Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сирӗн ҫав тери вӑйлӑ туйӑм ҫуралнӑ, ҫавӑнпа вара эсир тем пек хирӗҫ тӑни те кӑлӑхах пулнӑ; анчах та вӑл туйӑм ҫавӑн пек вӑйлӑ пулни каллех ӑнсӑртран пулнӑ-ҫке-ха.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Питне питӗ вӑйлӑ писевленӗ тата шуратнӑ, тушьпе ҫӳхен ҫавӑрттарса илнӗ куҫӗсем пысӑккӑн курӑннӑ, тӗттӗмре вӗсем, кушак йӑхӗнчи вӑйлӑ тискер кайӑкӑнни евӗр, вутла хӗмленсе ҫуннӑ.
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Тухас тесен, вӗсен умӗнче икӗ ҫул выртнӑ: пери — каялла, анчах та унта вӑйлӑ та усал тӑшмансем пулнӑ; тепри — малалла, анчах та унта, пӗр-пӗринпе вӑйлӑ турачӗсемпе армак-чармакӑн ыталанса, ҫыхкаланса пӗтнӗ тымарӗсемпе шурлӑхӑн хытса ларнӑ юшкӑнне тарӑнӑн кӗрсе кайса, улӑп пек пысӑк йывӑҫсем ларнӑ.
III сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Самантлӑха вӑйсӑр алла лекнӗ вӑйлӑ та вичкӗн куҫлӑ ӑмӑрткайӑк ами ҫуначӗсене сулать те ҫӳлӗ чул ту ҫинелле ыткӑнать, унта унран та вӑйлӑрах, вичкӗн куҫлӑрах ӑмӑрткайӑк ларать; е Ольга та ҫавнашкалах ыткӑнсан?..
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тата ача чухнехи вӑхӑтпа шкул — ҫак икӗ вӑйлӑ пружина, унтан Обломовсен ҫемйинче вырӑссем нимӗҫ ачине чӗререн савса ачашлани, кайран вӑл Обломовран вӑй-халӗпе те, йӑла тӗлӗшпе те вӑйлӑ пулни вӗсене пӗр-пӗринпе ҫывхартнӑ; кунсӑр пуҫне, пуринчен ытларах, Обломовӑн чӗри таса, ҫутӑ та ырӑ пулнӑ, мӗн лайӑх, мӗн тин ҫеҫ уҫӑлса хӑйне палӑртать, чее мар, яланах ӗненекен ахаль чӗрене хирӗҫ чӗнет, вӑл ҫаксене пурне те юратнӑ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тӑшман темле вӑйлӑ пулсан та хамӑр тӗрӗслӗхпе эпир унран темиҫе хут вӑйлӑрах.
Вӑтӑр иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Вӑйлӑ, вӑйлӑ теҫҫӗ-ха тата.
Саккӑрмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Районсем вӑйлӑ пулсан республика та вӑйлӑ пулӗ.
Ӳсӗм ҫулӗпе – пысӑк тӗллевсем патне // А. Ильин. http://avangard-21.ru/gazeta/12432-s-m-u ... vsem-patne
2. Вӗсем чӑнахах та хӑватлӑ та вӑйлӑ халӑх пулнине пӗлсе тӑма ӑна вӗсен вӑрҫисем ҫинчен каласа кӑтартнӑ; галатсемпе ҫапӑҫнӑ чухне мӗн тери хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартни ҫинчен, вӗсене мӗнле парӑнтарса хырҫӑ тӳлесе тӑмалла туни ҫинчен, 3. ҫавӑн пекех Испани ҫӗрӗнче унти ылтӑн-кӗмӗл кӑларакан вырӑнсене хӑйсен аллине илес тесе вӗсем мӗн-мӗн туни ҫинчен каласа кӑтартнӑ: 4. хӑйсенчен темӗн чухлӗ аякра пулин те, ӑс тупса, ҫине тӑрса ҫав ҫӗре вӗсем пӗтӗмпех хӑйсен аллине илнӗ иккен, ҫавӑн пекех таҫти тӗнче хӗрринчи патшасем пыра-пыра тапӑнсассӑн та, вӗсем пурне те ҫӗмӗре-ҫӗмӗре тӑкса хӑватлӑн парӑнтарнӑ иккен, ыттисем вара вӗсене ҫулленех хырҫӑ тӳлесе тӑраҫҫӗ-мӗн; 5. вӗсем ҫавӑн пекех Филипа та, Китим патшине Персее те, хӑйсене хирӗҫ тухнӑ ытти патшана та вӑрҫӑра аркатса тӑкса парӑнтарнӑ, 6. темӗн тӗрлӗ вӑйлӑ Ази патшине Антиоха та — хӑйсене хирӗҫ ҫӗр ҫирӗм сӑланпа, утлӑ ҫарпа, вӑрҫӑ ураписемпе, питӗ йышлӑ ҫуран ҫарпа вӑрҫа тухнӑ Антиоха — ҫӗмӗрсе тӑкнӑ вӗсем; 7. ӑна вӗсем, чӗрӗллех тыткӑна илсе, ӑна хӑйне те, ун хыҫӗнчен ларакан патшасене те питӗ пысӑк хырҫӑ тӳлесе тӑмалла тунӑ, вӗсен ҫыннисене саклата илнӗ, вӗсен ҫӗрне валеҫтернӗ, 8. Инди ҫӗрне вара, Мидие те, Лидие те тата ытти лайӑх ҫӗрне те унран туртса илсе Евмений патшана панӑ; 9. вӗсене эллинсем пырса пӗтерме шухӑш тытнӑ иккен, 10. анчах Рим ҫыннисем, ҫавна пӗлсе, вӗсене хирӗҫ пӗр ҫарпуҫне янӑ, ҫапла вӗсене хирӗҫ вӑрҫӑ вӑрҫнӑ, вӗсене темӗн чухлӗ вӗлерсе тӑкнӑ, арӑмӗсене, ачисене тыткӑна илсе кайнӑ, вӗсене ҫаратса тухса ҫӗрне туртса илнӗ, керемӗсене ҫӗмӗре-ҫӗмӗре пӗтерсе, эллин халӑхне халичченех хӑйсене пӑхӑнса тӑмалла туса хӑварнӑ; 11. хӑҫан та пулин хӑйсене хирӗҫ тӑнӑ ытти патшалӑхсемпе утравсене те вӗсем ҫӗмӗрсе тӑкса парӑнтарнӑ.
1 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӑл манпа калаҫнӑ чухне эпӗ ҫӗр ҫинче ним туймасӑр ӳпне выртаттӑм; вӑл мана сӗртӗнсе ура ҫине тӑратрӗ те 19. каларӗ: «акӑ эпӗ сана ҫилӗ кунӗсен вӗҫӗнче, палӑртса хунӑ вӑхӑт вӗҫӗнче, мӗн пуласса уҫса парӑп. 20. Эсӗ курнӑ икӗ мӑйракаллӑ сурӑх таки вӑл — Миди тата Перси патшисем. 21. Ҫӑмламас качака таки вара — Греци патши, унӑн куҫӗсем хушшинчи пысӑк мӑйрака — грексен пӗрремӗш патшийӗ; 22. мӑйраки хуҫӑлчӗ, ун вырӑнне тӑватӑ урӑх мӑйрака тухрӗ: ку вӑл ҫакӑ халӑхран тӑватӑ патшалӑх пулса каясса пӗлтерет, анчах вӗсем пӗрремӗш патша пекех вӑйлӑ пулаймӗҫ. 23. Вӗсен патшалӑхӗн вӗҫӗнче, вӗсен усал ӗҫӗсен виҫи тулса ҫитсессӗн, сӗмсӗр те каварлашас тӗлӗшӗпе ӑста патша килӗ; 24. вӑл вӑйлӑ пулӗ, анчах пӗрремӗш патша пекех мар. Вӑл хӑрушла ҫӗмӗрсе-ҫаратса тухӗ, хӑйӗн ӗҫне ӑнӑҫлӑ тӑвӗ, вӑйлисене те, сӑваплисен халӑхне те аркатӗ; 25. чеескер, вӑл тем тӗрлӗ кавар та тӑвӗ — вара чӗри мӑнаҫланса кайӗ, нумайӑшне вӑл пӗр кӗтмен ҫӗртен ҫӗмӗрсе тӑкӗ, вара патшасен Патшине те хирӗҫ ҫӗкленӗ. Ӑна аркатса тӑкӗҫ, анчах этем аллипе мар. 26. Каҫсемпе ирсем ҫинчен мӗн курӑнни, вӗсем ҫинчен мӗн калани — чӑн; эсӗ ҫак курӑнӑва пытарса усра: вӑл аякри кунсем ҫинчен».
Дан 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Унӑн ырӑлӑхӗ епле аслӑ та вӑйлӑ, тавӑрнӑ чухне те Вӑл ҫапла вӑйлӑ тавӑрать.
Сир 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Анчах йышлӑ шывсен шавӗнчен те, тинӗссен вӑйлӑ хумӗнчен те вӑйлӑрах ҫӳлти Турӑ.4. Но паче шума вод многих, сильных волн морских, силен в вышних Господь.
Пс 92 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хурав панисен 55: республикӑри рыноксенче вӑйлӑ тата питӗ вӑйлӑ тупӑшу пынине, 23: вӑл вӑтам курӑннине палӑртнӑ.
Бизнес-пĕрлĕх: «Тупăшу шайĕ пысăк!» // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Ҫав ҫул юлашки спас ыран тенӗ чух ялта асар-писер вӑйлӑ ҫил ҫавӑрттарчӗ, карта-хуралтӑсене йӑвантарчӗ.
Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77
Шикленме шухӑшламасть те. Вӑйлӑ пулас, шуйттан йӑхӗ. Анчах эпӗ те имшеркке мар…
Вӗреҫӗлен // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 240–255 с.
Ахӑлтатса кулакан ачана ашшӗ вӑйлӑ аллисемпе ҫӳлелле ҫӗклерӗ.
Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.
Халиччен пӗлмен, сӑмахпа каласа пама ҫук темле ырӑ, вӑйлӑ туйӑм сасартӑках пӗтӗм чун-чӗрене ҫавӑрса илчӗ.
Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.
Мӗншӗн ҫырать вӑл халӗ ман пата?» — вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл вӑхӑтӗнче сывлӑш хумӗсем чупнӑ пекех, хӑвӑрт-хӑвӑрт вӗлтлетсе иртеҫҫӗ чӗрене хумхантаракан ыйтусем.
Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.
Тӑрнаккай: «Эпӗ вӑйлӑ, мана Росомаха нимӗн те тӑваймасть», — тет пулӗ.
XIV // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Миргалим Володя патне васкамасӑр утса пычӗ те, вӑйлӑ аллисемпе ӑна кӗпе ҫухавинчен ярса тытса, хӑй патне хӑвӑрт туртрӗ.
XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.