кӗсьесене сухари тултартӑм та, вӑхӑта ахалех сая ярас мар тесе, карапа пӑхса ҫӳренӗ чухнех ҫиме тытӑнтӑм.
Улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Марья Алексевна хӗрӗпе хурах мӗнле пурӑнни ҫинчен ҫӗнӗ хыпарсем пуҫтарнӑ — пӗрмаях тата тӑрӑшсах пуҫтарнӑ теме ҫук ӗнтӗ ӑна, пӗлес килнӗрен кӑна.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.